Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Мускаври Кремльти «Оружейная палата» (чӑв. Хӗҫ-пӑшал палати) музейне халалланӑ кӗмӗл укҫа тухнӑ.
Ҫӗнӗ укҫа номиналӗ — 3 тата 25 тенкӗлӗххисем. Виҫӗ тенкӗлӗххин тӳнтер енне Мономах калпакне ӳкерсе хунӑ. Ӑна виҫӗ пин штук хатӗрлеме палӑртнӑ. 25 тенкӗлли ҫине Иванпа Петр Алексеевич патшасен иккӗллӗ тронне ӳкернӗ. Кун пеккине 1 пин штук кӑларӗҫ.
Омска йӗркеленӗренпе 300 ҫул ҫитнине халалланӑ укҫа вара 3 тенкӗлӗх пулӗ.
Раҫҫей Банкӗ «Вырӑс авиацийӗн кун-ҫулӗ» 1 тенкӗлӗх укҫа кӑларассине те пӗлтернӗ. Петергоф керменне 25 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа ҫинче сӑнлӗҫ. Вӑл «Раҫҫейӗн архитектура палӑкӗсем» ярӑмпа тухать.
Нотариуссене халалланӑ укҫа та пулӗ. Ӑна ку тытӑма йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Питӗрти ХХ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ те укҫа ҫине ҫырӑнса юлӗ.