Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–Шупашкар–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ.
Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт Шупашкартан 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна вӗҫме чарчӗҫ, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш.
Самара Шупашкартан вӗҫекен самолетсене паянтан пуҫласа ҫула тухма чарнӑ. Ҫак транспортпа ҫӳрекенсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫапла хӑтланни питех мар ӗнтӗ. Анчах та республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, самолетсем вӑхӑтлӑха кӑна вӗҫме чарӑннӑ. Капла хыпара вӑл Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Асӑннӑ хулана самолетсене раштавӑн 31-мӗшӗччен вӗҫме чарнӑ иккен. Сӑлтавне те ӑнлантарнӑ. Асӑннӑ хулапа Шупашкара унччен «Тутарстан» авиакомпани самолечӗсем ҫыхӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ компани самолечӗсене «Ак Барс Аэро» текен компание парас ӗҫ пырать-мӗн. Унчченхи компание Росавиаци тӗрӗсленӗ те (ҫакна, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Тутарстанра асӑннӑ компанин самолечӗ персе аннӑ хыҫҫӑн тунӑ) унта кӑлтӑк чылай тупса палӑртнӑ иккен.
Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов тӗлӗнмелле операци тунӑ. 3D меслетпе пурнӑҫлакан операцие вӑл Тӗнчери офтальмологи конференцийӗ вӑхӑтӗнче Самар хулинче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттернӗ.
Конференци вӑхӑтӗнче Самарти, Пензӑри, Кироври, Мускаври тата Шупашкарти куҫ тухтӑрӗсем хальхи йышши 10 операци туса кӑтартнӑ иккен. Арсютов пурнӑҫланӑ 3D форматлӑ операци пирки каласан, хирург мӗн туни пысӑк экран ҫинче курӑнать иккен. Ӳкерчӗке тухтӑр 3D куҫлӑхпа пӑхать. Ҫакӑ кӑштах кӑна каснипех катарактӑна сиплеме май парать. Кун пек операцие пула хируга та ӗҫлеме ҫӑмӑл иккен, чирлине те ыраттармасть-мӗн тата куҫ та хӑвӑрт сипленет теҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти аэропортран Самара самолетпа вӗҫме ҫитме май туса панӑ иккен.
Регионсенче авиаҫыхӑнупа ҫыхӑнтарасси ҫинчен калакан пилотлӑ программа пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хавхалансах пӗлтернӗччӗ. Мун чухне эпир, журналистсем, Шупашкара виҫӗ хулапа ҫыхӑнтарасси пирки савӑнса систернӗччӗ. Анчах ҫырасса ҫыртӑмӑр та, каласса каларӑмӑр та, анчах самолечӗсем вӑл проектпа пирӗн патран ниепле хускалмарӗҫ. Пурӑнсан-пурӑнсан Ӗпхӗве вӗҫме пуҫларӗҫ-ха. Анчах вӑл та пулин нумайлӑха пыман. Самолётсене вӗҫтерекен Тутарстанри компани унта-кунта 10 хут каллӗ-маллӗ хутлаттарнӑ хыҫҫӑн рейса «техника сӑлтавне» пула хупса хунӑ. Малтанласа ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен, каярах вара 29-мӗшӗччен хупасси пирки асӑрхаттарнӑ иккен.
Мӗнех, Самарӑна вӗҫекен самолетсем апла «кутӑнлашмасса» шанас килет. Тӳррипе, унта та тутарсемех вӗҫтереҫҫӗ-ха. Сӑмах май, тӑхӑр вырӑнлӑ самолетпа пӗрремӗш рейспа Самара тӑватӑ ҫын вӗҫсе кайнӑ иккен. Сахал йышпа хутлаттарнинчен авиакомпание усси ҫукрах пуль ҫав…
Атӑл юханшывӗн хӗрринче вырнаҫнӑ Куславкка хулине ҫуллахи вӑхӑтра туристсем вӗҫӗмех килеҫҫӗ. Вырӑнтисем вӗсене яланах хапӑл тесе пӗлтереҫҫӗ. Виҫӗмкун кӑнтӑрла унта виҫӗ теплоход персе ҫитнӗ: «А.И. Герцен», «Сергей Кучкин» тата «Александр Бенуа». Вӗсемпе Мускав, Самар тата Хусан хулинчи туристсем ҫула тухнӑ пулнӑ иккен. Хӑнасем хула пляжӗнче те каннӑ, Николай Лобачевскин музей-ҫуртне те кӗрсе курнӑ. «Тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» курав та вӗсене килӗшрӗ тесе ӗнентерет район администрацийӗ.
Сӑнсем (10)
Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар.
Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн.
Тепӗр уйӑхран, акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа, Шупашкартан Самара, Сарӑтӑва тата Ӗпхӗве вӗҫме май пулӗ. Ҫул хакне вара ҫуррине ҫеҫ тӳлеме тивӗ, ыттине федераци тата республика хыснинчен саплаштарӗҫ. Сӑмахран, Самара ҫити билет хакӗ 5 860 тенкӗ тӑрать пулсан вӗҫекен 2930 тенкӗ ҫеҫ тӳлет. 1465 тенкӗшер республика тата федереци укҫи-тенкинчен кайӗ.
Самара эрнере пурӗ 10 хут вӗҫӗҫ, Сарӑтӑва — 7, Ӗпхӗве — 4. Ҫул хакӗ: Самара — 5860 (вӗсенчен 2 930 тенкӗне вӗҫекен ҫын тӳлет), Сарӑтӑва — 11 828 (5 914) тенкӗ, Ӗпхӳне — 8 789 (4 395) тенкӗ. Хальлӗхе мӗнле авиакомпани вӗҫесси паллӑ мар — ӑна пушӑн 10-мӗшӗнче пулӑртӗҫ. Пушӑн 15-мӗшӗччен вара алӑ пусса ҫирӗплетесшӗн.
Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать.
Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ.
Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ.
Самар облаҫӗнче «Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ» йӗркеленнӗ. Раҫҫей Федерецийӗпе ун тулашӗнче ӗҫлекен наципе культура пӗрлешӗвӗсене шута илсен вӑл 80-мӗш пулӗ.
Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Валентина Петровна Ивановӑна суйланӑ.
Пӗрлешӳ хӑйӗн тӗллевӗсем шутне Самар облаҫӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине аталантарассине, Самар тӑрӑхӗпе Чӑваш Ен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетессине лартать.
Ку пӗрлешӳ ҫумӗнче «Хӗвел» ансамбль ӗҫлет. Халӑх юррисемпе вӗсем Самар облаҫӗпе Самарта иртекен чылай мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, халӑха чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштараҫҫӗ.
Пирӗн пӗрлӗх ҫӗнӗ пӗрлешӗве ӗҫре ӑнӑҫу сунать, пуҫланӑ ӗҫ ӑнса пырасса шанать!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |