Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Янашкасси

Пӑтӑрмахсем

Хальхи вӑхӑтра ял-хулара ача-пӑча мотоциклпа вӗҫтерсе ҫӳренине час-часах курма пулать. Ӗнер Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 12 ҫулхи ача питбайкпа пынӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл 15 ҫулти пассажира та лартнӑ.

Урапа ҫулӗпе пынӑ чухне яш руле айккинелле пӑрса янӑ та мотоцикл ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Инкекре яшсем аманнӑ, ҫамрӑк водитель вара пульницӑра, травматологи уйрӑмӗнче, сипленӗ.

Питбайк хуҫи — 12-ри ачан ашшӗ-мӗн. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ывӑлӗ мотоцикла хӑй тӗллӗн, ашшӗнчен ыйтмасӑр чӗртсе тухнӑ имӗш.

 

Ял пурнӑҫӗ
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян ирхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янашкассинче шыв башни ӳкнӗ. Икӗ урам шывсӑр тӑрса юлнӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем валли шыв илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак урамсенче пурӑнакансем урӑх колонкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Вырӑнти влаҫ башньӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах юсасшӑн. Ӗҫ-пуҫа прокуратура тӗрӗслесе тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ.

Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ.

 

Ҫухалнӑ ҫынна водолазсем те шыранӑ
Ҫухалнӑ ҫынна водолазсем те шыранӑ

21 ҫулхи ҫав каччӑ килтен ҫӗртмен 7-мӗшӗнче «Дэу Нексия» автомашинӑпа тухса кайнӑ. Унпа ырӑ маррине сиссе тӑванӗсем тепӗр кунне чан ҫапма тытӑннӑ. Ҫамрӑка полици те ҫине тӑрсах шыранӑ-мӗн. Волонтерсем те кӑмӑлтан пулӑшнӑ — вӗсенчен пӗри шырав вырӑнне вертолетпах пӑхса ҫаврӑннӑ. Каччӑна, тӗрӗсрех, унӑн машинине ҫӗртмен 21-мӗшӗнче тупнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Янашкасси патӗнчи пӗвене путнӑ иккен. Ятарлӑ техникӑпа автомобиле шывран туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫухалнӑ ҫамрӑкӑн виллине те асӑрханӑ.

Экспертсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш асӑрхаман. Апла тӑк ӑна вӗлернӗ теме ҫук. Ҫапах та халӗ ку тӗслӗхпе пакунлисем ӗҫлеҫҫӗ-мӗн.

ШӖМӗн пресс-служби ҫак кунсенче республикӑра «Шырав» акци иртнине хыпарлать. Ҫу уйӑхӗн 19–21-мӗшӗсенче 39 хурахпа сас-хурасӑр ҫухалнӑ 45 ҫынна шыраса тупнӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1063474/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 11

1903
123
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ