ЧР Наци вулавӑшӗн «Мерчен» залӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Наци музыкин, поэзийӗн тата ӳнерӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗн страницисем тӑрӑх» ятлӑ хӑтлав иртнӗ.
Республика шайӗнчи иртекен ҫак фестиваль — Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче час-часах иртекен проект. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ӳнер шкулӗсем, тӗп хулари Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи хутшӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта фестивальте чӑваш чӗлхипе тата литературипе инҫет мелӗпе иртнӗ конкурса хутшӑннисене, унӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пӗлтӗртенпе «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Ун патне халӗ чӑваш музыка литературипе инҫет мелӗпе ирттерекен олимпиада тата ҫамрӑк музыковедсен республика конкурсӗ кӗрет.
Мероприяти Чӑваш Республикин гимнӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн вӗрентекенӗ О.Н.Рузавина юрланӑ. Ҫав шкул вӗренекенӗсем сцена ҫинче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем юрӑҫсен пултарулӑхӗпе киленнӗ май экран ҫинчи слайда пӑхнӑ: чӑваш ӑрӑхӗнчи пейзажсем культура деятелӗсен портречӗсемпе, чӑваш ӳнерҫисен картинисемпе ылмашӑннӑ.
Ҫуркунне ҫитнӗ май кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем валли йӑва шыраҫҫӗ. Ҫунатлӑ тусӑмсене эпир те пулӑшаятпӑр-ҫке. Ачасем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗллесем хатӗрлеме пултараҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ «Кашни кайӑка — ҫурт» экологи акцийӗ йӗркеленӗ. Ӑна кайӑксене ҫурт тупма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ара, ҫунатлӑ тусӑмсене йӑва тупса чӗпӗсем кӑларма ҫӑмӑл мар-ҫке. Акци пуш уйӑхӗн 11–26-мӗшӗсенче пулӗ. Унта ҫемьесем, ушкӑнсем, уйрӑм ҫынсем, учрежденисемпе организацисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ. Конкурсҫӑсене асӑрхаттараҫҫӗ: вӗллесене йывӑҫене сиенлетмесӗр ҫакмалла.
Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать.
Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ.
Халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч. Ҫавӑнпа педагогсен халӑх юррисене, вӑййисене ачасене вӗрентме тӑрӑшмалла. Элӗксем ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те ӗнтӗ.
Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фольклор уйрӑмӗнче вӗренекенсем несӗлсен культурине ӑша хывма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен чунне те пуянлатать. Шӑпах ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнче «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ертӳҫи — А.М.Михайлова, концертмейстерӗ — С.П.Артемьев.
Ансамбль солистки Ольга Егорова республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссен, фестивальсен лауреачӗ, Раҫҫей шайӗнче пулнӑ конкурссен дипломанчӗ. Ансамбле 9 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑн тӗллевӗ — музыка тата ташӑ фольклорне вӗренесси, ӑна анлӑ сарасси.
«Сурӑм шевлисен» репертуарӗ тӗрлӗ жанрпа пуян. Вӗсем районта, республикӑра иртекен концертсене, мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, музыка тата ташӑ культурине хастар пропагандӑлаҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — ӗлӗкхи йӑласем, лирика юррисем, хаваслӑ ташӑсем, вӑйӑсем. «Сурӑм шевлисем» халӑх хореографине те вӗренеҫҫӗ.
Хастар педагогсем Улатӑрти ӳнер шкулӗнче сусӑр ачасене ӳстерекен ҫемьесем валли пулӑшу йӗркеленӗ. Чирку пулӑшнипе сенсор пӳлӗмне уҫнӑ. Вӑл ҫитес вӑхӑтра юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫӗ.
Улатӑрта сусӑр ачасемпе тухтӑрсем мар, вырӑнти музыка шкулӗн вӗрентекенӗсем заняти ирттереҫҫӗ. Кунта икӗ ҫула яхӑн ачасен социаллӑ адаптаци уйрӑмӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть хула администрацийӗ шкула юсамалли ҫурт уйӑрса панӑ.
— 2013 ҫулхи ҫулла ман пата икӗ амӑш пычӗ. «Пирӗн урӑх ниҫта кайма та ҫук. Пирӗн валли мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑр», — терӗҫ вӗсем, — каласа кӑтартнӑ Улатарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Надежда Тютина.
Улатӑр хулинче 200 яхӑн сусӑр ача. Кунта коррекци шкулӗ те, шкул умӗнхи ятарлӑ шкул та ҫук. Тухтар патне та 200 ҫухрӑм, Шупашкара, каймалла, мӗншӗн тесен вырӑнти пульницара ятарлӑ ӑстасем ҫук.
— Эпӗ шухӑшлама тытӑнтӑм, — малалла каланӑ Надежда Тютина, иккӗмӗш пӗлӗвӗпе психолог пулнӑ май. Ҫавна май вӑл сусӑр ачасем валли программа хатӗрленӗ: хӑш-пӗр информацие тетелте тупнӑ, спициалистсемпе калаҫнӑ. Ҫак программӑпа вӗрентме килӗшекен преподавательсем те тупӑннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри.
Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ.
2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ.
Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ.
Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла.
«Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр ҫемье хӑйсен тин ҫуралнӑ хӗрачине хӗллехи Олимп вӑййисене халалласа Олимпиада ят хунӑ.
Администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Краснова каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта хӗрачана кунашкал ят пани темиҫе ҫул пулман.
Олимпиада нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Владимирпа Валентина ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 18 ҫулти ывӑл Мефодий тата 7-ри Анжелика пур.
Олимпиада — хӗрарӑм ячӗ, грек челхинчен куҫарсан «пӗлӗте мухтакан, турӑсене мухтакан» тесе куҫать. Олимпиада ятлӑ пӗрремӗш паллӑ хӗрарӑм — Олимпиада Эпирская. Вӑл Александр Македонскин амӑшӗ. Хӗрарӑм ҫак ята упашкин, Филипп патшан, авалхи Олимп вӑййисенчи ҫӗнтерӗвне халалласа илнӗ.
Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчинче «Пӗчӗк Олимпиада» спорт уявӗ ирттернӗ. Шӑпӑрлансене Олимп вӑййисен историйӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Каласа кӑтартнипех ҫырлахман-ха — пӗчӗкскерсен уявӗ асра юлмалла пултӑр тесе тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вырӑнтисем хыпарланине ӗненсен пӗчӗкскерсем ҫавӑн хыҫҫӑнах Олимп вӑййипе кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ. Вӗсем Олимпиадӑра пулӑмсемпе хаваслансах паллашаҫҫӗ имӗш.
Ача-пӑча учрежденийӗн ертӳҫи Ирина Яшина вара ҫавӑн йышши мероприятисем ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнас туртӑмне вӑйлатнине палӑртса хӑварнӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиникинче пӑралуксӑр ӗҫлекен ультрасасӑллӑ диссектор килсе ҫитнӗ. Килсе ҫитнӗ кӑна мар-ха. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне унпа икӗ операци тума та ӗлкӗрнӗ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хирургинче унтан ирттерекен аппарат тӗнчере те ҫук. Пирӗн республикӑри пульницӑсенчен ӑна пуринчен малтан хута янӑ иккен. Ҫӗнӗ йышши хирурги приборӗ шалти органсен тӗртӗмне асӑрханса уйӑрма май парать. Ультрасасӑ вара тӗртӗмсене массаж та тӑвать, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |