Ӗнерпе паян «Сбербанк» банкомачӗсем патӗнче ҫын кӗпӗрленнине курма пулать. Мӗн пулнӑ? Малтанах нимӗн те ӑнланма ҫук. Пурте тӗнчери лару-тӑрӑва пула банкомат укҫа пама пӑрахать тесе шухӑшланӑ-мӗн.
Сас-хура кӑна иккен. Чӑннипе, паян банкомат умӗнче кӑна мар, банкра та ҫын хӗвӗшнине курма тӳр килчӗ. Ҫынсем «Сыхланакана Турӑ сыхлать» тенӗ пулмалла та банкоматсем патне чупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр банкоматсем патӗнче черет тӑрсах укҫа илнӗ тет.
Надежда Кузьминан юлташӗ банкра ӗҫлет ав. Лешӗ ӑна ӗҫтешӗсем банк картточкинчи укҫана илнине пӗлтернӗ. Тӗнчери финанс лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑран блокировка тума пултарӗҫ имӗш. Ҫапла вӑл та хӑйӗн укҫине кайса илнӗ — килте упрама лӑпкӑрах.
Анчах «Сбербанк» пӗлтернӗ тӑрӑх, «блокировка» пирки — суя. Ҫынсем банкоматсенчен укҫа нумай илнӗрен унта купюрӑсем пӗтнӗ. Паянтан пуҫласа хушма офиссем нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫакна ҫынсем корточка ҫинчи укҫана паспортпа илме пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать.
Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ.
Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента.
Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Хӑйсен прависене хӳтӗлеме ыйтса ҫынсен хӑш чухне прокуратурӑнах ҫитме тивет. Ун пек тӗслӗхсене Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов нумай илсе кӑтартма пултарать. Хӑш-пӗр ӗҫре коррупци сӗмӗ палӑрмасть пулин те саккуна пӑсни куҫкӗрет. Акӑ ун пеккисенчен пӗри.
Ку ӗҫ Элӗк районӗнче пулнӑ. Унти прокуратурӑна 76 ҫулти хӗрарӑм вӑл 1985 ҫулта хӗрӗн ячӗпе перекет кассинче уҫнӑ укҫана банк тавӑрса парасшӑн маррине евитленӗ. 1991 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен хунӑ укҫашӑн компенсаци тӳлемелли пирки 2009 ҫулта ҫӗршывӑн правительстви йышӑну кӑларнӑ-ха. Компенсацие 1946–1991 ҫулсенче ҫуралнисене памалла. Хӗрӗн ячӗпе уҫнӑ вкладшӑн пенсионерка та компенсаци илес тенӗ. Анчах банкра хирӗҫленӗ. Сӑлтавне кинемейӗн хӗрӗ Литвара пурӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем приходной касса ордерӗсене пӗтернипе те сӑлтавлама пӑхнӑ. Кинемей правине хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ, суд кинемее майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Ун пек саккун проектне Раҫҫйӗн Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ ӗнтӗ. Федераци Совечӗпе ҫӗршыв Президенчӗ ырласан ҫынсем хӑйсен ӗҫ укҫине хӑш банк урлӑ тӑрассине кӗҫех хӑйсем татса пыма тытӑнӗҫ.
Епле банкпа ӗҫлессине эпир тӑрӑшакан предприяти-организаци пирӗн вырӑна халӗ хӑй татса парать. Капла лару-тӑрӑва хӑшӗсем «ӗҫ укҫин чуралӑхӗ» тесе те калаҫҫӗ.
Саккуна улшӑну кӗртсе пӗтерсен асӑннӑ хут конкуреци ҫинчен калакан саккунпа ҫураҫса тӑрӗ.
Саккуна йышӑнсан банка ҫын хӑй суйлӗ. Ун валли счет уҫмалла та банк ревизичӗсене ӗҫе пырса памалла, банка ылмаштарса ыйтса заявлени ҫырмалла. Ҫулталӑкра темиҫе ылмаштарсан та, ӑнланнӑ тӑрӑх, тем мар. Чи кирли — ӗҫ укҫи куҫариччен пилӗк кун маларах заявлени ҫырса ӗлкӗрмелле.
Тӗп банк виҫӗ кредит учрежденине ӗҫлеме чарнӑ. Ку списока хальхинче Калмӑкри «Кредитбанк» коммерци банкӗ, «Пурпе» акционерсен уҫӑ обществи, тата Мускаври «Ютикпэй» лекнӗ.
«Кредитбанк» пирки каласан, асӑннӑ кредит учрежденийӗ федераци саккунӗсене пӑхӑнман. Унсӑр пуҫне вӑл шанчӑксӑр операцисем тунӑ пулать. Шанчӑксӑр операци тесе Тӗп банк укҫана чикӗ леш енне пысӑк суммӑпа куҫарнине кӗртеҫҫӗ.
«Пурпе» лицензисӗр юлнин сӑлтавӗ те банк ӗҫ-хӗлӗ пирки калакан федераци саккунӗсене пӑхӑнманни. «Пурпе» банкӑн Шалти тӗрӗслевӗн правили Раҫҫей банкӗннипе килӗшсе тӑманнине те асӑрханӑ. «Ютикпэй» ятлӑ те маларах сӑннисем евӗртерех кӑлтӑксемпе ӗҫленӗ.
«Кредитбанк» тата «Прупе» вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май, асӑннӑ организацисене укҫа хунисене «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Раҫҫейри анлӑ сарӑлнӑ банксенчен пӗри нумаях пулмасть «Амур тигрӗ» тӳлев картти кӑларма тытӑннӑ. Ку проекта кредит учрежденийӗ «Амур тигрӗ» центр» автономлӑ коммерцилле мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ.
Вӑл карттӑпа тӳлесен банк суммӑн 0,7 процентне ҫак пысӑк кушаксене хӳтӗлеме уйӑрӗ. Вӑл чӗрчунсем, аса илтеретпӗр, кӗҫ-вӗҫ ҫухалма пултарас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ.
Карттӑна халӑхра анлӑ сарас тесе банк ҫулталӑк хушши ӑна тӳлевсӗр тытса тӑма шантарать, хитре дизайнпа илӗртет, ун урлӑ карас телефонӗшӗн, Тӗнче тетелне тухнишӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн тата ытти тӑкакшӑн татӑлма пулать. Карттӑсене Visa Classic е MasterCard Standard категориллӗ кӑларттарма май туса панӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче чӑвашри организацисен пӗтӗмӗшле финанс кӑтартӑвӗ 1,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл тупӑш. Тӑкаклӑ предприятисен хисепӗ 3,3 процент нумайланса 33,2 процента ҫитнӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 369 организаци 6,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ, 183 организаци вара 4,4 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫав шута пӗчӗк предприятисем, банксем, хысна тата страхлакан учрежденисем кӗмеҫҫӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе суту-илӳ предприятийӗсем, коммуналлӑ ресурс организацийӗсем пуринчен ытла тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Ваккӑн тата пӗчӗккӗн сутакансем тата автотранспортпа йӑлари япалана юсакансем чылай чухне тупӑш курайман-мӗн.
Анчах кредит учрежденийӗ мар. Сӑмахӑм — Федерацин суд приставӗсен республикӑри управленийӗн сервисӗ пирки. «Пурнӑҫлакан производствӑсен даннӑйӗсен банкӗ» ятлӑскер пулӑшнипе хӑть уйрӑм ҫынсем, хӑть предприяти-организацисем хӑйсен парӑм пуррипе ҫуккине пӗлейӗҫ. Халӗ вара маларах асӑннӑ управлени ку сервиса хӑтлама республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен территорири органӗсен кадр службисенче тата Шупашкар хулин муницпалитечӗсенче тӑрӑшакансене хӑтлава чӗннӗ.
«Пурнӑҫлакан производствӑсен даннӑйӗсен банкӗ» сервисра суд тата ытти органсем кӑларакан йышӑнусем пирки информацие пухаҫҫӗ. Никам умӗнче те парӑмлӑ маррине е мӗн чухлӗ парӑмлине пӗлес тесен http://r21.fssprus.ru каҫӑпа кӗме чӗнеҫҫӗ. Унта парӑма тӳлемелли квитанцие те пичетлеме пулать. Парӑмпа тӗрлӗ тӳлев тытӑмӗ урлӑ тӳрех татӑлма та май пур.
Ҫӗршывӑн тӗп банкӗ ҫаврӑнӑша ҫӗнӗ йышши тенкӗлӗх укҫа кӑларать. Вӑл епле пулассине иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫирӗплетнӗччӗ. Эмисси программипе килӗшӳллӗн 1 тенкӗлӗх укҫана 100 миллион штук хатӗрленӗ.
Халӗ усӑ куракан 1 тенкӗпе танлаштарсан дизайн енчен ылмаштарнин уйрӑмлӑхӗ — «решкӑна» улӑштарнинче. Ҫӗннинче «1» тесе цифрӑпа ҫырса хуни вырӑнне «Р» саспалли вырнаҫтарнӑ. «Ӑмӑрткайӑка» ҫаплипех хӑварнӑ — улӑштарса аппаланман. Вӑл малтанхиллех икӗ пуҫлӑ. «Раҫҫей банкӗ» тесе ҫырнине те тата тата ыттине те хӑварнӑ.
Коллекционерсем валли «пруф» тата «анциркулейтед» пахалӑхлӑ кӗмӗл укҫа та кӑларнӑ. «Пруф» текеннине — 500 штук, «анциркулейтеда» — 1 пин штук.
Пӗр тенкӗ символне усӑ курассине Тӗп банк ӳлӗмрен анлӑлатса пырасшӑн. Ӑна ҫӗнӗ банкнотсен шыв паллисем ҫине вырнаҫтарасшӑн.
«Укҫа чул кастарать», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, хаклӑ ҫак хутсӑр пурӑнма йывӑртарах ҫав. Пӗрисем ӑна тар кӑларса ӗҫлесе илеҫҫӗ, теприсем пуймалли ҫӑмӑл меслет шыраҫҫӗ.
Шупашкарта шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах ҫӑмӑл мелпе кам пуйма шухӑшланӑ-ха? Йӗрке хуралҫисен ыйтӑва уҫӑмлатма тивет.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ супермаркетра кассир 5 пин тенкӗлӗх суя укҫана тупса палӑртнӑ. 5 пинлӗх укҫапа таваршӑн Чулхула облаҫӗнчи хӗр тӳленӗ. 21 ҫултискер полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл упӑшкипе пӗрле какайпа суту-илӳ тӑвать. Ҫак хут укҫа — вӗсен усламӗн пӗр пайӗ-мӗн. Ку тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
Тепӗр тӗслӗх те Шупашкарта пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче каллех 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тупса палӑртнӑ. Хальхинче — хулари пӗр банкра. Укҫа банка Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑмран лекнӗ. Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперативникӗсем хӗрарӑмран ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене укҫана лавккара тыттарнине ӗнентернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.