Кӑнтӑр Корейӑра нумай хутлӑ ҫурт ишӗлнӗ — тӑхӑр ҫын вилнӗ.
«Ишме палӑртнӑ ҫурт ӑнсӑртран ишӗлсе аннӑран тӑхӑр ҫын вилнӗ тата тепӗр саккӑрӑшӗ аманнӑ», — ҫӗртмен 10-мӗшӗнче корейсен ҫӑлав служби пӗлтернине тӗпе хурса ҫапларах хыпарлать Reuters.
Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ. Вара ҫурт автобус чарӑнӑвӗ ҫине, унта шӑп та лӑп халӑх автобусран тухнӑ самантра, йӑтӑнса аннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт мӗншӗн йӑтӑнса анни хальлӗхе паллӑ мар.
Кӑнтӑр Корейӑра ку ҫакнашкал инкек пӗрремӗш хут мар пулса иртет. Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта каллех ҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек 17 сехет те 40 минутра пулнӑ. Арҫын 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 24-мӗш ҫуртӑн 9-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксенех сывлама пӑрахнӑ. Вӑл 27 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Пули-пулми илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштарнӑ чухне автоинспекцире тӑрӑшатӑп тесе тыттарнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшенҫи пулнӑ вӑл.
Арҫынран вӑл 21 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ара, тӑкӑксӑр май ҫук: судпа айӑпланманни ҫинчен справка тутармалла, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, ӗҫре кирлӗ тумтире туянмалла, ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче вӗренмелле.
Чӑннипе хӗрарӑм ҫынсене унччен те пӗрре кӑна мар улталаннӑ иккен. Халӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Ҫынна улталанӑшӑн 5 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ӗҫлесе пурӑнакан пӗр фермер кӳршӗсене... шыв ӗҫме кансӗрлет. Ҫапла пӗлтернӗ Инстаграмри @batyrevo_sos страницӑра.
Асӑннӑ ушкӑнӑн администраторӗ патне мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерекен тупӑннӑ.
Тикешри фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑха 30 пуҫ тытать иккен. Кӗтӗве янӑ выльӑха ялти ҫав хастар электрокӗтӳҫпе асӑрхаса тӑрать. Тислӗк шывне вӑл пахчана уҫласа тӑкать-мӗн. Ҫӗр айӗнчи шыв вараланнӑран фермерӑн кӳршисем ҫӑлти шыва ӗҫеймеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне вӗсен лавккаран туянма тивет.
Хыпара вуланисенчен пӗрисем фермера ӳрӗклӗхшӗн ырласа унӑн кӳршисене ҫӑхавҫӑсем тесе хурлаҫҫӗ, теприсем кӳршӗсене шеллеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Партас ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, асӑрханӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, йӑлтах кӗлленмен, тӑрри ҫеҫ сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Терешкова урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Шалти отделка сиенленнӗ, сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра «Канаш – Йӗпреҫ» автоҫул ҫинче шурӑ тӗслӗ ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Унта вӑл вӑхӑтра транспорт та нумай ҫӳремен ӗнтӗ.
Машина темиҫе хутчен ҫаврӑнса юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинӑра виҫӗ ҫын пулнӑ. Пӗр пассажирка вилмеллех аманнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта «Лада Грантӑра» пулнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫумӑр ҫунӑ. Канаш районӗнче вара самаях вӑйлӑ чашлаттарнӑ, аслати те авӑтнӑ.
Ухман ялӗнче инкек пулнӑ. Ҫынсем пурӑнакан ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫавна май пушар тухнӑ. Ку инкек паян 16 сехетсенче пулнӑ.
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шар курнӑ ҫынсем пирки хыпар пулман.
Аса илтерер: синоптиксем Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын пӑтӑрмаха икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки пакунлисене килтисем евитленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫавскер йӗрке хуралҫисемпе пуҫтахланма именмен.
Пакунлисем киле пыни тарӑхтарнӑран вӑл вӗсене хирӗҫ сенӗкпе сиксе тухнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫивӗч вӗҫлӗ ӗҫ хатӗрӗпе чикессипе хӑратнӑ. Пакунлисем арҫынна тытса чарса аллине сӑнчӑрланӑ. Кайран ӑна йӗрке хуралҫисем хӑйсемпе лартса кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ арҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Пуҫиле ӗҫе Канаш районӗнчи суд пӑхса тухӗ.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх. Ӗнер Куславкка районӗнчи «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче икӗ пысӑк машина ҫапӑннӑ. Вӗсем ирхи 10 сехетре инкеке лекнӗ.
«Скания» тата ҫур прицеплӑ «КамАЗ» пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «КамАЗ» водителӗ инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, «Скания» водителӗпе пассажирӗ суранланнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче машинӑсене иртсе ҫӳресси пӗр вӑхӑтра йывӑрланнӑ. Кайран ҫула уҫнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын ӗҫсе лартсан питех те пуҫтахланма юратнӑ. Кутӑнскер арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа пӗрмай хирӗлнӗ. Хайхисем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗрле пурӑннӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫнине вӗсен 13 ҫулти ывӑлӗ те курма-чӑтма-тӳсме тивнӗ. Амӑшне хӳтӗлеме тӑрсан ашшӗ ывӑлне те тиркемен – ӑна та тӳпкеленӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлтӗрхи аван уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлаччен тӑсӑлнӑ.
Арҫынна суд 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |