Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кил-ҫурт

Василий Кондратьев хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе
Василий Кондратьев хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе

Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Канаш хулинче пурӑнакан Василий Кондратьев ҫемьинче пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Иванова кил хуҫине Василий Илларионовича 1 миллион та 386 пин тенкӗллӗх ҫурт-йӗр туянмалли ятарлӑ Сертификата алла тытарнӑ. Ку сертификата Канаш ҫынни ятарлӑ «Кил-ҫурт» федераллӑ программипе килешӳллӗн тивӗҫнӗ иккен.

«Ку савӑнӑҫлӑ саманта эпир 15 ҫул кӗтсе пурӑннӑ!» — сертифика алла тытарнӑ хыҫҫӑн пӑлханса каланӑ кил хуҫи. Вӑл хула, республика ертӳҫисене хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме майсем паннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.

Людмила Иванова ҫемьене саламланӑ, асӑнмаллӑх парне те панӑ, малашнехи пурнӑҫра та ӑнӑҫу суннӑ.

 

2009 ҫултанпа Вӑрмар районӗнчи 209 ветеран кил-ҫуртне лайӑхлатма пултарнӑ. Кун пирки район сайчӗ пӗлтерет.

2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 714-мӗш Хушӑва пурнӑҫланӑ май кӑҫал районти 30 ветерана сертификат алла тыттарнӑ. Виҫҫӗшӗ вӗсенчен вӑрҫӑ ветеранӗсем, 27-шӗ — тӑлӑха юлнӑ арӑмсем. 22 сертификатпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ — федераци хуснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе кил-ҫурта лайӑхлатнӑ.

 

Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе Чӑваш Ен федераци хыснинчен 70 млн тенкӗ хушма субсиди илӗ. Ку укҫапа кӑҫалах 380 ҫамрӑк мӑшӑр усӑ курма пултарӗ.

Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх федераци субъекчӗсене панӑ хушма субсиди 378,4 млн тенкӗпе танлашать. Пирӗн республикӑна вара ытти регионсенчен ытларах панӑ. Сӑмахран, Кострома облаҫӗпе Карачай-Черкес Республикине 38,4 миллионшар тивнӗ, ытти субъекта — тата та сахалрах.

2006 ҫултанпа, федерацин «Ҫурт-йӗр» ятарлӑ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма проекчӗ ӗҫлеме тытӑннӑранпа, республикӑра 3 357 ҫамрӑк ҫемье патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панӑ.

 

«2011–2015 ҫулсенчи «Хваттер» тӗллевлӗ федераллӑ программӑн «Ҫамрӑк ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтересси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртме кӑҫал Ҫӗмӗрлере пурӗ 4 миллион ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки хулан официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Ҫак укҫан пӗр пайӗ федераллӑ хыснаран килет (1,3 млн), тепӗр пайӗ — республика укҫи-тенкинчен (1,6 млн), виҫҫӗмӗшӗ — хула пурлӑхӗнчен (1,2 млн). Ҫумпрограмма укҫипе кӑҫал 8 ҫемье ҫӗнӗ хваттерлӗ пулӗ — виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье 453 600 тенкӗ пулӑшӳ илӗ, тӑватӑ ҫынлисем — 604 800 тенкӗ.

Паян вара хаваслӑ тӗлпулу ирттерсе вӗсене субсиди илме май паракан сертификатсене тыттарчӗҫ. Хула администрацийӗн кӑлави С.Н.Новичков ҫамрӑк ҫемьесене ҫак хута тыттарнӑ май пурне те саламларӗ, ҫӗнӗ хваттерсем туянни вӗсене хӑт кӗртме, тӑван хулашӑн кӑна мар, пӗтӗм республикӑн чап-хисепне ӳстерес тесе татах та вӑйлӑрах ӗҫлеме хистессе шанса каларӗ.

Сертификат илнӗ телейлӗ ҫемьесем хула администрацине тав турӗҫ.

Cӑнсем (10)

 

Муркаш районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал, вӗҫленекен ҫулталӑк хушшинче, «Кил-ҫурт» (выр. «Жилье») ФТП-ӑн «Ҫамрӑк ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» ҫум программӑпа килӗшӳллӗн ку тӑрӑхра пурӗ 17 ҫамрӑк ҫемьене пулӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле 8 486 437 тенкӗ тӑкакланӑ — пӗр пайне федераллӑ хыснаран, теприне — республикӑран илнӗ, виҫҫӗмӗш пайне вара (1 178 544 т.) — район бюджетӗнчен тупнӑ.

Уйӑрнӑ укҫана ҫамрӑк ҫемьесем кил-ҫурт туянма е ӑна хӑпартма, ҫавӑн пекех кил-ҫурт кредичӗсемшӗн тӳлеме тӑкаклайраҫҫӗ. Укҫи нумаях мар пулин те ҫав-ҫавах пулӑшу.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 01

1869
156
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ.
1943
82
Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та