2016 ҫулта мӗнле канӑпӑр? Ҫитес ҫул ҫынсем ытларах канассине пӗлтереҫҫӗ. 2016 ҫулта темиҫе куна тӑсӑлакан канмалли кунсем нумай.
Кӑрлач уйӑхӗнче 10 кун канӑпӑр. Эрнере 5 кун тӑрӑшакансем ӗҫе 11-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2, 3-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен ҫуркунне кантарӗҫ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерӗҫ те 21–23-мӗшӗсенче кантарӗҫ. 20-мӗшӗ кӗске кун шутланӗ. Пушӑн 5–8-мӗшӗсенче каллех канмалла. Пушӑн 7-мӗшӗнче кӑрлачри пӗр куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ.
Ҫу уйӑхӗнче 1–3-мӗшӗсенче тата 7–9-мӗшӗсенче, 9-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. 3-мӗшӗнче кӑрлачри куншӑн ӗҫлемелле мар пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче 11–13-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Республика кунӗ пулнӑран 24–26-мӗшӗсенче те уявра савӑнӑпӑр. 23-мӗшӗнче вара кӗске кун пулӗ.
2016 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул та савӑнтарӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен ӗҫлеттермӗҫ. Кӑҫал вара раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемех тивӗ, мӗншӗн тесен РФ Патшалӑх Думи ҫак куна уяв тума хирӗҫленӗ.
Хӑш кун ӗҫлемеллине тата канмаллине эпир хатӗрлесе кӑларнӑ кунталӑкра та пӗлме пултаратӑр. Ӑна «СУМ» лавккара туянма пулать, хакӗ 15 тенкӗ кӑна.
Ырантан, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта Хӗл мучин почти ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӑлана кӗнӗ конкурса 14 ҫул тултарман ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ачасем ҫырура хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки, ырӑ ӗҫсем туни ҫинчен ҫырса кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртаяҫҫӗ: вӗсем Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ?
Ҫырӑвӑн чӗлхине, унӑн содержанине хаклӗҫ. Вӗсене ӳкерчӗксемпе, аппликацисемпе, мишурапа, хӑюпа, вӗтӗ шӑрҫапа илемлетме юрать. Ҫырӑва ӑҫта ямалла?
Хӗл мучин почти Шупашкарти пур вулавӑшра те ӗҫлет. Раштавӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа вара Хӗл мучин тӗп почтине ҫыру ҫырма юрать. Вӑл хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса ҫырусене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче академире 14 сехетре чыслӗҫ (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт).
Пирӗн ҫӗршывра чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче, тепӗр майлӑ каласан, паян, Амӑшӗн кунне уявлаҫҫӗ. Вӑл йӑла 1998-мӗш ҫулта пуҫланчӗ.
«...Эпир аннесене пур енӗпе те тав тума тивӗҫлӗ. Анне — пирӗн пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ, чи ӑшӑ та ҫепӗҫ пӑхакан, юратакан чӗреллӗ, ӑшӑ алӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле ҫирӗп вӑй-халлӑ. Унӑн чӗринче — вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату, канӑҫсӑрлӑх тата каҫару», — тесе шухӑшланӑ май Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче «Лар, аннеҫӗм, юнашар» уяв иртнӗ. Уявра «Шанчӑк» ушкӑн «Утар-и, чупар-и…», «Хӑна юрри» тата ытти чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. О.Васильева хӑй ҫырса кӗвӗленӗ «Анне», «Тӑвансемӗр, пӗрле пурӑнар» юрӑсене юрланӑ. А. Сурков «Аттепе анне пулсассӑн» юрра итленӗ чух залрисен куҫӗсем шывланнӑ. Н. Ильинапа Л. Горшкова «Анне кунӗ» шӳтпе ӑш хытиччен култарнӑ.
Аслӑ Таяпари шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ унта.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Хӗл мучи вара ачасене хӑйӗн патне хӑнана чӗнет. Шупашкар ачисем Ҫӗнӗ ҫул уявӗн хуҫи патӗнче нумаях пулмасть пулса курнӑ.
Тӗп хулари пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан ачасем тӗнче шайӗнче ирттернӗ «Мӗн вӑл — туслӑх?» конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене Хӗл мучин ҫӗршывне официаллӑ майпа чӗннӗ.
5-мӗш класс ачисем Аслӑ Устюг хулинче темиҫе кун пурӑннӑ. Вӗсем хӗл мучине саламлӑ юрӑ шӑрантарса панӑ. Вӗсем ӑна видео ҫине ӳкернӗ. Ҫавӑн пекех ачасем Хӗл мучипе калаҫнӑ, ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ.
Чӳкӗн 18-мӗшӗнче уяв иртнӗ. Ачасем Асамлӑх шкулӗнче вӗренме пултарнӑ, унта асамҫӑн сертификатне илнӗ. Ун чухне Хӗл мучи ҫӗршыври пӗрремӗш чӑрӑша ҫутнӑ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унччен эпир тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ елка пулассине хыпарланӑччӗ, хальхинче ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе Упӑте ҫулталӑкӗ пулнине кура Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑннине асӑннӑччӗ.
Упӑтене «Шупашкар» универмаг патӗнче вырнаҫтарас шухӑшлӑ.
Китай гороскопне пӗлсе-асра тытнипе пӗрлех республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине те тӗпе хурасшӑнни сисӗнет.
Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ «Республика» пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика лапамӗнче лартакан 25 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатӗҫ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупӗҫ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнать. Ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе — упӑте ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпа Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑн.
Ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен лартасшӑн. Ахӑртнех, вӑл «Шупашкар» универмаг патӗнче пулӗ.
Шупашкарта вырнаҫтармалли символсене яланах Александр Жигарев хатӗрлет. 9 ҫул ҫак ӗҫпе аппаланать вӑл. Халӗ те вӑл темиҫе эскиз ӳкернӗ ӗнтӗ. Эскиза хула администрацийӗ ҫирӗплетсен вӑл тӳрех ӗҫе пуҫӑнӗ.
Ӑста каланӑ тӑрӑх, пукане икӗ метр ҫӳллӗшӗнчен пӗчӗк пулмӗ. Ӑна искуственнӑй ҫӑмран, йывӑҫран хатӗрлӗҫ. Каркасӗ тимӗртен пулӗ. Пӗтӗмпе материалсене 20 пин тенкӗлӗх туянмалла. Пукане ҫӑмӑл пулӗ, ӑна ҫӗклеме те май пулӗ.
Паян — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хуламӑр 55 ҫул тултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар 1960 ҫулта хими комбинатне хута янипе пуҫланса кайнӑ. Хула аталанса та сарӑлса пынӑ май ҫывӑхри ялсем пӗтнӗ: Тӗкӗрҫ, Анаткас, Чиканкасси, Иваново, Чумкасси.
Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне чӳкӗн 18-мӗшӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл юбилейне паллӑ тӑвать. Сӑмах май. Хула кунне унта малашне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлама тытӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Одинцовӑпа курса калаҫнӑ.
Леонид Волков Татьяна Одинцовӑна Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралса ӳснӗ Виктор Михайлович Михайлова тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Виктор Михайлович — Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Халӗ вӑл Одинцово хулинче пурӑнать.
Тӗлпулура Одинцово хулинче тата облаҫӗнче Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккине ирттересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех Одинцово районӗнче ҫитес ҫул чӑваш наци уявне — Акатуя — паллӑ тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, уяв Захарово ялӗнче иртме пултарӗ. Унта Александр Пушкинӑн ачалӑхӗ иртнӗ.
Ҫакӑн пек шухӑшлать республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева. Сӑмахӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра «Улах сӑри» уявне ирттерни пирки-ха. Анатри чӑвашсен йӑлана кӗнӗ уявне Васанти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Ларшников пуҫарнӑ.
Уява ялти хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: асламӑшӗсен арчисенчен чӑваш наци кӗписемпе капӑрлӑхне кӑларнӑ, сӑра вӗретнӗ, кукӑль-пӳремеч, капӑртма пӗҫернӗ.
«Улах сӑрине» Кивӗ Шӑмӑршӑ клубӗ ҫумӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ уҫнӑ. Унтан пухӑннисене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин уяв ячӗпе саламланӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» ансамблӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑра ҫырса илнӗ хӗрсен «Улах сӑри» уявне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тури тата анат енчи, Пушкӑртри чӑвашсенчен ҫырса илнӗ йӑла юррисене шӑрантарнӑ, ташшисене ташланӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай ертӳҫи, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева мероприятие йӗркелекенсене тав тунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ. Ӑна Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелехӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Леонид Волков пухӑннисене иртсе кайнӑ уявсемпе саламланӑ, Мускавра иртнӗ чӑваш кросне хутшӑнакансене тав тунӑ. Хастар ентешсене Леонид Волков Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
«Кӗр сӑрине» уявламашкӑн культура ҫуртне 500 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем унта концертпа киленнӗ, чӑвашсен тутлӑ апатне тутаннӑ. Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Мускавра чӑваш ентешлӗхӗ наципе ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттернӗ. Ҫав шутра — Акатуй та.
«Кӗр сӑри» уявӗнче чӑваш юррисем вӗҫӗ-хӗррисӗр янӑранӑ. Леонид Волков Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май Мускавра чӑваш литературин каҫне йӗркелеме палӑртнине каланӑ. Ӑна Илпек Микулайӗ, Куҫма Турхан, Хӗветер Уяр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |