Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ватӑсем

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Николай Андреев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Николай Васильевич Комсомольски тӑрӑхӗнче Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене – лекнӗ. Вӑл та, ытти чылай ҫын пекех, ырми-канми колхозра тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен шӑпа ӑна Нефтеюганск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл нефть отраслӗнче ӗҫленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – ҫур ӗмӗре яхӑн.

Паянхи кун Николай Васильевичӑн ҫемйи пысӑк. Унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ вӑл: виҫӗ ачи, ҫичӗ мӑнукӗ тата сакӑр кӗҫӗн мӑнукӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе те чысланӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнче ҫуралнӑ Анна Кириллова 103 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ.

Вӑл ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ: малтан колхозра вай хунӑ, унтан вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, кайран Шупашкарти садикре заведующи пулнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.

Анна Григорьевна мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукӗпе, 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Кинемей 103 ҫулта та куҫлӑхсӑр вулать, чӑваш телекӑларӑмӗсене пӑхма юратать, пӳртре хуллен кӑштӑртатса ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28349
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта кинемее машина вилмеллех таптаса кайнӑ. Ку инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет те 35 минутра Винокуров урамӗнчи пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «ГАЗель» руль умӗнче ларнӑ 28 ҫулти арҫын каялла чакнӑ чухне 1943 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл, шел те, йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл каялла чакиччен унта никам та ҫуккине курса ӗненнӗ. Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Хулари 1-мӗш клиника тухтӑрӗсем 88 ҫулти кинемейӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн 5 сантиметр тӑршшӗ шыҫӑ пулнӑ, ӑна касса кӑларнӑ.

Ватӑ хӗрарӑм хырӑм тӗлӗнче ыратнине каланӑ. Ку ӑна ҫур ҫула яхӑн канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Шурӑ халатлисем малоинвазивлӑ операци – лапароскопи — тума йышӑннӑ. Пӗчӗк шӑтӑксем урлӑ шыҫҫа йӑлтах тӗп тунӑ, ӑна тӗпчеме янӑ. Шыҫӑ усал пулманни паллӑ.

Хӗрарӑм сывалнӑ ӗнтӗ, кӗҫех ӑна киле кӑларӗҫ. Клиникӑн гинекологи уйрӑмӗн заведующийӗ Ирина Едифанова каланӑ тӑрӑх, унӑн практикинче кун пек ватӑ пациент пӗрремӗш хут пулнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Сайтра Шупашкарта пурӑнакан Идрис Мингазов 100 ҫул тултарни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Республикӑри тепӗр ҫын паян пӗр ӗмӗре парӑнтарнине паллӑ тунӑ.

Вӑл — Минигель Якупова. Минигель Абдулкадировна Патӑрьел округӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пурӑнать. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен – ачалӑх ҫулӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе пӗр килнӗ. 14 ҫулта чухне унӑн окоп чавма тивнӗ. Кайран вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Йывӑрлӑхсем ӑна хуҫман. Пачах тепӗр май, кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ.

Качча кайсан вӑл мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Минигель Абдулкадировна пысӑк ҫемйипе савӑнать: унӑн 12 мӑнук, 24 кӗҫӗн мӑнук, вӗсен 4 ачи. Паянхи кун кинемей кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18101
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи чи ватӑ ҫын ҫак кунсенче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Сӑмах — Аслӑ Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Ефросения Мясикова пирки. Нушине нумай курнӑ вӑл, ачалӑх ир вӗҫленнӗ: 4-мӗш класс хыҫҫӑн ҫемйине пулӑшас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан пиччӗшӗсене пурне те фронта илсе кайнӑ, вӑл вара аппӑшӗ-йӑмӑкӗпе пӗрле Улатӑр патӗнче окоп чавнӑ. Кайран Ефросения Максимовна вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, Орехово-Зуевӑра торф кӑларнӑ, Свердловскри предприятире вӑй хунӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен тӑван ялне таврӑннӑ, 1949 ҫулта качча кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун та Ефросения Максимовна алӑ усса лармасть, кӑштӑртатса ҫӳрет, кил-тӗрӗшре пулӑшма тӑрӑшать, ҫивӗч ӑс-тӑнпах калаҫать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_270869
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Анатолий Елизаров 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анатолий Афанасьевич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи бомбӑсене разминировка тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Ҫар-Тинӗс флотӗнче 4 ҫул службӑра тӑнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех Ленин ячӗллӗ тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ вӑл: водитель пулнӑ, бригадӑна ертсе пынӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ — 13 ҫулта чухнех колхозра тӑрӑшма тытӑннӑ.

Анатолий Афанасьевич мӑшӑрӗпе Варвара Сергеевнӑпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, мӑнукӗсемпе савӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18037
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Хайрикемель Салихова 101 ҫул тултарнӑ.

Хайрикемель Фасхетдиновна ҫак ялтах пурӑнать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Улатӑр ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ, вӑрман хатӗрленӗ, ҫулсем тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Унтан киле икӗ ҫултан тин таврӑннӑ, кайран качча кайнӑ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Гвардеец» колхозра ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 2 хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Хайрикемель Фасхетдиновна ҫамрӑк чухне тӗрлеме, ҫыхма юратнӑ. Вӑл ҫыхнӑ япалсене кӳршӗ ял хӗрӗсем те тӑхӑнса ҫӳренӗ.

Кинемей вӑрӑм пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗпе пайланнӑ: ҫывӑх ҫынсене юратмалла, кашни куншӑн савӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28011
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Алексей Афанасьев 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни.

Алексей Афанасьевич Шупашкар районӗнчи Йӑлӑмкасра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ чухне аманнӑ, урасӑр юлнӑ. Ун чухне 19 ҫулти каччӑ кӑна пулнӑ вӑл. Ҫапах хуҫӑлса ӳкмен. Ҫарти паттӑрлӑхшӑн ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Жуков медалӗпе чысланӑ.

Тӑван ялне таврӑнсан Алексей Афанасьевич ентешӗсене яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ, тимӗрпе питӗ ӑста ӗҫленӗ: кирек мӗнле япалана та юсама пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_27972
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан хисеплӗ мӑшӑр пархатарлӑ туя паллӑ тунӑ. Василий Михайловичпа Антонина Павловна сахал мар пӗрле пурӑнаҫҫӗ – вӗсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ.

Тюгашкинсен туслӑхӗ совхозра пуҫланнӑ. Василий унта лашасем пӑхнӑ. Антонина вара вӗренӳ хыҫҫӑн направленипе унта ӗҫлеме килнӗ. Ҫапла пӗр-пӗрне курса туслашнӑ вӗсем. Нумай туслӑ ҫӳремен – ҫулталӑкран ҫемье ҫавӑрнӑ.

Кайран вӗсене Алтай крайне ҫерем ҫӗтме янӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Тюгашкинсем ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Тюгашкинсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсем 5 мӑнукпа, 9 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ