Хуҫасӑр йытӑсем йышланса кайнине Кӳкеҫ ҫыннисем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра юлашки кунсенче вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Килсӗр-ҫуртсӑрскерсен ушкӑнӗ урам тӑрӑх чупнине ҫак йӗркесене авторӗ хӑй те асӑрханӑччӗ.
Хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвӗ ытти ял-хулара та пур. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Вӗсене усрамалли пӗртен-пӗр вырӑн — Шупашкарта.
Халӗ вӗсем валли приют тӑвас шанчӑк пур. Паян ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере муниципалитетсем хушшинчи приютсем тӑвасшӑн.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Паян кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзор унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре вӗренӳ организацийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 14 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Шупашкарта – 9, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 11, Канашра 2, районсенче 2 тӗслӗх.
Ҫавӑн пекех ача пахчисенче те чирлекенсем пур. Ултӑ шкулта, виҫӗ техникум-колледжра кӑшӑлвируспа аптӑранӑ ҫынсене тупса палӑртнӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче виҫӗ студент инфекциленнӗ.
Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.
Паян Чӑваш Енре ике пушар алхаснӑ. Шел те, вилекенсем пулнӑ.
Ирхи 6 сехетре Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен 43 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫипе пӗрле пурӑннӑ. Хуҫи, 57 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӑл пульницӑра выртать.
Паян ирхине Канашра та пушар сӳнтерме тивнӗ. Унта Разин урамӗнче хӑмаран ҫапса тунӑ сарай ҫуннӑ. Пушар хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Халӗ вӑл кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.
«Улатӑр–Канаш» расписанипе ҫӳрекен пуйӑс раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн урӑх расписанипе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗнӗ расписани 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ.
«Канаш – Улатӑр» маршрутпа пуйӑс ирхи 4 сехет те 48 минутра хускалӗ (ку вӑл хальхинчен 3 минут каярах тенине пӗлтерет); Улатӑра 7 сехет те 14 минутра (хальхинчен 8 минут каярах) ҫитӗ.
«Улатӑр – Канаш» маршрутпа пуйӑс 4 сехет те 52 минутра тапранӗ, Канаша 7 сехет те 16 минутра ҫитӗ (хальхинчен 7 минут каярах).
Хуҫалӑх пуйӑсӗн расписанийӗ те ылмашӗ. Канашран вӑл 3 сехетре Улатӑра тухса кайӗ, Улатӑртан Канаша килме 6 сехет те 15 минутра тухӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн паянхи черетсӗр ларӑвне 25 депутатран 23-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хулан сити-менеджерне суйланӑ. Ку тлхепене Павел Семенова тыттарнӑ.
Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ ҫав ҫын 1976 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. РФ Патшалӑх Думине икӗ хутчен суйланнӑ, РФ ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, РФ Наци ӗҫӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан арҫынна суд кӗтет. Ӑна ачапа киревсӗр хӑтланнӑшан айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ҫак 29 ҫулти арҫын халӑх тетелӗнче паллакан 13 ҫулти хӗрачапа ҫырӑннӑ. Пӗррехинче вӑл ӑна интимлӑ сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Ку кӑна мар, халӑх тетелӗнче ҫырӑннӑ чухне те вӑл ку темӑпа калаҫу пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кӗҫех ӑна Канаш районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |