Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова постановление ала пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, «фанфурик» малашне те сутма юрамӗ. Ку йышӑну хальлӗхе 3 уйӑх вӑйра пулӗ.
Право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, шӗвекре этил спирчӗ 28 процентран нумайрах тӑк сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех спиртран тунӑ апат хушкӑчӗсене, ароматизаторсене сутма чарнӑ.
Ку йышӑну кантӑк ҫумалли шӗвексене пырса тивмест. Аса илтерер: «фанфуриксене» пӗрремӗш хутчен пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче сутма чарнӑ. Унтанпа чарӑва икӗ хутчен тӑснӑ: 60 тата 90 кунлӑха.