Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ.
«Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ.
Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн.
Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивеҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Раҫҫей 24» федераци каналӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫипе Олег Николаевпа Вера Красова журналист тӗл пулса калаҫнӑ. Олег Николаев Чӑваш Республикин ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чух мӗне тӗпе хуни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫура ҫавӑн пекех ялсенчи тата хуласенчи демографи лару-тӑрӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Интервью хӑҫан эфира тухассине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта асӑнманччӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пыракан планеркӑра Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв пирки калаҫнӑ. Унта хутшӑнакансем пулӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменне тата «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексне уяв тӗлне юсаса ҫӗнетмелле.
Олег Николаев кун валли укҫа тупмаллине, тӗп хуламӑрти ҫак паллӑ вырӑнсене илем кӗртмеллине палӑртнӑ.
П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне 1965 ҫулта хута янӑ. Ӑна халӗ юсаса ҫӗнетмелле. Ун ҫывӑхӗнчи асӑну комплексне унпа пӗрлех хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмне халӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Малашне вӑл партин председателӗ пулмӗ, ку тивӗҫе урӑх ҫынна парӗҫ. Ҫакна парти ирттернӗ конференцире йышӑннӑ.
Малашне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партин Чӑваш Енри уйрӑмне Олег Моляков ертсе пырӗ. Вӑл - регионти уйрӑмӑн Канаш Бюровӗн секретарӗ. Нумаях пулмасть Олег Николаев вырӑнне РФ Патшалӑх Думинче депутат пуканне йышӑннӑ.
Олег Николаев хӑй партирен каймасть.
Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ.
Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ сервисра чӑваш чӗлхин куҫаруҫи ӗҫлесе кайрӗ. Ҫакӑнта Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗн Николай Плотниковӑн тӳпи пысӑк. Куҫаруҫӑна сервиса кӗртесси Чӑваш чӗлхин ик чӗлхеллӗ корпусне йӗркеленинчен пуҫланнӑ. Николай Плотников тата ӑна пулӑшакан энтузиастсем ҫине тӑни харама кайман.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртнине пысӑка хурса хакланӑ. Тав сӑмахне вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.
Тав сӑмахне вуланисенчен пӗри, Л. Пэленич, «Чӗлхемӗр куҫҫулӗ ахалех юхмарӗ курӑнать», — тесе ҫырнӑ. «Н. Плотников алтӑрӗ-ҫӑлтӑрӗ ку веҫех!», — палӑртнӑ вӑл. Оля Антонова чӑваш чӗлхине тӑлмача кӗртесшӗн тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ темиҫе ҫынна тав тумалла тата пулӑшмалла тесе шухӑшлать.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев регионти Общество палатин элчисемпе тӗл пулнӑ. Олег Алексеевич ҫӗнӗ орган – Социаллӑ проектсен центрне - йӗркелеме сӗннӗ.
Ҫӗнӗ центр республикӑри Общество палати ҫумӗнче пулӗ, хастар ҫынсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлӗ.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Социаллӑ проектсен центрӗн республика ертӳлӗхӗпе тата правительствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле, муниципалитетсене те явӑҫтармалла.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра технопарксем татах уҫасшӑн. Промышленность технопаркӗсене сарас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫейӗн Кластерсемпе технопарксен ассоциацийӗн ертӳҫипе Андрей Шпиленкопа сӳтсе явнӑ.
Енсем шухӑшланӑ тӑрӑх, технопарксене промышленность предприятийӗсенче йӗркелеме май пур. Тепӗр организацисенче пушӑ вырӑнсем пур. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курма пулать те. Ун пек предприятисене «Пӗчӗк тата вӑтам бизнес тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх пулӑшма пултарать. Укҫа-тенке тивӗҫес тесен конкурса хутшӑнмалла. Пӗр технопарк йӗркелеме 500 млн тенкӗ таран илме май пур.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтӗрхи IV кварталти пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне тишкернӗ.
Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 3,3% (е 309 тенкӗ) чакса 8976 тенкӗпе танлашмалла. Чӑвашстатӑн цифрисене тӗпе хурсан ҫавнашкал пулса тухма тивӗҫ.
Олег Николаев ку шухӑша хурласа калаҫнӑ. «Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – цифрӑсем кӑна мар. Ҫак кӑтартусем хыҫӗнче ҫынсем тӑраҫҫӗ. Инфляци ҫинчен калаҫатпӑр, магазинсенчи хаксем чӑнласах йӳнелмеҫҫӗ», — тӗлӗннине пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Ку ыйтӑва Олег Николаев йӗркеллӗ тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |