Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра 6129 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Авӑнӑн 23-мӗшӗнчи чи нумай ҫемье чӑмӑртаннӑ - ун чухне 93 мӑшӑр пӗрлешнӗ.
Хӗрсенчен ытларахӑшӗ 23 ҫулта качча кайнӑ. Чылай каччӑ 25-ре ҫемье ҫавӑрнӑ.
Пӗлтӗр чи ватӑ мӑшӑр 90-ран иртнӗ ҫынсем пулнӑ. Арҫын - 95-ре, хӗрарӑм 94 ҫулта пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елизавета Мерескина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Халӗ вӑл Березовка ялӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать.
Елизавета Сергеевна хӑйӗн пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. Анчах вӗсем ӑна ҫапса хуҫман, пачах тепӗр май - вӑйлӑрах пулма пулӑшнӑ.
Кинемее юбилейпе халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ Надежда Храмова тата унти ӗҫченсем саламланӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Паҫпак ялӗнче пурӑнакан кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ кӑрлапчӑн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Ватӑ ҫынна вырӑнти тӳре-шара «Контактра» страницӑра саламланӑ.
«Хисеплӗ Нина Григорьевна, сире 100 ҫулхипе чунтан саламлатпӑр. Эсир Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе ирттернӗ, ҫӗршыва аталантарма хӑвӑр тӳпӗре хывнӑ. Эсир ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑратӑр», — тесе каланӑ постра.
Юбилярӑн хушаматне, шел те, кӑтартман.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман.
Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ.
Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ.
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Александра Пайзерова 100 ҫул тултарнӑ. Тыл ӗҫченӗ патне РФ Президентӗнчен саламлӑ открытка ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех кинемее саламлама килекенсем шурӑ кӗлчечек ҫыххи тыттарнӑ.
Александра Пайзерова Шупашкар районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 8 класс хыҫҫӑн медицина колледжӗнче тата суту-илӳпе экономика техникумӗнче вӗреннӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленӗ, окоп чавнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл суту-илӳ тытӑмӗнче, бухгалтерта ӗҫленӗ. Александра Пайзерова пӗтӗмпе 40 ытла ҫул вӑй хунӑ. Вӑл 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ӑна виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Клавдия Ижетникова раштавӑн 29-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара кӑна мар, Хӗл мучипе Юр пике те ҫитнӗ.
Унӑн ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тапхӑрне лекнӗ. Клавдия Гавриловна вулама юратнӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Курссене пӗтерсен вӑл кӗҫӗн классене вӗрентме тытӑннӑ. 1942 ҫулта вара хӑйӗн ирӗкӗпе вӑрҫа кайнӑ, стрелоксен дивизийӗн автомат ротине лекнӗ. Амансан киле кӑкӑрӗ тӗлӗнче виҫӗ ванчӑкпа таврӑннӑ.
Халӗ Клавдия Гаариловнӑн 7 мӑнук, 11 кӗҫӗн мӑнук пур.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар муниципаллӑ округӗнче полицейскисем ҫул ҫинче тӑракан кинемее асӑрханӑ. Вӑл нимӗн те ӑнланманнине, ҫухалса кайнине сиснӗ вӗсем.
Виталий Синельков тата Андрей Кртин инспекторсем чарӑннӑ та ватӑ ҫынна машинӑна лартнӑ. 93 ҫулти кинемей хӑй ӑҫта пурӑннине аран аса илнӗ. Вӑл ӑс-тӑн хавшанипе аптӑрать-мӗн.
Инспекторсем ӑна киле, Шупашкар хулине, илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӑшӑрханма та пуҫланӑ иккен, полицие пӗлтерме хатӗрленнӗ. Вӗсем полицейскисене тав тунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Александра Пайзерова паян 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляра республикӑ ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ.
Александра Ивановна Шупашкар районӗнич Чулкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Медицина тата суту-илӳпе экономика техникумӗсенче вӗреннӗ. Шупашкарти лавккасенче сутуҫӑра тата бухгалтерта ӗҫленӗ.
Паян кинемей хӗрӗпе пӗрле пурӑнать.
Республикӑри социаллӑ адаптаци центрӗнче вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ килсӗр-ҫуртсӑр виҫӗ арҫынна интернат-ҫурта вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, килсӗррисене ҫынсем час-часах асӑрхаҫҫӗ, анчах пӑрӑнса иртсе каяҫҫӗ. Ҫынсем урама епле майпа лекни, вӗсене пулӑшу кирлӗ марри пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Килсӗр-ҫуртсӑррисем хушшинче ӗҫлеме пултарайман ватӑсем те пур. Вӗсем ҫынран пулӑшу ыйтма вӑтанаҫҫӗ-именеҫҫӗ.
Маларах каланӑ виҫӗ ҫынна Шӑмӑршӑри социаллӑ пулӑшу центрне вынаҫтарнӑ. Унта вӗсем ҫын ретлӗ, хӑтлӑ та тирпейлӗ ҫуртра пурӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулта ачасем кӑна мар, ваттисем те асамлӑх кӗтеҫҫӗ. ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене уяв хаваслӑхӗ парнелес тесе акци пуҫарнӑ.
Улатӑрти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Хӗл мучипе Юр пикерен парнесене тивӗҫеҫҫӗ. Ӗнер асамҫӑсем Улатӑрти Агния Васильевна патне ҫитнӗ. Кинемей Хӗл мучипе Юр пике килнӗшӗн питӗ савӑннӑ.
«Кун пек парне кӗтменччӗ. Хама ача пекех туятӑп. Саламланӑшӑн тата канфетсемшӗн пысӑк тав!» - тенӗ Агния Васильевна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |