Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ.
Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ.
Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Германи нацизмӗн идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 354.1 статйипе килӗшӳллӗн (нацизма реабилитациленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче блогера йӗрке хуралҫисем тытса чанӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче вӑл халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ материал вырнаҫтарнӑ.
Константин Ишутов айӑпне йышӑнмасть, ҫакнашкал материал вырнаҫтарманнине пӗлтерет. Унӑн ваккачӗ каланӑ тӑрӑх, юпан 6-мӗшӗнче ӑна татса чарнӑ срока тепӗр 72 сехете тӑснӑ.
Тунтикун, ыран, лару пулӗ, унта блогера килти ареста лартас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова тытса чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗн суд коллегийӗ прокурор ареста тӑсма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑха айӑплакансем шутланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗкре пулсан следствие кансӗрлеме пултарать. Аслӑ суд ыйтнине тивӗҫтернӗ – ареста тепӗр 1 уйӑхлӑха тӑснӑ.
Аса илтерер: Андрей Павлова Уголовлӑ кодексӑн виҫӗ статйипе айӑпласшӑн. Следовательсен шухӑшӗпе, район аминистрацийӗн пуҫлӑхӗ субсидие саккуна пӑсса илнӗ, унпа кредит килӗшӗвӗн (150 пин тенкӗ) проценчӗсене тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне Павлов должноҫӗпе коммерци организацийӗн (вӑл унта малтан ӗҫленӗ) интересӗшӗн усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Андрей Павлов халӗ те Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланать, сайтран унӑн сӑнне, ятне илмен. Ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче килти ареста лартнӑ, анчах вӑл условисене пӑснӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна хупнӑ.
Чӑваш Енри блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. «Коммерсантъ» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах Константин Ишутов пирки пырать.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпар РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, каҫал утӑ уйӑхӗнче блогер халӑх тетелӗнче информаци материалӗ вырнаҫтарнӑ. Унӑн содержанийӗ Германи нацизмӗн идеологине реабилтацилессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Прокурор пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва саккунлӑ тата тӗрӗс тесе шутланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Ишутов поста Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Блогер айӑпне йышӑнман.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри кӗпӗрнаттӑрсен витӗм танлаштарӑмӗнче списокра 33-мӗш пулнӑ. Халӗ, юпа уйӑхӗнче, ҫӗнӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Кун пирки Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви пӗлтерет.
Хальхинче Михаил Васильевич икӗ йӗрке аяларах аннӑ, 35-мӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫапах Элтепер «Вӑйлӑ витӗм» ушкӑнрах юлнӑ.
Танлаштарӑмра кам 1-мӗш вырӑнта пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак ертӳҫӗ унччен те «Питӗ вӑйлӑ витӗм» ушкӑнра малти йӗркене йышӑннӑ. Вӑл – Мускав хулин мэрӗ Сергей Собянин.
Юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ. Ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсенчи элчесем те ҫитӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Еврзири вырӑнти влаҫсен Конгресӗ иртет.
Ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗ ООНпа, Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле йӗркелет. Шупашкара ҫитнӗ хӑнасем хуласен аталанӑвӗ пирки калаҫӗҫ, Еврази уйрӑмӗн Канашӗн ҫӗнӗ йышне, вице-президентне, президентне суйлӗҫ.
Мероприятин тӗп спикерӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин президенчӗ Паркс Тау, ООН программин ертӳҫи Татьяна Хабарова, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗн президенчӗ Ильсур Метшин тата Жорди Паскаль, Ламин Аббад координаторсем пулӗҫ.
Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева, ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, усламҫӑсем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков канаш йӗркеленӗ. Кун пирки вӗсем паян калаҫнӑ.
Ҫак канаш уполномоченнӑйсене вӑйлӑрах, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, информаципе тата опытпа ылмашӑнма май парӗ.
Виҫӗ упономоченнӑй тӗл пулсан хӑйсен ӗҫӗнчи ҫивӗч ыйтусем тавра та калаҫнӑ. Кайран пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑҫал тӑваттӑмӗш кварталта пӗрле ӗҫ саккунӗн ыйтӑвӗпе «ҫавра сӗтел» ирттерме йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан.
Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.
Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.
«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн малашне ҫӗнӗ канашҫӑ пулӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулта вӑл хӑйӗн патне 28 ҫулти Роман Караулова илнӗччӗ. Роман «Холдинг КиПиКАй» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Элтепер хӑйӗн канашҫине паллӑ вырӑс рокерӗн ывӑлне, «Черный обелиск» ушкӑн лидерне Владимир Крупнова суйланӑ.
Малашне ҫак тивӗҫе Кабадзе Георгий Изалмерович пурнӑҫлӗ. Хушӑва паян Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплтенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |