Ку эрнере, чӳк уйӑхӗн 20-13-мӗшӗсенче, Пензӑра спорт гимнастики енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Ен команди те хутшӑннӑ. Пирӗннисем Мускавсене парӑнтараймасӑр иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ӑмӑртура 39 команда тупӑшнӑ. Анастасия Унжакова, Дарья Белоусова, Анастасия Яковлева, Елена Герасимова, Каролина Шелленберг Олимп резервӗсен ятарлӑ 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Маттурскерсем ӑмӑртуран кӗмӗл медальпе таврӑннӑ.
Елена Герасимова вара нумай енлӗ кӗрешӳре ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса – пӗрремӗш, ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче – виҫҫӗмӗш пулнӑ. Дарья Белоусова вара ӑмӑртуран кӗмӗл тата пӑхӑр медальсемпе таврӑннӑ.
Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче Герман ҫветтуя халалласа палӑк уҫнӑ. Вӑл тӗп храма хирӗҫ вырнӑҫнӑ. Ӗнер палӑка Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава сӑвапланӑ.
Гермна Шупашкар историйӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл Гурий архиепископпа пӗрле Шупашкарӑн пулас вырӑнне сӑвапланӑ. Унӑн ячӗ Ҫветтуй Троица мӑнастирӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Палӑка ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫӗҫ. Авторӗ – Алан Гогаев скульптор. Вӑл ҫветтуй Германӑн кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Вӑл малтан ун пирки калавсем вуланӑ.
Монумента ҫур ҫулта хатӗрленӗ. Палӑк 2 метр та 20 сантиметр. Сӑмах май, Алан Гогаев Гурий архиепископ палӑкне те хатӗрленӗ. Ӑна пӗлтӗр уҫнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Университет для детей» (чӑв. Ачасем валли университет) вӗренӳпӳ ҫутӗҫ проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Икӗ енлӗ килӗшӗве 2015 ҫулта Алексей Ладыков мэрпа Андрей Андреев ректор алӑ пуснӑ.
Проекта малалла тӑсса виҫӗмкун Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем пынӑ. Ют чӗлхесене вӗрентекен кафедра преподавателӗсем О.Л. Таранова тата А.Г. Фарафонова «Funny English» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш акӑлчан чӗлхи) викторина ирттернӗ. Ушкӑнсене пайланнӑ ачасем акӑлчан сӑмахӗсем валли рифмӑсем шыранӑ, ҫӗршыва, грамматикӑна тата акӑлчан чӗлхин лексикине пӗлнине кӑтартнӑ. Аслӑ шкултисем кӗҫӗн тусӗсем патне парнесемпе пынӑ.
Шупашкарта «Европа театрӗ» конкурспа килӗшӳллӗн спектакльсене тӗрлӗ чӗлхепе лартнӑ: акӑлчанла, нимӗҫле, французла.
Пилӗк ҫул каялла постановкӑсене нимӗҫле ҫеҫ лартнӑ. Халӗ конкурса анлӑлатма шухӑшланӑ. Халӗ спектакльсене Европӑри виҫӗ чӗлхепе лартаҫҫӗ. Хулари 37-мӗш шкулти ачасем тавракурӑмӗпе палӑрнӑ. Вӗсем иккӗмӗш класранпах темиҫе чӗлхе вӗренеҫҫӗ.
Конкурсра ытларах юмахсем лартнӑ. Ара, вӗсене вӗренме ҫӑмӑлрах вӗт. Елчӗк районӗн ачисем ав конкурса пиллӗкмӗш хут хутшӑннӑ. Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра вӗсем акӑлчан чӗлхине тӗшмӗртеҫҫӗ. Конкурсра вара нимӗҫле юмах лартнӑ.
Конкурса ачасем чӗлхесене ытларах вӗренччӗр тесе ирттереҫҫӗ. Ачасем вара хӑйсене артист пек туяҫҫӗ. Хальхинче акӑлчанла тата фрнацузла постановка лартса Шупашкарти 46-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Нимӗҫле юмахшӑн вара Елчӗк районӗн ачисене палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта Украина ҫынни ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӑл тӑванӗсемпе темиҫе кун ҫыхӑнӑва тухман. Амӑшӗ йӗрке хуралҫисем патне кайса заявлени ҫырнӑ.
22-ри Владимир Семенюк ӑҫтине чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗлнӗ. Ӑна тара тытнӑ хваттерте полицейскисем тытса чарнӑ. Амӑшӗ вара ҫав кун 15 сехетре унпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Владимир ун чухне Мускава пуйӑспа кайма хатӗрленнӗ.
Ҫамрӑк ҫынна полицейскисем наркотикпа ҫыхланнӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ следстви пырать. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Владимир ҫурла уйӑхӗнче Украинӑран Шупашкарти савнйӗ патне кайнӑ. Ҫак кунсенче унӑн Раҫҫейре пулмалли срок тухнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ҫухални пирки кунта заявление электронлӑ майпа хӑварнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынна ӗҫ укҫисӗр ӗҫлеттерме йышӑннине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть сасӑлав ирттернӗ. Хула мэрне чӑнах та ӗҫ укҫи тӳлемелле мар-и? Ҫак ыйтӑва хуравланӑ ҫынсем.
Чылайӑшӗ депутатсен шухӑшне ырланӑ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 2287 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1175-шӗ мэра укҫасӑр ӗҫлеттермеллине каланӑ. Тепӗр 681-шӗ шалу тӳлемеллине каланӑ. 359 ҫын вара татӑклӑ хурав пама тӑхтанӑ. Хӑйсен сӗнӗвӗпе 72 ҫын паллаштарнӑ.
Мэра ӗҫ укҫи тӳлемесӗр депутатсем хысна укҫине перекетлесшӗн. Ҫапах хӑш-пӗр депутат мэра укҫа тӳлемеллине каланӑ. Тӗслӗхрен, Константин Степанов ҫапла каланӑ: «8 сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн тепӗр учреждение килетӗр те ҫурҫӗрччен ӗҫлетӗр. Ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвӗ-и ҫав ҫын? Паллах ҫук».
Нумаях пулмасть Шупашкарта шкула ҫӳрекен арҫын ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Вӑл ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫак утӑма тунӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача пӗр класра вӗренкен хӗрачан телефонне ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна ашшӗ пиҫҫиххипе хӑмсарнӑ. Ачан виллине подъездра тупнӑ.
Арҫын ача ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тата тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынпа хутшӑнма юратнӑ. Анчах ҫак утӑма тума мӗн хистенӗ ӑна? Следстви малалла пырать.
«Сувар-отель» пулмалли хӑна ҫурчӗ «Авито» сайт ҫине ҫитнӗ. Унӑн хакне 150 миллион тесе палӑртнӑ. Сутакан кӑларса лартнӑ пӗлтерӳре ӑна нумай хваттерлӗ ҫурт пек кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 18,4 пин тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗве лартаканни — Эстейт-банк. Вӑл «Бинбанкӑн» салукри пурлӑха сутакан пай пулать.
Аса илтеретпӗр, тӗп хуламӑра капӑрлатас шухӑшпа тӑвас тенӗ хӑна ҫуртне Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчех хӑпартма пуҫланӑ. Шел те, «Сувар-отель» ят илмелли хӑна ҫуртне вӗҫне ҫити ниепле те туса ҫитерме май килмен. Шупашкарӑн сӑнне вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑсса тӑрать. Мӗнле кӑна унӑн ыйтӑвне татса парас темерӗҫ пулӗ, халӗ те ҫуртӑн кӑшкарӗ кӑна курӑнать.
Шупашкарта ҫынсем пӑр ҫийӗн утаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманакан та сахал мар. Уйрӑмах ҫурт картишӗсенче шуҫлак. Чылай ҫӗрте хӑйӑр хутӑшӗ сапаҫҫӗ-ха, анчах хӑш-пӗр вырӑнта нимӗн те тумаҫҫӗ.
Управляющи компанийӗсем шуҫлак ҫулпа кӗрешмелли ҫӗнӗ мел тупнӑ. Вӗсем ҫул ҫине «Бионорд» сапаҫҫӗ. Ӑна ытларах подъездсен умне сапаҫҫӗ те 1-1,5 сехетрен пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ.
Ку – йӳнӗ япала мар. Анчах лайӑх енӗ нумай: хӑйӑр пек сапаланмасть, шыв юхмалли вырӑнсене питӗрмест. Гранулӑсем часах ирӗлеҫҫӗ, пуҫтарма та кирлӗ мар.
Сӑмах май, ку матераилпа ҫулсене темиҫе ҫул каяллах сапма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫурт йӑтӑнса аннӑччӗ. Унта никам та пурӑнман, кафе пулнӑ.
Ку кафе хуҫине самаях шар кӑтартнӑ. Унтан япаласем ҫухалнӑ-мӗн. Мародерсем ҫывӑрман: чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ, холодильникрен сӑрана йӑкӑртнӑ. Ҫӳлӗксем ҫинче эрех-сӑра пачах юлман. Хуралҫӑсем ҫакӑ мӗнле пулса тухнине ӑнлантарайман.
Кафе хуҫи полицие заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫитнӗ. Унччен ҫурт ҫывӑхӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем сыхланӑ. Кайран хурала вара ҫурт хуҫин йӗркелемелле пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |