Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Президент

Антонов Вадим Валентинович
Антонов Вадим Валентинович

Чӑваш Ен Президенчӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин укҫа-тенкине перекетлӗ усӑ курас тата коррупциллӗ ӗҫ-пуҫран сыхланас тӗлӗшпе Михаил Игратьев 2010 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин Министрасен Кабинечӗ кӑларнӑ 316-р № распоряженине пӑрахӑҫланӑ. Ун тӑрӑх Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ вырӑнне йышӑнакан Вадим Валентинович Антонов республика бюджетӗнчен уйӑхсерен хушма укҫа илсе тӑмалла пулнӑ.

Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин финанс министерствине асӑннӑ распоряженипе тӑкакланӑ укҫана бюджета каялла тавӑрма хушнӑ.

 

Кун кӗнекин пичӗ
Кун кӗнекин пичӗ

Чӑваш Республикин президенчӗн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи влаҫри органсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе унта пурӗ 8 уйрӑм. Президент Администрацийӗн пресса хӗсмечӗ шантарнӑ тӑрӑх унти информаци пуянлансах пырӗ.

«Хамӑн сӑмаха тухса каланӑ чухне эп Чӑваш Енри влаҫ уҫӑ пулмалли пирки пӗрре мар каланӑ, калатӑп та. Министерствӑсемпе ведомствӑсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органсем хӑйсене пирӗн республикӑра епле кӑтарнине, хӑйсен ӗҫне епле ҫутатнине эп сӑнасах тӑратӑп — ӳсӗмсем пирки ҫеҫ мар пӗлтереҫҫӗ, йӑнӑшсем пулсан та хӑвӑрт тӳрлетме тӑрӑшаҫҫӗ» (куҫарӑвӗ — манӑн, Николай Плотниковӑн), — ҫырать Михаил Игнатьев кун кӗнекин пуҫламӑш страницинче. Малалла Чӑваш Ен Президенчӗ влаҫ уҫӑмлассине хӑйӗнчен пуҫлани пирки пӗлтерет, пурне те конструктивлӑ диалога хутшанма чӗнет. Калаҫу усӑллӑ пуласса шанать.

Тӗнче тетелне усӑ куракан пур ҫын та ҫак интерактивлӑ кун кӗнекинче хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарать.

 

Шел те, кун кӗнекине вырӑсла ҫеҫ калӑпланӑ.

Малалла...

 

Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ.

Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://president.cap.ru
 

Н.В. Фёдоров
Н.В. Фёдоров

«Независимая газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Н.В. Фёдоров Чӑваш Ен президенчӗн пуканне пушатнӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗн вырӑнне йышӑнма пултарать. Маларах ҫавӑн пекех Атӑлҫи федераллӑ округра ӗҫ парасси пирки шарланӑччӗ.

Хаҫатра ҫырни тӑрӑх Николай Васильевич хальхи вӑхӑтра Ҫӗпӗр федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ пулса ӗҫлекен Анатолий Квашнина улӑштарӗ. Кремль ҫапла май вӑйпутсене (силовиксене) улӑштарса пырать тесе шутлать хаҫат ҫыравҫи.

Юлашки вӑхӑтра нумай тӑрӑхсенче президентсемпе губернаторсем улшӑнчӗҫ — шӑп ла тӑп савсене ӗнтӗ Кремль ҫӗршывӑн модернизацине тума хутшӑнтарасшӑн та ӗнтӗ тесе пӗлтерет «Независимая газета». Ҫӗршывра информатизаци аталантарасшӑн.

 

Суслонова Нина Владимировна
Суслонова Нина Владимировна

Пӗлетӗр пулӗ, Сергей Гапликова Мускава чӗнсе илнине пула Министрсен Кабинечӗ ертӳҫисӗр тӑрса юлнӑ. Ку вырӑна Николай Фёдоров президент Суслонова Нина Владимировнӑна ертсе пыма сӗннӗ. Нина Владимировна 2005 ҫултанпа Чӑваш Республикин сывлӑха упрас тата социаллӑ аталану Министерствӑна ертсе пырать, хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин, Председателӗн, ӗҫне туса пырать. Ҫитес вӑхӑтра Патшалӑх Канашӗ ун кандидатурине пӑхса тухмалла.

 

Суслонова Нина Владимировна 1960 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи Мамаканта ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӗве Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта илнӗ (ашшӗ-амӑшӗ кунта ГЭС тума килнӗ). 1984 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2000 ҫулта Чӑваш Республикин Сывлӑха упрас енӗпе ӗҫлекен министерствӑна ертсе пыма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть