Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ӳссе пырать. Лабораторинче ҫирӗплетнисен йышӗ ӗнер 17-пе танлашнине пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр икӗ ҫын тупӑннӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пациентсен малтанхи анализӗ иккӗленӳллӗ тухнӑ. Ҫавна кура анализсене Чулхулари лабораторире ҫӗнӗрен тӗрӗсленӗ. Пирӗн патри лаборантсем иккӗленни кӑлӑхах пулман — диагноз ҫирӗпленнӗ. Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвирус анализӗ шанчӑксӑррине пӗлсенех ҫав икӗ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те халӗ тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ ҫак икӗ пациентран пӗри чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ. Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене 19 ҫынна шута илнӗ, ҫав шутран пӗри сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |