Airbus A380 самолет ҫӗнӗ йышши топливӑна тӗрӗслеме хутшӑннӑ, сывлӑшра вӑл 3 сехет ирттернӗ: Тулузӑри Бланьякран вӗҫсе тухнӑ та Ниццӑра анса ларнӑ. Самолет моделӗ — чи пысӑк пассажир авиалайнерӗ.
Топливӑна усӑ курнӑ ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫумне ҫу хушнипе хатӗрленӗ. Ҫакна та палӑртмалла: унпа двигательсенчен пӗринче ҫеҫ усӑ курнӑ. Тепринче авиакраҫҫын пулнӑ.
Авиалайнерсен вӗҫевӗнче 100% биотопливӑпа усӑ курни хальлӗхе пулса иртмен-ха, ҫапах та ҫакна 2020-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пурнӑҫлама май пулӗ. 2035 ҫул тӗлне вара Airbus халӑха углеродлӑ топливӑпа пач усӑ курман лайнер кӑтартасшӑн.
Тепӗр тесен, специалистсем хальлӗхе ӳсентӑран ҫӑвӗнчен тунӑ топливӑн сиенлӗхне туллин тӗпчемен-ха, ҫавӑн пекех биотопливӑн ытти тӗсӗсем пирки те нимӗн те калаймаҫҫӗ.
Франци ҫыннисем Чӑваш Енре шӑл юсаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникине Францинче пурӑнакан мӑшӑр – Дафёр тата Елена Шаед – шӑл юсама пынӑ. Ҫавӑн пирки хулари «Грани» хаҫат хыпарланӑ.
Дафёр пародонтологи пӳлӗмне, Светлана Пиюнкина стоматолог-терапевт патне, шӑла профессилле майпа тасаттарма ҫӳренӗ, унтан халӗ Светлана Галкина патӗнче сипленет.
«Сервиспа, ӗҫ пахалӑхӗпе питӗ кӑмаллӑ. Вӑхӑт та нумай иртмерӗ», – хавхаланса калаҫнӑ Дафёр Шаед.
Елена пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки тухтӑрсенчен хӑрать, пульницӑна кайма ӳкӗте кӗртме йывӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче 2021 ҫулта 20 ытла ют ҫӗршыв ҫынни сипленнӗ. Ҫав шутра Азербайджанри, Арменири, Египтри, Иорданири, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Сиринчи, Таджикистанри, Тунисри, Украинӑри ҫынсем пулнӑ.
Аналитиксем тӗнчери эрех ӗҫме чи юратакан ҫӗршывсене палӑртнӑ. Асӑннӑ списока Австрали уҫать. Вӑл ӗҫме чи юратакансен ретӗнче малта пырать. Австралире пурӑнакансем ҫулталӑкне вӑтамран 27 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Тӗнчипе илсен ку кӑтарту икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.
2021 ҫулта ирттернӗ социаологи тӗпчевӗнче ҫулталӑкра 26,7 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫнин кӑтартӑвӗпе Дани иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗнче — Финлянди (23,8), АПШ (23), Великобритани (22,5), Канада (22), Ирланди (20), Франци (17,5), Швеци (16), Нидерланд (15,7).
Пирӗн ҫӗршыв ӗҫме юратакан 10 ҫӗршыв йышне кӗмен.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ. Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, аякри йӑхташӑмӑрсем Парижри пӗр кафере пуҫтарӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, вӗсем чӑвашла капӑрланнӑ.
Францири Чӑваш тӗррин каҫне Ольга Николаева ертсе пынипе Avan-t-garde пӗрлӗх йӗркеленӗ.
Мероприяти пирки хрантсусла ҫакӑнта вулама пулать.
Паян каҫхине «Facebook» сервисӗсен ӗҫӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнине нумайӑшӗ сисрӗ пулӗ. Интернет-ҫӑлкуҫсене сӑнаса тӑракан «Downdetector» портал та ҫавна ҫирӗплетсе панӑ.
18 сехет те 30 минут тӗлне илсен, «Instagram» тата «WhatsApp» ҫӑлкуҫсемпе усӑ куракансем вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ.
«Facebook» тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнне кӗрекенсенчен 75 проценчӗ веб-сайт йӗркеллӗ ӗҫлеменнине сиснӗ, 15 проценчӗ авторизациленеймен.
«WhatsApp» приложенипе те ыррӑн усӑ курма йывӑр. «Instagram» пирки те ҫавнах каламалла.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Twitter» ӗҫӗнче йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫавӑ Германире, Ирландире, Испанире, Италире, Нидерландинче тата Францинче сисӗннӗ. Великобританире, Канадӑра тата АПШра та йывӑрлӑх пулнӑ.
Сезонлӑ хӑватлӑ ҫил Францине илсе килнӗ Сахара тусанӗ радиоактивлӑ пулни палӑрнӑ. Ҫакӑн ҫинчен правительствӑпа ҫыхӑнман Acro организаци пӗлтернӗ. Радиоактивлӑх шайӗ ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть, анчах та ӑна вӗҫтерсе килнинче тӑрӑхласа каламалӑх вырӑн та пур.
Франци 1960-мӗш ҫулсенче Алжирта ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн тӗрӗслевне ирттернӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнтанпа унти хӑйӑрта цези-137 элемент нумайланса кайнӑ, халӗ вара ҫутҫанталӑк хрантсуссене ҫав «парӑма» каялла тавӑрса панӑ пулать.
Канар утравӗсенчи ҫав йывӑрлӑха Лагуна университетӗнче тӗпченӗ. Салазар Карбалло профессор каланӑ тӑрӑх, Сахарӑри тусанта час-часах Франци ирттернӗ атомлӑ тӗрӗслевсем хыҫҫӑн юлнӑ кали-40 тата цези-137 тупаҫҫӗ. Карбалло ку элементсен виҫи тӑпрара хӑрушсӑррине палӑртать. Ӑсчах каласа панӑ тӑрӑх, уйрӑмах радон газ сиенлӗ, вӑл вара ҫав вырӑнти тӑпраран хӑй тӗллӗн тухать, онкологи чирӗсем аталанас хӑрушлӑха вӑйлатать.
Ку сезонра вара Африкӑри пушхир тусанне ҫил Хӗвеланӑҫ Европӑна виҫӗ хутчен вӗҫтерсе килнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит кӑтартӗҫ.
Пьеса авторӗ — Игорь Муренко. Унӑн ҫак пьесине 1997 ҫулта «Современная драматургия» журналта пичетленӗ. Камите Раҫҫейри, Литвари тата СНГ ҫӗршывӗсенчи 87 театрта лартнӑ. Спектакльсем Узбекистанри, Казахстанри, Болгаринчи, Францинчи фестивальсенче ҫӗнтернӗ. Игорь Муренко — Ҫӗнҫӗпӗрти паллӑ журналист.
Чӑваш сцени ҫинче пьесӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ. Унта юрату историйӗпе паллаштарнӑ. Камитре харкашу та пур, мирлешӳ те.
Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен чӑваш хӗрӗсем Варшавӑра иртнӗ «Poland Open» пӗтӗм тӗнчери турнирта медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Польшӑри, Францири, Турцири, Молдавири, Кӑркӑстанри тата Венгрири спортсменсем хутшӑннӑ.
65 ҫула ҫитичченхи виҫере ылтӑн медале Мария Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Финалта вӑл Молдавири Ирина Рингачи кӗрешӳҫӗрен вӑйлӑрах пулнӑ. Вероника Чумикова 57 килограмчченхи виҫере Венгрири Эмесе Баркуна ҫӗнтернӗ.
Пирӗн хӗрсен ылтӑн медальсемпе пӗрлех бронза та пур. Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Евгения Захарченко 72 килограмчченхи виҫере, Анастасия Яковлева 59 килограмчченхи виҫере виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи.
Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ.
Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ.
Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |