Пурӑнан пурнӑҫра темӗнле пӑтӑрмаха та ҫакланӑн. Шупашкар хулинчи пӗр ҫемьере ӗнер, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ачан ури ӑшӑ батарейи хушшине хӗсӗнсе ларнӑ, килтисем хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ирӗксӗрех Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Урана кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ӗнерех пӗри тата хваттере кӗреймен. Алӑк ҫӑри уҫӑлманран хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти Ленинла комсомол урамӗнчи ҫӑла путнӑ. Ӑна альпинист снаряженийӗпе ҫыхса туртса кӑларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Усалланнӑ этеме ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштавӑн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Мӑшӑр пулнӑскерсем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр хваттерте пурӑннӑ. Вӑл арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе ӑна ҫӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикнӗ. Хытӑ ыратнипе вӑранса кайнӑ хӗрарӑм туалета тарса унта питӗренсе ӗлкернӗ. Хӑй вара лавккана тухнӑ ывӑлӗ патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын тепӗр ҫӗҫӗ ярса илнӗ, туалет алӑкне ватса кӗнӗ, хӗрарӑма тепӗр икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан киле пырса ҫитнӗ ывӑл ашшӗне тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисем киличчен те ӑна вӗҫертмен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗр мотоциклиста тытса чарнӑ.
Асӑннӑ ҫын йӗрке хуралҫисен аллине «Ӳсӗр водитель» акци вӑхӑтӗнче ҫакланнӑ.
Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын пакунлисем чарӑнма ыйтсан итлемен. «А» категориллӗ права та пулман унӑн. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, руль умне ӗҫнӗ пуҫпа ларнӑ.
Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, мотошлем та тӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне унӑн ОСАГО та, водитель удостоверенийӗ те, транспорта регистрациленине ҫирӗплетекен свидетельство та пулман. Мотоцикла патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче те регистрацилемен.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем транспорта тытса чарнӑ та штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Мотоциклист тӗлӗшпе административлӑ темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, пушӑн 7-мӗшӗнче, Кӳкеҫре темиҫе машина аварие ҫакланнӑ. Пӗтӗмпе 5 машина пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн йывӑр тиевлӗ машина айӑплӑ. Водитель тормоз ӗҫлеме пӑрахни пирки каланӑ.
Авари каҫхине пулнӑ. КамАЗ водителӗ светофор умӗнче «Хонда» ҫине пырса кӗнӗ. «Хонда» вара «Мерседес» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унтан КамАЗ «Реналтипе» ҫапӑннӑ, вӑл вара – «Патриотпа».
КамАЗа Иркутск облаҫӗнче регистрациленӗ. Машинӑн ОСАГО ҫук, вӑл, ахӑртнех, ҫар чаҫӗн машини шутланать.
Елчӗк районӗнчи Тускел ялӗнче 56 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки килӗнче выртнӑ, ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тискер ӗҫе 60 ҫулти пиччешӗ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ пӗр килте пурӑннӑ. Вӗсем ҫав кун хирӗҫсе кайнӑ. Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пиччӗшӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗ сурана пула тӳрех вилнӗ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ.
51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак кунсенче юр тӑтӑшах ҫуса тӑрать. Ӑна тасатассишӗн коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑраҫҫӗ. Пур чухне те, тен, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ те пулӗ. Ҫул ик айккипе лартса тухнӑ машинӑсем чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса калаҫнине те илтме тивет.
Федераци тата регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсене, ялсенчи урамсене хӑватлӑ техника ӗҫлет. Пӗчӗк территорисенче юр тасатакан пӗчӗк машинӑсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер аллейине (вӑл Ленинла комсомол урамӗпе Шумилов урамӗсем хушшинче вырнаҫнӑ) юртан тасатма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ятарлӑ техника туяннӑ. Анчах вӑл хӑй лакса ларнӑ. Ҫав саманта «Руль умӗнче» портал Инстаграма вырнаҫтарнӑ.
90 ҫулти кинемейӗн юбилейне япӑх пулӑм тӗксӗмлетнӗ. Вӑл укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Нумаях пулмасть пӗр халӑх тетелӗнче ӑна социаллӑ тӳлев пама тивӗҫ тесе хыпарланӑ. Ку 2700 тенкӗпе танлашать-мӗн.
Анчах тӳлеве илес тесен банк карттин номерне, хыҫалти кодне, усӑ курмалли срокне калама ыйтнӑ. Кинемей япӑххи пирки шухӑшламан – йӑлтах пӗлтернӗ.
Ватӑскер тепӗр кунхине 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленнӗ. «Кӗтмен парне» уява тӗксӗмлетнӗ. Ултавҫӑсем унӑн картти ҫинчен 9 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Юлашки хутчен ирӗке вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тухнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе черетлӗ хутчен суд пулнӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ, ун хыҫҫӑн та вӑл тепӗр ҫулталӑк хушши ирӗклӗн унта-кунта ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесен суд ун ирӗкне чакарма йышӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне асӑрханмасӑр сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, лешӗ ҫавна май вилнӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Арҫын 38 ҫулти хӗрарӑмпа Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хайхискерсем хирӗҫме пуҫланӑ.
Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткинчен нумай хутчен ҫапнӑ. Лешӗн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, пуҫӗ суранланнӑ. Хӗрарӑм кӑштахран вилнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |