Чӑваш Енре патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрессипе яваплине палӑртнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Маларах, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Раҫҫей Правительстви патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳнин пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енре асӑннӑ ӗҫшӗн явапли пулма республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова ҫирӗплетнӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин таиа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, министр ҫумне Юлия Стройковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Юлия Стройкова министр заместителӗн пуканне 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ.
Чантӑрта пурӑнакансем хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтӑвӑн уҫҫи-хуппине тупас тесе Мускав районӗн администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ялти масар ҫинче ют ҫынсене пытараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чантӑра Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ильин тата ытти тӳре-шара ҫите килнӗ. Ҫав шутра – ҫынсене пытарма пулӑшакан бюро пуҫлӑхӗ те.
Пухура регламента пӑхса тухма, ялти масар ҫине пытарас йӗркене тишкерме йышӑннӑ. Ӑна халӑхпа ҫирӗплетӗҫ.
Чантӑрта чӑнах та ют ҫынсене пытарнӑ-ши вара? Администраци хатӗрленӗ пресс-релизран ҫакӑ паллӑ мар.
Ӗнер Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче шыв башни ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку лару-тӑрӑва урӑхла ӑнлантарнӑ.
Шыв башни ӳкмен иккен, ӑна юсама тесе ишсе антарнӑ. Башньӑна 1980 ҫултах хута янӑ. Вӑл кивелнӗ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, вӑл тутӑхса пӗтнӗ, тӳнсе анас хӑрушлӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна ятарласа ишсе антарнӑ.
Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта чылай ҫын хӑйсен ҫӑлӗпе усӑ курать. Пӗтӗмпе – 167 кил, вӗсенчен 52-шӗ пушӑ.
Хальхи вӑхӑтра ялти ҫынсем валли шыва 6:00-9:00 тата 16:00-18:00 сехетсенче яраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче ҫӗнӗ директора ҫирӗплетнӗ. Унчченхи пуҫлӑх пӗр-ик кун тимленӗ те пӗр вӑхӑт больница хучӗпе ларнӑ, унтан пӑрахса кайнӑ.
Управлени пуҫлӑхӗ пулма халӗ Павел Чернышева шаннӑ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе асӑннӑ тытӑмра директор ҫумӗ, тӗп инженер пулса тӑрӑшнӑ. Унчен тӑватӑ ҫул Шупашкар хула адмнистрацийӗн Калинин район администрацийӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисен администрацийӗсенче тӑрӑшнӑ.
Иртнӗ тунтикун республикӑра пӗр талӑкра 24 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан паян – 60. Инфекциленнисен йышӗ ӳссе пырать. Ҫак ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ҫакна отпускран, куртортран, таврӑнакансен йышӗ пысӑкланнипе ҫыхӑнтарать. Уйрӑмах – Краснодартан тата Крымран.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма тытӑнас хӑрушлӑх пур. Кунсӑр пуҫне яланхи ытти инфекци чирӗсем те йӑл илӗҫ. Министр прививка тумашкӑн вакцина ҫителӗклине пӗлтернӗ. Хальлӗхе 674 доза пур. Вакцинациленекенсен йышӗ нумай пулсан татах кӳрсе килӗҫ. Ревакцинаци тума «Спутник Лайт» каять.
Сӑмах май, халӗ республикӑра коллектив иммунитечӗ 11,5 процентпа танлашать.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Роза Михайловна 1966 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Луговая ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти паатшалӑх культура институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987 ҫулта унтан «Библиотековедени тата библиографи» специальноҫа алла илнине ӗнентерекен дипломпа вӗренсе тухнӑ.
Ӗҫ биографине тӑван районӗнчи вулавӑшра пай заведующийӗнчен пуҫӑннӑ. Кайран Наци вулавӑшӗнче тӑрӑшнӑ, Культура министерствинче тӗрлӗ должноҫе йышӑннӑ. 2008-2012 ҫулсенче Роза Лизакова Чӑваш Республикин культура министрӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫулта ӑна каяллах ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Парашютистсен кунӗ умӗн /утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ/ Шупашкарти аэропортра парашютпа сикнӗ.
Министр папашютпа сикнӗ чухне хӑранине, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна савӑнӑҫ, хӗпӗртӳ туйӑмӗ ярса илнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, Алена Елизарова министр тивӗҫӗсене 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.
Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара хӑйӗн пурлӑхне пытарнӑ. Коррупципе кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнса ӗҫлесен хайхисен хӑйсен тупӑшӗ пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтармалла.
Районти прокуратура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем епле ӗҫленине тӗрӗсленӗ май Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен 2021 ҫулхи тупӑшӗ пирки ҫынсене пӗлтерес теменнине асӑрханӑ.
Саккуна пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарса 3-шер пин тенкӗл штраф хурса пама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |