«Раҫҫейре икӗ ыйту — ухмахсем тата ҫулсем», — теме юратаҫҫӗ ыттисенчен тӑрӑхлас килнӗ чух. Ку сӑмах ҫаврӑнӑшне япӑх ҫулпа ҫӳреме тивсен те аса илеҫҫӗ.
Раҫҫейри ҫулсен пахалӑхӗ пирки каланине Канаш хулинчен Йӗпреҫ поселокӗ енне каякансен те калама тивет пулӗ.
Ҫул ванса пӗтнине ӗнентермелле тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче унччен сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑччӗ. Халӗ вара «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал Инстаграмра видео лартнӑ.
Канашран Йӗпреҫе каякан ҫул хӑрушшине, анчах шӑтӑк-путӑка юсама васкаманнине пӗлтернӗ унта.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетри начар виҫӗ участока юсасси паха тата... вӑхӑтра пулса пынине ӗнентернӗ-мӗн.
Пост авторӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе килӗшмест. Вӑл 50597-2017-мӗш номерлӗ ГОСТа аса илнӗ. Унта вара нормативпа килӗшсе тӑман шӑтӑк-путӑка (тӑршшӗ 15 см ытла, тарӑнӑшӗ 5 см ытла пулсан) 5 талӑкран пуҫласа 15 талӑкчен юсамаллине каланӑ. «Регион пӗлтерӗшлӗ трасса ҫинче йӑлт урӑхла. Мӗншӗн?» — пуҫ ватнӑ пост авторӗ.
Чӑваш Енӗн спорт тата физкультура министрӗ пулма Василий Петрова шаннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫав ҫын асӑннӑ ведомствӑра кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑччӗ. Малтанласа ӑна минитср тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Василий Петров 1963 ҫулта Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Паянхи министр тренер пулса та, инструкторта та, пысӑках мар предприятисен ертӳҫинче те, республикӑн «Кекусинкай» федерацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата ертӳҫи пулса та тӑрӑшнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв.Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсене тупса палӑртнӑ. Чылай ҫынна килтен тухмасӑр ларма хушнӑ-мӗн.
Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫуртӗнче те ҫав вируспа чирлисем пур имӗш. Интернат ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе карантинта-мӗн.
Асӑннӑ ик хыпара темиҫе кун маларах тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв. Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликри хыпара «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) ушкӑна илсе вырнаҫтарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ уплнӑ арҫынтӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ суя документсем хатӗрленӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка тунӑ. Ҫавна май унӑн пӗлӗшӗ Ҫавалкасри икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине регистрациленӗ.
Арҫынна халӗ должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Олег Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑранпа паян 100 кун ҫитрӗ. Республика ертӳҫи ҫак тапхӑра каярах пӗтӗмлетӗ. Вӑл Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, халӗ пӗлтерӗшлӗрех урӑх темӑсем пур.
«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Чӑваш Республикине ертсе пыма шаннӑранпа паян 100 кун ҫитрӗ», — хыпарланӑ Олег Николаев.
Паянхи пӗлтерӗшлӗ тема шутне вӑл Ҫӗнтерӳ кунне кӗртнӗ. «Кашни ветерана, тыл ӗҫченне, Ҫӗнтерӗве тӳпе хывнӑ мӗнпур ҫынна пирӗн тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрмалла. Пирӗнтен уйрӑлнисене аса илмелле», — тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
100 куна пӗтӗмлетекен тӗплӗ калаҫу уяв хыҫҫӑн пулӗ. Ун чухне Олег Николаев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ, республикӑра пурӑнакансемпе ҫыхӑнӗ, туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетӗ, плансемпе паллаштарӗ.
Хӑшӗ-пӗри ҫутҫанталӑк лапамне канма каять те хӑйӗн хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтармасть. Шӑпах ҫак ыйтӑва ЧР Правительствинче пӑхса тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура районсен пуҫлӑхӗсем республикӑри санкцилемен ҫӳп-ҫап куписем пирки калаҫнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пачах йӗрке ҫук-мӗн. Ҫынсен шухӑшӗпе, вӑрманта канма пӗлменни, культура ҫукки ҫӳп-ҫап пухӑннин, йӑваланнине сӑлтавӗ.
Тӳре-шара ку ыйтӑва вырӑнти влаҫӑн тӗрӗслесех тӑмаллине каланӑ. Йӗркене пӑсакансене вара явап тыттармалла.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗ тӗп суд приставӗсӗр юлнӑ. Нумайлӑха мар паллах. Ҫветтуй вырӑн пушӑ пулмасть теҫҫӗ мар-и?
Тутарстанра республикӑн ҫӗнӗ тӗп суд приставӗпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Rt-online» хыпарланӑ. Асӑннӑ республикӑри ҫав должноҫе 41 ҫулти Анвар Закиров, Тутарстан ҫынни, йышӑннӑ. Унччен вӑл 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра ӗҫленӗ.
Тутарстанӑн тӗп суд приставӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынпа регион пуҫлӑхӗ Рустам Минниханов Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра паллаштарнӑ. Закиров 2018 ҫулта Федерацин суд приставӗсен службин Тутарстанри управленийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, кайран вӑл пирӗн республикӑна куҫнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ коллектив, профессинал-ушкӑн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, тухтӑрсене халалласа юрӑ ҫырнӑ.
«Спасибо докторам» (чӑв. Тухтӑрсене тавтапуҫ) юрра ансамбль солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Прокопьева, Алина Кудрявцева, Андрей Именнов, Константин Живулин, Сергей Степанов — шӑрантараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Инстаграмра ҫырса хунӑ.
«Тухтӑр профессийӗ ҫӑмӑл маррине паян уйрӑмах ӑнланатпӑр. Шурӑ халатлисем пирӗн ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене пулӑшас тесе хӑйсен сывлӑхне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ», — ҫапларах палӑртнӑ Роза Лизакова.
Министр артистсемпе пӗрле тухтӑрсене тав тунине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ пульницӑна урӑх ертӳҫӗсем ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, йышӑнупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ.
Республикӑн сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрне тӗп тухтӑр пулса Вениамин Родионов ертсе пырӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачне Алексей Демакова ҫирӗплетнӗ, Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗ пулма Игорь Долгова шаннӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Владимир Степанов министр ҫӗнӗ ертӳҫӗсене ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин регионсенче кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн медицина организацийӗсен малтанлӑхри списокне хатӗрленӗ. Списока Чӑваш Ен те лекнӗ.
Раҫҫей правительстви йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, ку улшӑну ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку инфекципе чирлекен 90 ҫын валли вырӑн пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |