Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: колледжсем

Республикӑра

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем хальхи вӑхӑтра педагогсем ҫулланса пынипе палӑраҫҫӗ иккен. Ватӑлмасӑр никам та пурӑнманни паллӑ-ха ӗнтӗ. Анчах кунта сӑмахӗ маларах каланӑ учрежденисенче аслӑ ҫулсенчи педагогсем кӑна юлни пирки пырать. Ӗҫлӗх вӗрентӗвӗн ӑстисем уйрӑмах ҫитмеҫҫӗ иккен.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне техникумсемпе колледжсенче ун пек ӑстасем 291-ӑн ӗҫленӗ. Вӗсенчен 20 проценчӗ — 55 ҫултан иртнисем. 3 ҫултан пӗчӗкрех ӗҫ стажӗллисен йышӗ 12,4 процент кӑна иккен.

Техникумсемпе колледжсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисене ӑша хывтаракансене шкулти вӗрентекенсен тата педагогика енӗпе аслӑ шкулсем пӗтернисен шучӗпе шайлаштарма тивет пулсан, практика пӗлӗвне паракансене тупасси йывӑр иккен.

Регионӑн экономикине професси кадрӗсемпе тивӗҫтерес тесен ку тытӑма ҫамрӑк специалистсем кирли куҫкӗрет. Ҫакна шута илсе Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта вӑл професси пӗлӗвӗ паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксене, пурӗ 10 ҫынна, 10-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ӑна тивӗҫнисен кайран професси пӗлӗвӗ паракан организацисене ӗҫе вырнаҫмалла.

Малалла...

 

Республикӑра

Паян Шупашкарта WorldSkillsRussia — 2015 Чӑваш Ен чемпионачӗ пуҫланать. Унта рабочисем хутшӑнӗҫ. Конкурс тӑватӑ куна тӑсӑлӗ, уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Чемпионата техникумсемпе коллеждсенче вӗренекенсем тата ҫамрӑк рабочисем хутшӑнмалла. Вӗсен ҫулӗ 18-тан тытӑнса 22-ччен пулмалла.

Чемпионата 9 компентенципе ирттерме шухӑшласа хунӑ: «Плитка хурасси», «Кирпӗч хурасси», «Электромонтаж», «Веб-дизайн», «Сеть тата тытӑм енчен администрацилени», «Шӑратмалли технологисем», «Парикмахер ӑсталӑхӗ», «Кондитер ӗҫӗ», «Повар ӗҫӗ».

Ӑмӑртӑва харӑсах Шупашкарти темиҫе вӗренӳ учрежденийӗнче: Апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче, Транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗнче, Экономикӑпа технологи колледжӗнче, электромеханика коллеждӗнче — ирттереҫҫӗ.

Регионта ҫӗнтернисем Атӑлҫи федераци округӗнчи чемпионатра хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗнче Самарта иртӗ. Наци чемпионатне каярах Хусанта пуҫтарӗҫ.

 

Республикӑра

Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника тата Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ.

Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Чӑвашлӑх

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те анлӑ уявланӑ. Ҫак мероприяти Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн те иртнӗ.

Студентсем ахаль конкурс ирттермен. Колледжра студентсем тата вӗрентекенсем хушшинче чӑваш юррисен конкурсӗ йӗркеленӗ. Ҫапла, вӗсем наци культурин йӑлине сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Студентсем мероприятие тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ: костюмсене, юрӑсене тӗплӗн суйланӑ. Кашни конкурсҫӑ чӑваш халӑх тата чӑвашсен хальхи эстрадин юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Пӗр ушкӑн чӑваш халӑх ташшипе савӑнтарнӑ.

Кашниех пултарулӑхӗпе палӑрнӑ, кашнинех куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Никама та тимлӗхсӗр хӑварман: пурне та грамотӑсемпе тата Дипломсемпе чысланӑ.

 

Ҫак кунсенче ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе хастарӗсен «Манӑн пуҫару» республикӑри конкурсӗн финалӗ вӗҫленнӗ.

Конкурс икӗ ӑстрӑмпа иртнӗ. Куҫӑмсӑр майпа тупӑшнӑ чух хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫӑн хӑйсем пирки каласа кӑтартакан резюме, «Манӑн ӑнӑҫу — манӑн общество пӗрлешӗвӗн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн ҫӗршывӑн ӑнӑҫӑвӗ. Манӑн ҫӗршывӑн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн общество пӗрлешӗвӗн ӑнӑҫӑвӗ — манӑн ӑнӑҫу» ятпа эссе, «Эпӗ тата манӑн общество пӗрлешӗвӗ» видеоролик тата хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа паракан портфолио тӑратмалла пулнӑ. Конкурсӑн иккӗмӗш ӑстрӑмӗнче ҫамрӑксен пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн тӑрсах тупӑшма тивнӗ.

Студентсемпе техникумсенчи пӗрлешӳсен ертӳҫисем хушшинче ҫапла вара И.Я. Яковлев ячӗллӗ университетра вӗренекен Михаил Павлов пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Раҫҫейӗн коопераци университечӗн Шупашкарти институчӗн студенчӗ Никита Воронин — иккӗмӗш, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче ӑс пухакан Дмитрий Степанов — виҫҫӗмӗш. Чи лайӑх лидерсен шутне Питӗрти экономика университечӗн Шупашкарти уйрӑмӗн студенчӗ Дмитрий Санников (вӑл пӗрремӗш вырӑнта), хушма биотехнологисен Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумӗн вӗренекенӗ Артем Вавилов (иккӗмӗш) тата Раҫҫейӗн социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗлӳ илекен Александра Старкова (виҫҫӗмӗш) кӗнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Авӑн, 29

1895
130
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
30
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй