Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пин тенке ҫывхарнӑ.
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ирхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусем шутӗнче экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Иван Моторин пӗлтерчӗ унта каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче уйӑхри вӑтам шалу 7,8 процент ӳснӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 29,2 пин тенке ҫитнӗ.
Промышленность предприятийӗсене илсен, производство калӑпӑшӗ «Трактор завочӗсем» концернра ӳснӗ. Унта тракторсем тата вакунсем туса кӑларасси нумайланнӑ. Электротехника предприятийӗсем те аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ пирки каласан, сӗт суса илесси 6 процент ӳснӗ, аш-какай туса илесси 3 процент чакнӑ.
«Чӑвашкредитпромбанка» панкрута юри кӑларма пултарнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кредит учрежденийӗн финанс тӑрӑмне тишкерекенсем. Банк лицензине туртса илнӗ вӑхӑтра кредит учрежденийӗн обязательстви унӑн активӗнчен 348 миллион тенкӗ пысӑкрах пулнӑ. Вӑхӑтлӑх администраци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, лицензие туртса иличчен банк активсене айккинелле юри яма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑмахран, уйрӑм ҫынсене панӑ кредит 218 миллион тенкӗлӗх таврӑнман. Е тата банк ертӳҫисемпе ҫывӑх ҫынсене пурлӑх сутса 29 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫавӑн йышши тӗслӗхсене тата самай илсе кӑтартма пулать.
Аса илтерер: «Чӑвашкредитпромбанка» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчи панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс управляющийӗ 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче отчет тӑвӗ.
Чӑвашавтотранс суту тӑвасси пирки виҫӗ пӗлтерӳ кӑларнӑ. Предприятин куҫман тата куҫакан пурлӑхне сутаҫҫӗ.
Канашри автотранспорт предприятине сутмалли малтанхи хака палӑртнӑ: 40,1 миллион тенкӗ. Хак кашни 10 кунра пӗчӗкленет. Юлашки хак – 22,9 миллион тенкӗ.
Улатӑрти автотранспорт предприятине 15,1 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Кашни 10 кунра хак пӗчӗкленсе 7,5 миллион тенке ҫитме пултарать.
Етӗрнери автотранспорт предприятине 9,2 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Юлашкинчен хак 6,4 миллион тенкӗ пулма пултарать.
Аса илтерер: Чӑвашавтотранс 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче панкрута тухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем Китай Халӑх Республикине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2,8 хут ытларах продукци ӑсатнӑ. Пӗр уйӑх ҫурӑра ҫак ют ҫӗршыва 1,1 миллион долларлӑх продукци илсе кайнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китая, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, аграгри продукцине 48 процент ытларах /3999 миллион долларлӑх/ ӑсатнӑ. Эппин, Китайра сарӑлнӑ коронавирус Раҫҫейри экспорта витӗм кӳмен.
Сӑмах май, «Юрма» агрохолдинг Китай Халӑх Республикине бройлерсен урине тата ытти продукцие ӑсатма палӑртнӑ.
2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах.
Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ.
Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре Аслӑ экономика канашӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. Хушӑва вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Сӑмахран ӗҫ патне: паян Аслӑ экономика канашне йӗркелесси ҫинчен калакан хушу алӑ пусрӑм. Аса илтеретӗп, унӑн тӗллевӗ — хисеплӗ экспертсемпе Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн стратегине хатӗрлемелле тата пурнӑҫа кӗртмелле. Кӗҫех канаш йышӗ паллӑ пулӗ тата унӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртӗ. Кайран ӗҫе пуҫӑнмалла тата тӑван республикӑра пурӑнакансен интересӗсене тӗпе хуракан результатсем пулмалла»
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 50 усламҫа бизнес-план тума пулӑшӗҫ. Куншӑн вара пӗр пус та тӳлемелле мар пулӗ.
Ку пулӑшӑва мӗнле тивӗҫмелле-ха? Чи малтанах ИП тумалла е юридици сапачӗ пек регистрациленмелле. Кайран электронлӑ почтӑпа заявка памалла.
Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планлани майсене хак пама, пулас тупӑша шутлама, йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма май парӗ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра технопарксем татах уҫасшӑн. Промышленность технопаркӗсене сарас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫейӗн Кластерсемпе технопарксен ассоциацийӗн ертӳҫипе Андрей Шпиленкопа сӳтсе явнӑ.
Енсем шухӑшланӑ тӑрӑх, технопарксене промышленность предприятийӗсенче йӗркелеме май пур. Тепӗр организацисенче пушӑ вырӑнсем пур. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курма пулать те. Ун пек предприятисене «Пӗчӗк тата вӑтам бизнес тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх пулӑшма пултарать. Укҫа-тенке тивӗҫес тесен конкурса хутшӑнмалла. Пӗр технопарк йӗркелеме 500 млн тенкӗ таран илме май пур.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтӗрхи IV кварталти пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне тишкернӗ.
Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ 3,3% (е 309 тенкӗ) чакса 8976 тенкӗпе танлашмалла. Чӑвашстатӑн цифрисене тӗпе хурсан ҫавнашкал пулса тухма тивӗҫ.
Олег Николаев ку шухӑша хурласа калаҫнӑ. «Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – цифрӑсем кӑна мар. Ҫак кӑтартусем хыҫӗнче ҫынсем тӑраҫҫӗ. Инфляци ҫинчен калаҫатпӑр, магазинсенчи хаксем чӑнласах йӳнелмеҫҫӗ», — тӗлӗннине пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Ку ыйтӑва Олег Николаев йӗркеллӗ тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |