Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухнине хирӗҫ мар. Асӑннӑ шайри тӳресем Чӑваш Енӗн прокуратурин тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи элчелӗхӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Волков ӗҫне Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухасшӑн пулман. Элчелӗх Мускавра вырнаҫнине шута илсен, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ территори принципӗпе никӗсленни куҫкӗрет.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Республикӑри кадет шкулӗ ятне улӑштарать. Малашне вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи корпусӗ пулӗ. Ӳлӗмрен ӑна: «Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш Енӗн кадетсен корпусӗ теме йышӑннӑ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.
Кадетсен корпусӗ ҫар аслӑ шкулӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ, хушма пӗлӳ парассипе тимлӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ панисӗр пуҫне ачасене хушма программӑсемпе тарӑн пӗлӳ пама тӗллев лартнӑ. Раҫҫейри пуян опытлӑ шкулсен витӗмне те шута илме палӑртнӑ.
Сӑмах май, федерацин Атӑлҫи шайӗнчи корпуса ҫывӑх вӑхӑтра анлӑлатмалла. Унта 400 ачана вӗрентмелӗх вырӑн пулӗ. Строительствӑна кӑҫал пуҫласшӑн, 2018-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлесшӗн.
Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Граждан урамӗнчи «Эльмен урамӗ» «С.П. Королев академик урамӗ» ячӗллӗ пулӗ. Чарӑну ятне ылмаштарасси ҫинчен йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва вӑл вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе тата Чӑваш Республикин администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тунине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени чарӑну ятне вырӑсла тата чӑвашла ҫырассишӗн яваплине палӑртнӑ. Чарӑнусене икӗ чӗлхепе ҫырмалли чӗлхесем ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пымалли паллӑ-ха. Ҫапах та тӳре-шара йышӑнӑвӗнче ҫавна палӑртни пӑсӑк пулас ҫук.
Шупашкарта 22-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ уҫасшӑн. Вӑл «Университет – «Хлебозавод» маршрутпа ҫӳремелле. Республика тӗп хулин Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ районӗпе Кӑнтӑр Хӗвеланӑҫ районне ҫыхӑнтаракан троллейбус уҫассипе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Маршрут 18,5 километр тӑршшӗ пулмалла. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 8 минутра пӗрре ҫула тухмалла. Троллейбус управленийӗпе хула администрацийӗн пӗрлехи ӗмӗчӗ пирки муиципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ Александр Каныгин хулари транспорт сечӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ ларура пӗлтернӗ. 9-мӗш маршрута Хӗрлӗ лапам патне ҫитерес шухӑшлӑ.
Шупашкарти «Ҫамрӑклӑх бульварӗпе» Агрегат савутне ҫыхӑнтаракан 7-мӗш маршрута вара хупасшӑн. 21-мӗш маршрута кӑшт ылмаштарса Максим Горький тата Мичман Павлов урамӗсен ҫул ҫаври патӗнчен ирттересшӗн.
Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ.
Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе наркӑмӑшланса вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫак шӗвеке сутма чарнӑ. Ку чару вӑхӑтлӑха кӑна пулнӑччӗ.
Анчах малашне те фанфурик суттармӗҫ. Раҫҫейри тӗп санитар тухтӑрӗ Анна Попова ку чарӑва татах тӑснӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн, фанфурика тепӗр 90 кун сутма юрамасть.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 28 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех спиртран тунӑ ароматизаторсемпе хушкӑчсем те ҫак списока кӗнӗ. Кантӑк тасатмалли шӗвеке ҫеҫ пырса тивмест ку.
Аса илтерер: спиртлӑ шӗвексене 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сутма чарнӑ. Ку чарӑва икӗ хут тӑснӑ ӗнтӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем хулара светофор ҫитменнине палӑртса тӳре-шара патне ҫитнӗ. Вӗсен ыйтӑвне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Светофорсене хулан ҫак вырӑнӗсенче ларттарасшӑн: Пирогов урамӗнчи 1/1-мӗш ҫурт патӗнче («За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ урамра ун пек ҫурт ҫук. Ҫавӑнпа та кунта сӑмах 1-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пырать-ши, анчах унта светофор пур тесе пуҫ ватнӑ. Е, тен, 1-мӗш ҫурт патӗнче вырнаҫтарасшӑн-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ); М. Павлов тата Надежда урамсем, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗпе Шумилов урамӗсем, Кадыков тата Бауман урамӗсем, М. Павлов тата Гузовский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, Граждан урамӗнчи «Яноушек урамӗ» чарӑну патӗнче.
Герценӑн 2-мӗш урамӗнче машинӑсем хутлассине чакарасшӑн, Ватутин урамӗнче пӗр майлӑ кӑна ҫӳреттересшӗн. Президент бульварӗнчи «Экономика институчӗ», «Лебедев урамӗ», «Чернышев урамӗ» чарӑнусене хитрелетесшӗн.
Пассажирсене турттаракансем 59-мӗш маршрута тата 5-мӗш автобус маршручӗсене «Лента» патне ҫитересшӗн, Ленин урамӗнче Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте сулахаялла пӑрӑнма чарасшӑн, Мускав проспектӗнчен Ҫурҫӗр пасара пӑрӑнмалли ҫула хӑтлӑх кӗрттересшӗн.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Чӑваш Енре регион пӗлтерӗшлӗ тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулпа йывӑр тиевлӗ автомобильпе ҫӳреме чарӗҫ. Кашни ҫуркунне йышӑнакан ҫак чару асфальта упраса хӑварас тенипе ҫыхӑннӑ.
Ҫапах та пур транспорта пырса тивмӗ ку чару. Халӑхсем хушшинче транспорт турттаракан, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерме васкакан машинӑсен, пассажирсене турттаракан автобуссен, эмел, апат-ҫимӗҫ, вӑрлӑх, топливо тата ытти илсе ҫӳрекен транспортӑн ҫулне пӳлмӗҫ.
Чару, сӑмах май, ҫулла та пулать. Ҫӗртме–ҫурла уйӑхӗсенче сывлӑш температури 32 градусран иртсен те йывӑр тиевлӗ машинӑсен кӑнтӑрла хутлама юрамӗ. Ҫапах та васкавлӑ службӑсен тата маларах асӑннӑ хӑш-пӗр категоришӗн чару пулмӗ. Йывӑр тиевлӗ ытти транспортӑн каҫхи вунӑ сехетрен ирхи вуннӑччен ҫула тухма юрӗ.
Виҫӗмкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене пӑхса тухнӑ. Халӑхӑн тӗрлӗ демографи ушкӑнне уйӑрса палӑртакан ҫак виҫене иртнӗ ҫулхи IV квартал валли палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи III кварталтинчен вӑл 30 тенкӗ чакнӑ. Халӗ унӑн вӑтам виҫи 8346 тенкӗпе танлашать.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе чакнине республикӑн ӗҫ тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Дмитриев «Апат-ҫимӗҫ мар тавар» тата «Пулӑшу» статьясемпе тӑкак чакнипе сӑлтавланӑ. Апат-ҫимӗҫ мар тавар туянма 27 тенкӗ сахалтарах кирлӗ иккен, пулӑшу илме — 51 тенкӗ сахалтарах.
Ҫапла вара вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене
8837 тенкӗ (вӑл 51 тенкӗ чакнӑ) хӑварнӑ, пенсионерсем валли – 6849 тенкӗ (2 тенкӗ ӳстернӗ), ачасем валли — 8420 рублей (11 тенкӗ пысӑклатнӑ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |