
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Питӗр хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Пискарев мемориал ҫӑви ҫинче чечек ҫыххи хурӗҫ.
Унти хастарсем мероприятие Чӑваш Енӗн элчӗлӗхӗн ячӗпе е Национальноҫсен ҫурчӗн тата хулан наципе культура пӗрлешӗвӗсен пӗтӗмӗшле колоннипе хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисене Финлянди вокзалӗ патӗнче автобуссем кӗтӗҫ. Ушкӑн ирхи 9 сехетре пухӑнма тытӑнӗ. Автобуссем ҫула 9 сехет те 30 минутра тухӗҫ. Ыйтса пӗлес тесен Владимир Михайлович ятлӑ ҫынпа 984-04-50 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Канашран Санкт-Петербурга ҫӳрекен автобус маршручӗ уҫасшӑн.
Ку шухӑш патне республикӑн транспорт ведомстви ахальтен пырса тухман. Министерствӑра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, Канашран Питӗре каяс шухӑшлисем сахал мар-мӗн. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса Транспорт министерстви автопредприятисене ҫӗнӗ маршрут уҫма сӗнет.
Пӗр субъектпа тепӗр субъекта ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене уҫассине Раҫҫейӗн Транспорт министерствин 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ приказӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Аплӑ тӑк кӑмӑл тӑвакан кӑна кирлӗ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче черетлӗ 46-мӗш концерт сезонне хупать. Ҫав каҫ куракансене ҫӗршыври паллӑ музыкантсемпе тата ҫӗнӗ музыка хайлавӗсемпе курнӑҫу кӗтӗ.
Концерта Н.А. Римский-Корсаковӑн «Светлый праздник» увертюрипе уҫӑлӗ. Православи юррисенчен тӑракан хайлавсем хыҫҫӑн симфони капеллин хорӗн тата муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин концерчӗ малалла тӑсӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Наталья Яклашкина ертсе пынипе вӗсем С.В. Рахманиновӑн тата А. Николаев-Струмскин хайлавӗсене янӑратӗҫ.
Ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисем те концерта хутшӑнмалла. Акӑ, Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артисчӗ Рубин Абдуллин органпа, Раҫҫей халӑх артисчӗ Михаил Гантварг (вӑл Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторие ертсе пырать) сӗрме купӑспа (скрипкӑпа) калӗ. Шупашкарта вӑл финн композиторӗн Я. Сибелиусӑн оркестрпа сӗрме купӑс валли ҫырнӑ концертне янӑратӗ.
«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.
Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем.
Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ.
Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп гастроэнтерологӗ Лариса Тарасова Питӗр хулинче иртнӗ ҫӗршывӑн гастроэнтерологӗсен XIV съездне хутшӑннӑ. Унта пухӑннӑ тухтӑрсем вар-хырӑм чирӗсемпе епле кӗрешессине, тӗрӗс апатланассине, гастроэнтерологинчи ҫӗнӗ диагностика тата сиплев мелӗсене тата ытти ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пухӑва хутшӑннӑ Лариса Тарасова сахӑр диабечӗпе тата пӗверпе аптӑракансен вар-хырӑмӗ те чирленине республикӑн клиника пульницин эндокринологи уйрӑмӗн заведующийӗпе Игорь Мадяновпа тата эндоскопи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Надежда Аверинӑпа пӗрле пулса тунӑ тӗпчевпе паллаштарнӑ.
Съездра йывӑр хӗрарӑмсен апат ирӗлтерекен органӗсен чирне палӑртассипе тата сиплессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн туса хума йышӑннӑ. Унта макларах асӑннӑ Лариса Тарасова та лекнӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫӗршывра вырӑсла тухса тӑракан «Сӑнавлӑ тата клиникӑлла гастроэнтерологи» текен журналӑн редакци коллегийӗн членӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл — Гастроэнтерологсен Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑслӑлӑх обществин вице-президенчӗ те.
Нумаях пулмасть пире паралимпиецсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗччӗ. Ӳт-пӳ енчен сывлӑхӗ ҫирӗпех мар пулин те йывӑрлӑха парӑнманскерсем тепӗр вӑйпиттине ирттернине кӑтартса пачӗҫ. Халӗ, ав, Ленинград облаҫӗнче хӑлха илтменнисен хушшинче бадминтон енӗпе Раҫҫейри чемпионат иртнӗ.
Унта Пушкӑртстан, Чӑваш Енри, Чулхула тата Свердловск облаҫӗсенчи, Мускаври тата Питӗрти 26 спортсмен хутшӑннӑ. Чемпионатра Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Анастасия Седова пӗччен тата мӑшӑрлӑ ӑмӑртусенче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме пухать. Кӑҫалхи пӗрремӗш заняти пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна Сад урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Наци культурисен вулавӑшӗнче ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Пухӑнмалли вӑхӑт — 18 сехет те 30 минут.
Чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлас текенсем валли пӗчӗк урок йӗркелӗҫ. Унта чӑвашла сывлӑх сунмаллин вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхтарӗҫ, чӑвашла пуплесе савӑнӗҫ.
Питӗр хулинчи «Троицки» культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнине халалласа чӑваш ҫипуҫӗн уявне йӗркеленӗ. Уява Вера Кузьмина хӑй те ҫитнӗ. Унта вӑл паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ.
Чӑваш Енрен килнӗ юратнӑ артистсемпе «Парне» ансамбль ентешсене чӑвашла тата вырӑсла хитре юрӑсемпе савӑнтарчӗ тесе хыпарланӑ Питӗр хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн сайчӗ.
Асӑннӑ хулара тӗпленнӗ чӑваш хӗрӗсемпе яшӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ: хӗрарӑм тумтирне, арҫынсен кунсерен тата уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫа. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек ҫӗленӗ япаласем те пулнӑ. Кашни пиркиех Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова каласа ӑнлантарса пынӑ.
Сӑнсем (4)
Иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен Питӗр хулинче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут Сурхури ярмӑркки иртнӗ. «Ӑшӑ парнеле» ят панӑ акцие Чӑваш Ен кондитерӗсем те хутшӑннӑ иккен.
Вӗсем Питӗрти шкул-интернатсенчен пӗринче пурӑнакан тата вӗренекен ачасене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Ятарласа ӑсталанӑ ҫурта пынӑ ачасене ӑш пиллӗн кӗтсе илни, пылак кучченеҫпе сӑйлани пирки Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хыпарлать.
