
Чӑваш Енре пурӑнакансем укҫа-тенке банкра тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул вкладсен виҫи унчченхинчен 19 процент ӳснӗ. Кашни ҫыннӑн банкра вӑтамран 343 пин тенкӗ упранать.
Укҫана банкра тытнин виҫипе Чӑваш Ен Раҫҫейре 37-мӗш вырӑн йышӑнать, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вара — тӑваттӑмӗш.
Банкра укҫа пухса пыракансен пысӑк пайӗ Мускавпа Питӗр хулисенче пурӑнать. Ингуш тата Чечня республикисенче ун пеккисем ытти регионпа танлаштарсан сахалтарах.

Пӗлтӗр республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсем теплицӑра 32 пин тонна пахча ҫимӗҫ тата салат туса илнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку планпа пӑхса хунинчен 10 процент нумайрах. Хӑяр – 19,5 тонна, помидор – 12,5 пин тонна, салат 0,054 пин тонна туса илнӗ.
Республикӑра помидор-хӑяр теплицӑра ытларах туса илекенсем ҫаксем: «Новочебоксарский» теплица комплексӗ тата «Ольдеевский» агрофирма. Иккӗшӗ те Шупашкар округӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансене хӑяр-помидорпа тивӗҫтереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хӑйсен продукцине 20 ытла региона ӑсатаҫҫӗ.
Пӗлтӗртенпе вара Етӗрне округӗнчи «Позитив» тулли мар яваплӑ общество салат ӳстерме пуҫланӑ.

Чӑваш Енрен Китая чӑх ури ӑсатни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Кӑҫалхи 10 уйӑхра унта 5 пин тонна чӑх ури янӑ.
Кунсӑр пуҫне Китая чӑх ҫунатти нумай ӑсатнӑ. Ку ҫӗршывра пурӑнакансем Чӑваш Енри кӑвакалпа кӑрккан ӳпки-пӗверне те кӑмӑллаҫҫӗ. Вӗсене те пирӗн патран Китая ӑсатаҫҫӗ.

«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторири кафене сутса яма шутланӑ.
Унӑн хакӗ – 15 750 000 тенкӗ. «Уралочка» кафе 339.1 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Вӑл Йӑламра, Санатори урамӗнче вырнаҫнӑ.
«Чӑваш Ен» Йӑлӑмри Сосновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1977 ҫулта тума пуҫланӑ, 1984 ҫулта хута янӑ.

Ҫак кунсенче Шупашкартан 62 контейнер пӑрҫа, пӗтӗмпе 2 пине яхӑн тонна, Горький чукун ҫулӗпе Китая кайма тухнӑ. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Унччен Чӑваш Енрен Китая пӑрҫа ӑсатман.
Пуйӑса вырӑнти производительсем туса илнӗ пӑрҫана тиенӗ. Вӑл Китая Казахстанӑн тухӑҫ пайӗ урлӑ кайӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче республикӑна Китайран пуйӑс килнӗ. Ун чухне пирӗн пата промышленноҫ япаласине кӳрсе килнӗ.

Иркутскра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ пассажирсене турттармалли иккӗмӗш самолёт пуҫласа сывлӑша ҫӗкленнӗ.
«МС-21» лайнер бортӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсене тата «ПД-14» двигательсене тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Самолёт 1 сехете яхӑн вӗҫнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тытӑмсем ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫленӗ.

Чӑваш ЕНре пурӑнакан ҫынсен аллинче вӑтамран банк карттисем виҫшер.
Кӑҫалхи утӑ уйхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫыннисем валли 4,3 миллион тенкӗ банк картти кӑларнӑ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран — виҫшер карттӑ.
Чӑваш Енре 952 банкомат тата 40 пин ытла POS‑терминал пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 489,5 миллиард тенкӗлӗх 319 миллион транзакци пулнӑ.

Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Китая ҫӑнӑх ӑсатма тытӑннӑ. Предприяти Россельхознадзорӑн ҫирӗп тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, ҫӑнӑха экспорт тума Китай влаҫӗсенчен ирӗк илнӗ.
Китая ӑсатма тытӑнни производство калӑпӑшне ӳстерме май парӗ. Ку, ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнче чӑваш продукцийӗн пысӑк пахалӑхне ҫирӗплетет.
Палӑртмалла: Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ Узбекистанпа экспорт йӗркеленӗ. Хальччен 70 тонна ҫӑнӑх ӑсатнӑ.

Шупашкарта вырнаҫнӑ «Агромаш» завод Китай лицензийӗпе трактор кӑларма пуҫлӗ.
Коммуналлӑ урамра вырнаҫнӑ асӑннӑ предприятире иртнӗ эрнере Олег Николаев Элтепер пулнӑ. Предприятин гендиректорӗ Алексей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, Китайра ял хуҫалӑх техникине туса кӑларакан производительпе пӗлтӗр килӗшӳ тунӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри завод «Агромаш-Lovol TD904» туса кӑларма пуҫласшӑн. Малтанласа машина комплекчӗсене пухасшӑн, кайран пӗтӗмпех кунта туса кӑларасшӑн.

Шупашкарта пуҫласа алӑк куравӗ иртӗ. Мероприяти икӗ куна пырӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17–18-мӗшӗсенче пулӗ.
Курав-форума пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Унта алӑк туса кӑларакансем, ҫав енӗпе тӑрӑшакан дизайнерсем пуҫтарӑнӗҫ.
«Двери России – 2025» (чӑв. Раҫҫей алӑкӗсем — 2025) форум-курав «Шупашкар-Аренӑра» иртӗ.
