Ӗнер Чӑваш Ене вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. «Спутник V» вакцинӑн 10 пин ытла дозине илсе килнӗ.
Вакцинӑна хулари тата районсенчи пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Ӑна чи аякри ялсене илсе ҫитерӗҫ. Паянхи кун илес тӗк, республикӑна 320 пин ытла вакцина илсе килнӗ.
Сӑмах май, районсенче, хуласенче кӑшӑлвирусран прививка тӑвакан мобильлӗ пунктсен расписанийӗпе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 7 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман. Ку таранччен каварлӑ вирус 1694 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра паянхи кун тӗлне 28991 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 26372-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 20 ҫын ҫеҫ кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем самай нумай пулнӑ: 72 ҫын.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 925 пациент сипленет. Палӑртмалла: унашкаллисене йышӗ кунсерен ӳссе пырать.
10 кунра 32 пациент вилнӗ. Сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Иртнӗ талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 3 ҫыннӑн. Пандеми пуҫланнӑранпа 1462 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне 26244 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24013-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 47 ҫын чирленӗ, 41 ҫын сывалнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата амбулатори мелӗпе килте кӑшӑлвирусран 769 пациент сипленет.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет.
Унта халӗ прививка тумашкӑн ҫырӑнма пулать. Ҫакна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗ урлӑ, 122 номерпе шӑнкӑравласа, тухтӑр патне кайса, регистратурӑна шӑнкӑравласа (8352) 70-02-42 е 26-03-03) тума пулать.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра ку микрорайонта пурӑнакансен йышӗ самай ӳснӗ. Вырӑнтах кӑшӑлвирусран прививка тума май пурри ҫынсемшӗн меллӗ пулӗ.
Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ.
Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ.
Паян та 6 ҫын вилнӗ. Сӑмах – кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем пирки. Ҫапла ку таранччен 1117 ҫын вилнӗ. Чирленисен 5,06 проценчӗ вируса парӑнтарайман. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра кашни кун ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать.
Ку таранччен 22086 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20181 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 39 ҫын чирленине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ.
Паянхи кун тӗлне стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Паян кашӑлвируспа чирлисен йышӗ татах чакнӑ. Юлашки талӑкра 86 ҫын инфекциленнӗ. Ӗнер 90 ҫын чирленине палӑртнӑччӗ. 84 ҫын сывалнӑ. Шел те, вилекенсем каллех нумаййӑн пулнӑ. Вируса пула тепӗр 12 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 19553 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 17622-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем самай – пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 888 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен кӑшӑлвирусран вилес енӗпе Аталҫи федераци округӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра пӗр пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ.
Сӑмах Канаш районӗнчи тӗп пульница пирки пырать. Вӑл Шӑхасан ялӗнче вырнаҫнӑ. Тек унта кӑшӑлвируспа чирлисене сиплемӗҫ. Унтан пациентсене кӑларнӑ, дезинфекци тунӑ хыҫҫӑн яланхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ, унчченхи пекех 120 койка пулӗ. Ҫапла майпа ҫынсем пульницӑра ытти профильпе те пулӑшу илме пултарӗҫ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку чире пула 443 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раштав уйӑхӗнче ҫынсем кашни кунах вилеҫҫӗ. 23 кунра 165 пациент сывлама пӑрахнӑ.
Ку таранччен 15454 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 13790-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 125-ӗн чирленӗ. Сывалакансем 118-ӑн пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнӗ 1221 ҫынна тухтӑрсем килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |