Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑшӑлвирус

Республикӑра
shymkent.enbek.gov.kz сӑнӳкерчӗкӗ
shymkent.enbek.gov.kz сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеттерме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ.

Влаҫ органӗсенче ҫамрӑксем сахаллине кура вӗсем валли Карьера кунӗсем ирттересшӗнччӗ. Кӑҫалхине ака уйӑхӗнче йӗркелессине хыпарланӑччӗ.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара Карьера кунӗсене ирттермӗҫ. Кун пирки Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. ЧР Элтеперӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Карьера кунӗсене каярах йӗркелӗҫ.

 

Республикӑра

Кӑшӑлвирус чирӗллӗ ҫынсемпе хутшӑнура пулнисем карантина ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторире ирттереҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта паян — 42 ҫын.

Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра обсерваторие ҫаврӑннӑ санатори айлӑмлӑ вырӑнта тата вӑрманта вырнаҫнӑ. Ҫывӑхра ялсем ҫук. Ҫавна май унта карас ҫыхӑнӑвӗ начар. Карантина лекнисене ку лару-тӑру тивӗҫтермен. Карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗри, «МТС», санатори территорийӗнче мобильлӗ станци вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл икӗ кунта пурнӑҫланӑ. Ӗҫе республикӑн Информполитика министерстви пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.

Карантина санаторири обсерваторире ирттерекенсене «МТС» сим-карттӑсем валеҫсе панӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Тӗнчере те Раҫҫейре те кӑшӑлвирус алхаснӑ май Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарас терӗҫ — «Антон Чехов чӑвашла». Ҫав-ҫавах хӑшӗ-пӗрин килте ларса вӑхӑт ирттерме тивет. Ахаль лариччен усӑллӑ ӗҫ те тума пулать-ҫке — калӑпӑр, Антон Чеховӑн (ахаль суйламан — кӑҫал унӑн юбилей) калавӗсене чӑвашла куҫарса. Ку ӗҫре вара Яндекс.Тӑлмач е эпир хатӗрленӗ машшин куҫарӑвӗн сайчӗ (юсав ӗҫӗ пырать те вӑхӑтлӑха ӗҫлемест пулин те) те пулӑшма пултарӗ. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи те пуянланӗ, Антон Чеховӑн хайлавӗсене те чӑвашла ытларах вулама май пулӗ.

Кӗскен: унччен куҫарман Антон Чеховӑн калавне чӑвашла куҫармалла; ыттисем суйламан калавсене илме тӑрӑшмалла; малти вырӑна тухнисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр; ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшччен йышӑнатпӑр.

«Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту йӗркипе тӗплӗнрех ятарлӑ страницӑра паллашма пулать.

 

Республикӑра

Раҫҫей Ӗҫлев министерстви ӗҫсӗррисене уйӑхсерен 12 пин те 130 тенкӗ тӳлеме май паракан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унччен ку пособин чи пысӑк виҫи уйӑхсерен 8 пин тенкӗпе танлашатчӗ. Кӑшӑлвируса пула ҫынсем ӗҫсӗр юлнине кура пособи виҫине ӳстерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑй хушнӑччӗ. Унтан та ытларах. Пособие кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пурне те 12130 тенкӗ тӳлесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ укҫин виҫине шута илмесӗр. Ӗҫсӗр ҫыннӑн ача-пӑча пулсан кашни тӗпренчӗкшӗн 3-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ.

Ӗҫсӗр юлнине ҫирӗплетме ӗҫ кӗнекин копине, ӗҫрен хӑтарнине ҫирӗплетекен приказа, юлашки виҫӗ уйӑхри ӗҫ укҫине кӑтартакан справка илсе ҫӳреме кирлӗ мар. Яваплӑ ведомствӑсем ку хута хӑйсемех ыйтса илӗҫ.

 

Тӗнчере
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Тӗнчипех кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра Никита Тӗнче ҫемйипе хӑш ҫӗршывра-ши? Ку ыйту чылайӑшӗшӗн кӑсӑклӑ пулӗ-ха. Нумях пулмасть Никитӑпа «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ ҫыхӑннӑ.

Никита тата Настя Тӗнчесем тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Ая халӗ АПШра. Вӗсем Техас штатӗнче пурӑнаҫҫӗ. «Пурте килте лараҫҫӗ. Нимӗнле пӑлхану та ҫук. Халӗ ӗҫпе йывӑртарах, ҫавӑ ҫеҫ», - пӗлтернӗ Никита журналиста.

Тӗнчешӗн йывӑр ҫак самантра та Никита Тӗнче Чӑваш Ене таврӑнма палӑртман-ха. Вӗсем малалла ҫул тытасшӑн, урӑх ҫӗршывсене ҫитсе курасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63741
 

Вӗренӳ
vse42.ru сайтри сӑн
vse42.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсене общежитире пурӑннӑшӑн укҫа тӳлеттермӗҫ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе, лару-тӑру ҫивӗчленнипе ҫыхӑннӑ.

Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа виҫӗ аслӑ шкул студенчӗсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗсем студентсене общежитишӗн вӑхӑтлӑха тӳлеттермелле мар тесе йышӑннӑ.

«Пирӗн килте ларакан ҫынсем пирки манмалла мар, ҫав шутра – вӗренӳ учрежденийӗсенчи общежитире пурӑнакан студентсем пирки те», - Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vse42.ru/news/27264115
 

Сывлӑх

Чӑваш Ене маска кӳрсе килнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра паян пӗлтернӗ.

«Малтан шантарнӑ пекех республикӑна медицина маскисемпе тивӗҫтертӗмӗр. Паян Чӑваш Ене пысӑк парти –326 пин – килчӗ. Раҫҫейӗн Промышленность министерствипе калаҫу ирттернин усси пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев.

Маскӑсене республикӑн патшалӑх аптекисене сутма парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах маскӑсемпе чи малтан тивӗҫтермелли категорие те асӑннӑ. Кунта – пульницӑсенче тӑрӑшакансем, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем. Юлашкинчен асӑннисем пирки республика ертӳҫи Олег Николаев урамсемпе ҫулсем ҫинчен йӗрке тӑваҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене маскӑпа тивӗҫтерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-90291590_1563
 

Сывлӑх

Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр 15 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутра — 2 ача.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ку цифрӑсенчен тӗлӗннине палӑртмаҫҫӗ. «Чирлисен йышӗ ҫакӑн пек хӑвӑрт ӳснине кӗтме пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.

Пациентсене вируса Чулхулари лабораторинче ҫирӗплетичченех мӗнпур йӗркене пӑхӑнса пульницӑна вырттарнине ӗнентереҫҫӗ.

Чирлисемпе хутшӑннӑ тӑхӑр ҫынна, аякран килнӗ ултӑ ҫынна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Вӗсене пурне те сиплеҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннисене те шута илнӗ, кӑшӑлвирус анализӗ илнӗ.

Ҫапла вара ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 15 сехет тӗлне пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлӗ 34 ҫынна шута илнӗ, вӗсенчен пӗри ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пульницӑран сипленсе тухнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ.

Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ.

Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ.

 

Вӗренӳ
web.archive.org сайтри сӑн
web.archive.org сайтри сӑн

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем кӑшӑлвируса пула Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне каярах тытма пуҫлӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ку тапхӑр хӑҫан пуҫланассине палӑртнӑ.

ППЭ ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов паян иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫутӗҫ министерстви Рособрнадзорпа пӗрле экзаменсен расписанийӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрленӗ.

Сергей Кравцов министр 11-мӗш класра вӗренекенсем валли вӗренӳ ҫулне ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсас ыйтӑва та сӳтсе явнине пӗлтернӗ. 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем вара экзаменсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тытма пуҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63644
 

Страницӑсем: 1 ... 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, [78], 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть