Паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапам уҫӑлӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн тӳре-шари.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫма йышӑннӑ. Ҫынсене Атӑл кӳлмекӗ хӗрринче ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва республика Правительстви ырланӑ. Вӑл Роспотребнадзорӑн управленийӗн шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ.
Паян 17 сехетре кӗвӗ-ҫемӗллӗ фонтана ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ыран фонтан 10 сехетре хута кайӗ. Ҫутӑпа кӗвӗ программине 19 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлеттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ лапам уҫӑлни ҫынсен маска тӑхӑнма пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр-пӗринчен 1,5 метрта утса ҫӳремеллине те асра тытмалла.
Сӑмах май, Хӗрлӗ лапам уҫӑлсан та строительсем вак-тӗвек хӑш-пӗр ӗҫе тепӗр икӗ эрне хушши пурнӑҫлама палӑртнӑ.
⠀
Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ.
Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ.
«Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ.
Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ.
Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ.
«Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ.
Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ.
Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ.
«Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ.
Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова.
Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр.
Шупашкарта кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑкӑр савутӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм производство корпусӗнче пулнӑ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 17 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм япаласемпе материалсем хӑйсем тӗллӗн хыпса илнӗрен тухнӑ. Пушар нумаях алхасман – ӑна 10 минутран сӳнтернӗ.
Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче те ҫав каҫ перчетке кӑларакан предприятире ҫулӑм тухнӑ.
Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрин хуралҫи асӑннӑ заведение канма пыннӑн ҫыннӑн аллине хуҫнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. 24 ҫулти хуралҫӑпа 30 ҫулти хӑна хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, харкашӑва хуралҫӑ пуҫарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Канма пынӑ ҫынна вӑл урайне, пичӗпе аял енне тӑсса хунӑ. Аллине хыҫалалла туртса лартнӑ. Ҫавна май 30 ҫулти арҫын алли хуҫӑлнӑ.
Хуралҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 203-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Мускав район судне ярса панӑ.
Каҫхи клуб хуралҫи халӗ унта ӗҫлемест.
«Трижды дипломированный трижды депутат - это вам ШУТКА МАР». Ҫакӑн пек ҫырнӑ Станислав Убасси журналист Фейсбукра. Унта Шупашкар хулин Калинин районӗн судне Виктор Воробьев депутатӑн дипломӗсене суя тесе палӑртма тавӑҫ ҫитни пирки сӑмах пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне 2016 ҫулта вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шанман. Ҫавна май унӑн хваттерне ухтарнӑ. Ҫавӑн чухне Мускаври Машиностроени университечӗн дипломне асӑрханӑ. Вӑл суя пек туйӑннӑ. ШӖМ тӗпчевҫисен экспертизи бланка «Госзнак» федерацин хысна учрежденийӗ хатӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкула ыйтса ҫырнӑ та, Воробьев студент вӗренменни ҫиеле тухнӑ.
Виктор Воробьев асӑннӑ диплома тӗпе хурса ЧПУра экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл Коопераци институтне вӗренме кӗнӗ.
Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ.
Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра ачасем валли парк тунӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, парка Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уҫма палӑртнӑ. Илемлӗ вырӑна хатӗрлеме республика Правительствипе Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев тата Шупашкар хула администрацийӗпе кредит организацийӗсенчен пӗри (Алексей Ладыков банк ятне каланӑ-ха, эпир рекламӑламӑпӑр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) килӗштерсе ӗҫлени пулӑшнине те пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ лапам халӗ тата хӑтлӑланнӑ. Ҫӗнӗ паркра ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ канайӗ. Оборудованийӗ Европа шайӗнчи тесе пӗлтернӗ сити-менеджер.
Юсаса ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапама, сӑмах май, кӗҫӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, тӳре-шара сӑмах каласа уҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |