Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
2ГИС текен хула справочникӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи чи анлӑ сарӑлнӑ 15 наци кухнисене палӑртнӑ.
Пуринчен ытла Европа кухни тӗл пулать иккен. Ӑна кафесемпе ресторансенчен 38 проценчӗ сӗннине асӑрханӑ. «Европа кухни» тени ресторан пӗр-пӗр ҫӗршывӑн е халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе специализацилеменнине пӗлтерет иккен-ха. Анлӑ сарӑлнисен шутне ҫавӑн пекех Кавказ, Тухӑҫ тата Вӑтаҫӗр тинӗс кухнисене кӗнӗ. Сӑмах май, вӗсенче те ытти апат-ҫимӗҫ те тӗл пулать.
Наци кухнисене кӑна илес тӗк, Шупашкарта паян вырӑссен тата яппунсен кухнисем ытларах сарӑлнӑ. Пӗрремӗш енӗпе мӗнпур заведенисен чӗрӗк пайӗ специализациленет, иккӗмӗш енӗпе — 14,3 проценчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн чӑваш наци кухни пырать. Ӑна хулари кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ сӗнет.
2ГИС аналитикӗсем Шупашкарти кафесемпе ресторансенчи вӑтам чек хакне те тишкернӗ. Паян вӑл 530 тенкӗпе танлашать иккен. Кунта салат, пӗрремӗш тата иккӗмӗш апатпа десерт кӗрет. Чи хаклӑ кухня — итальянсен. Вӗсенче вӑтамран 850 тенкӗпе апатланма пулать. Чи йӳнни — грузинсен. Унта 200 тенкӗпех апатланма май килет. Итальянсен кухни тӗп хулари наци кухнисен танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) улттӑмӗш вырӑн йышӑнать, грузинсен — вунвиҫҫӗмӗш.
Шупашкарти Мускав районӗнче урама тухса юрлама чӗнеҫҫӗ
Шупашкарти Мускав районӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкне халалласа ирттерекен черетлӗ мероприяти — «Картишӗнчи караоке». Ҫӗнӗ проекта пуҫласа утӑн 23-мӗшӗнче ирттернӗ. Мероприятие ун чух «Афанасьевский» территоринчи общество хӑй тытӑмлӑхӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Кӗвӗ янӑраса кайсан чи малтан унӑн ертӳҫи Валентина Матвеева хӑй кӑмӑллакан юрӑсене шӑрантарма тытӑннӑ. Ӑна кура ыттисем те юрласа янӑ. Юрлакасен сассине илтсе халӑх тавраран пухӑннӑ. Малтан вӗсем ача-пӑча юррине янӑратнӑ, кайран кӑткӑсрах репертуар ҫине куҫнӑ. Чи хастар юрӑҫсене парнепе хавхалантарнӑ.
Республикӑн тӗп хулин Мускав район администрацийӗнче кун пек мероприятисем ҫынсене пӗтӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫывӑх ҫывӑх вӑхӑтра «Картишӗнчи караоке» ытти микрорайона та ҫитӗ.
Сӑнсем (22)
Шупашкар хула администрацийӗ пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарас тӗллевпе чылай конкурс йӗркелет. Хальхинче мусӑкҫӑсем валли иртӗ. Вӑл «Эпӗ Шупашкара юрӑпа мӑнаҫлантаратӑп» ятлӑ.
Шупашкар пирки хывнӑ юрӑпа профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле жанрпа та усӑ курма юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫурлан 4-мӗшӗччен заявка ҫырмалла. Юрӑ сӑмахӗсем, фонограмма (пур пулсан) кирлӗ пулӗ.
Кун хыҫҫӑн суйлав тапхӑрӗ пуҫланать. Жюри чи лайӑххисене ҫак номинацисемпе уйӑрӗ: чи лайӑх юрӑҫ, чи лайӑх текстлӑ юрӑ, чи лайӑх кӗвӗллӗ юрӑ. Тӗп номинаци — Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкар хула кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗнче» хӑйсен юррисене шӑрантарма пултарӗҫ.
Кирек мӗнле инструментпа усӑ курма, ташӑҫӑсемпе, мусӑкҫӑсемпе, хорсемпе юрлама юрать. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом парӗҫ. Кашнинех хула пирки хывнӑ юрӑсен пуххине кӗме май пулӗ.
Заявкӑна тӗрлӗ мелпе яма пулать: электрон почтӑпа (pesnya-che-2014@mail.ru), ҫырупа (Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 409-мӗш пӳлӗм). Е ӗҫсене ҫак адреспа илсе килмелле: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, культура управленийӗ, 409-мӗш пӳлӗм.
Утӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗме ӗлкӗрнӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет. Аса илтеретпӗр, республикӑри физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем ҫынсене уйӑхсерен пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. Сывлӑхпа спорт кунӗ ирттерессине Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗччӗ. Маларах сывлӑх кунӗсене кварталта пӗрре ирттернӗччӗ.
Хальхинче те шӑматкун пурте спорт сооруженийӗсене кайма пултараҫҫӗ. Ҫав кун массӑллӑ спорт мероприятийӗсем ирттересси пирки те пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви.
Шупашкарта шӑматкун шыв чарнине пула ӑна утӑн 27-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗсем республикӑра ҫурлан 9-мӗшӗнче, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле.
Media Markt суту-илӳ сечӗ Раҫҫейри хуласене сиен кӳрекен каяшсене — батарейкӑсемпе аккумуляторсене — пуҫтарассине епле йӗркеленине тишкернӗ.
Шупашкар списокра Тольятти, Хусан, Краснодар хулисене чылай хыҫа хӑварнӑ. Тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 100000 ҫын пуҫне 21 килограмм батарейка пухнӑ. Пӗтӗмпе хулара ҫак каяша 100 килограмм пуҫтарнӑ.
Ҫур ҫул каялла Media Markt лавккасенче батарейкӑсене пӑрахмалли ятарлӑ контейнер лартнӑ. Унта кашниех пӗтнӗ батарейкӑсене пӑрахма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем 300000 ытла питани элеменчӗ килсе хунӑ.
Утӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑвӗ. Ҫак кун валли Калининградри тинӗс каналӗнче ятарласа Балти флочӗн карапӗсен парадне хатӗрлеме тытӑннӑ.
Ҫарпа тинӗс парадне флотӑн 9 карапӗ хутшӑнӗ. Вӗсем — «Настойчивый» миноносец, «Бойкий» корвет, «Королев» десантсен пысӑк карапӗ, «Калмыкия» карап, «Гейзер» пӗчӗк ракета карапӗ, «Алексей Лебедев» тральщик, «Кузнецк» ракета катерӗ, «Василий Татищев» ҫыхӑну карапӗ тата «Чебоксары» хурал карапӗ.
Унччен «Про-город» хаҫат «Чебоксары» карапа Чӑваш Енӗн тӗп хулине куҫарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑткӑс ӗҫ-мӗн.
— Карапӑн хӑй тӗллӗн Питӗре ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Шутланӑ тӑрӑх, 80 000 литр топливо кирлӗ пулать. «Чебоксары» карап 1 сехетре кӑна 3 тонна топливо пӗтерет, — тенӗ командир.
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха кӑҫалхи уявра халӑха?
Яланхи пекех хула урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче — ачасемпе аслисем валли 70 яхан тематика лапамӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал хулан ҫуралнӑ кунӗнче Лариса Долинӑпа Паскаль хӑйсен хичӗсемпе савӑнтарӗҫ.
Юратнӑ хитсене итленисӗр пуҫне хула лапамӗсенче клоунсене, фокусниксене, ташӑҫӑсене, цирк ӗҫченӗсене курма май пулӗ.
Хула кунӗ йӑлана кӗнӗ мероприятирен — ҫӑлтӑрпа иртекен ирхи хускануран — пуҫланӗ.
Ыран Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗн пайташӗсен пикечӗ иртмелле. Вӗсем «Байконур» текен микрорайонти пурӑнмалли ҫурта кӗрейменнишӗн пухӑнӗҫ.
Ҫынсене ҫурта пурӑнма кӗме хула администрацийӗ ӑна тӑвакан организаципе судлашни кансӗрлет иккен. Пикета 50 ҫын ытла тухмалла. Вӑл 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехетчен пымалла.
«Байконур» микрорайона тума 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ирӗк илнӗ иккен. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӑвакан компани Арбитраж судӗнче ҫурта хута яма ирӗк пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Хула администрацийӗ вара унта ҫурт тума ирӗк пулман тесе туса лартнӑ ҫурта пӑстарасшӑн-мӗн.
Чӑваш Ене Украинран тата виҫӗм кун тепӗр 15 ҫын хӑйсен ачисемпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем ӗҫ паракансем йыхравланипе килнӗ иккен. Иртнинче пӗр ушкӑн, 70 ытла ҫын, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килнӗччӗ. Ун чух вӗсем хушшинче туберкулезпа чирлӗ пӗр ҫын пулнине кура карантинла ӗҫсем туса ирттерме тивнӗ. Эрне хушшинче икӗ таркай Чулхула облаҫне тухса кайнӑ, пӗри — Казахстана. Вӗсене билет туянса панине республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене икӗ арҫын ҫемйисем патне тесе килнӗ иккен.
Утӑн 19-мӗшӗнче 21 ҫынтан тӑракан ушкӑн килсе ҫитнӗ. Вӗсене «Куротнӑй» хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерме, малтанхи ушкӑнпа танлаштарсан, ҫӑмӑлтарах тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫ паракансем чӗннипе килнӗ-мӗн.
Чӑн та, ӗҫпе тивӗҫтерекен республикӑри службӑна 20 ҫын ӗҫ шыраса пынӑ тесе асӑннӑ тытӑм ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ. Таркайсем валли 1,5 пин ӗҫ вырӑнӗ пур-мӗн, ҫав шутран 651 тӗслӗхре вӗсене ҫурт-йӗрпе те тивӗҫтереҫҫӗ иккен.
Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳрекенсем Шупашкарти 324-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 21-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ Шупашкарти халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.