Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Канаш

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер каҫхине Канаш хулинче 4 ҫулти ача нумай хваттерлӗ ҫуртӑн 4-мӗш хутӗнчен тухса ӳкнӗ.

Инкек «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти 28-мӗш ҫуртра каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Вӑл вара ӑна чӑтайман. Ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем медпулӑшу параҫҫӗ.

Палӑртса хӑвармалла: чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра чӳрече уҫӑ тӑнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Мӑнаҫланмалли хыпар: Чӑваш Республикин ялавӗ Эквадорти чупура вӗлкӗшнӗ!

Эквадор тӗп хулинче, Кито хулинче, пулнӑ ку. Унта «Ruta de las Iglesias 10K» ятлӑ каҫхи чупу иртнӗ. Чупӑва 18 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Спорта юратакансем 10 километра парӑнтарнӑ: хулари тӗп архитектура палӑкӗсемпе чиркӳсен ҫывӑхӗнче чупнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ӑмӑртӑва пирӗн ентеш Юрий Кротов та хутшӑннӑ. Вӑл малтан Канаш хулинче пурӑннӑ, халӗ вара Эквадорта Раҫҫей посольствинче ӗҫлет. Вӑл чупӑва Чӑваш Ен ялавне вӗлкӗштерсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19282
 

Персона

Вӑл упӑшкипе 71 ҫул пурӑннӑ, ҫак кунсенче вара 96 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Галерия Пузырева пирки.

Галерия Александровна Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 17 ҫулта вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран участокри пульницӑра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн 40 ытла ҫул СМП-541 организацире тӑрӑшнӑ, унта штукатур-маляр пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ – 44 ҫул. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.

Упӑшкипе Кузьма Петровичпа пӗрле вӗсем тӑватӑ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑрӑм ӗмӗрлӗ Галерия Александровна ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19116
 

Республикӑра

Канаш хулинче 25 ҫулти арҫын УАЗ Пикап кузовӗ ҫинче бассейн тунӑ та ҫынсене хула тӑрӑх ярӑнтарнӑ. Кузов ҫинчи ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса пынӑ.

Ку видео халӑх тетелӗнче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ӑна инспекторсем те курнӑ. Вӗсем ку ӗҫ-пуҫа тӳрех тӗпчеме тытӑннӑ.

Уҫҫи-хуппи часах тупӑннӑ. Машина урӑх ҫыннӑн иккен. Ҫак арҫын хуҫине ытти ҫынпа пӗрле кузов ҫинчи бассейнра ярӑнтарнӑ.

Анчах кун пек киленӳ темиҫе протокол патне илсе ҫитернӗ: машина кантӑкне тонировка тунӑшӑн, страховка ҫуккишӗн тата пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн.

Йӗрке хуралҫисем водительпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ, ҫул ҫинче бассейнра шыва кӗни япӑх шухӑш пулнине ӑнлантарнӑ.

Хальлхилле калашле, ҫуллахи вайб туса Патшалӑх автоинспекцийӗн аллине ҫакланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19072
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен Раҫҫей Тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем тата Чӑваш Енри полицейскисем унччен судпа айӑпланнӑ икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем наркотике пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.

Вӗсен «Мицубиси Паджеро» машинине Канаш хулинче чарнӑ. Тентпа витнӗ прицеп ҫинче вара наркотик пулнӑ: 170 килограмм ытла! Оперативниксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем Атӑлҫи тата Ҫӗпӗр федераци округӗсенче вӑрттӑн вырӑнсене наркотик хунӑ.

Ҫав ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ, следстви малалла пырать.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ене, Канаш хулине, Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Михаил Гребенщиков ҫитсе курнӑ.

Вӑл «Артистика» пултарулӑх академийӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Ачасем аякран килнӗ хаклӑ хӑнана «Твори, раз Бог возможность дал» спектакльпе паллаштарнӑ. Михаил Гребенщиков ачасен пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Шӑпӑрлансем паллӑ юрӑҫа пушӑ алӑпа яман — ӑна хӑйсем хатӗрленӗ картинӑна парнеленӗ.

Кайран ачасем Михаила Гребенщиковпа пӗрле Канашри тӗп сцена ҫине тухнӑ, концерта хутшӑннӑ. Хӑна пулас артистсене Мускав хулине чӗннӗ, вӗсем валли юрӑ ҫырса хатӗрлеме шантарса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_19172
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш хулинче пушарнӑйсем пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ.

Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче 5 хутлӑ ҫурт хваттерӗнче пушар тухнӑ – унта япала типӗтекен машина ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ лавккана кайнӑ, машинӑна вара сӳнтерсе хӑварман.

Ҫулӑм мачча, стенасем тата япаласем ҫине куҫнӑ. Килте вара пилӗк ҫулти хӗрача пӗчченех пулнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрле илсе кайман, хӑварнӑ.

Тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене кӳршисем чӗннӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен хваттер алӑкне ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, пӗчӗк хӗрачана тӗтӗм ӑшӗнчен илсе тухнӑ. Ҫав самант тӗлне ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑйлах аптӑранӑскере Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Республикӑра
m.bk55.ru сайтри сӑн
m.bk55.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ӗненсе ӑна ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможня витер тухайман-мӗн, ҫавӑнпа куншӑн пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарма хушнӑ, вӑл каланӑ счет ҫине хумаллине ӗнентернӗ.

Ҫапла хӗрарӑм ҫав палламан арҫынна 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа, ытти – кивҫен илнӗ. Анчах куҫарса панӑ хыҫҫӑн хайхи арҫыннӑн пӑсӗ те юлман – ҫухалнӑ.

Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчеч Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Тимофеевсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Анатолий Васильевичпа Зинаида Ефимовна 50 ҫул каялла Канашри ЗАГСра ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Ольга тата Екатерина. Халӗ ултӑ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Тимофеевсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Канаш хулинче ӗҫленӗ. Анатолий Васильевич малтана ПАТПра, кайран Канашри автоагрегат савутӗнче водительте тӑрӑшнӑ. Зинаида Ефимовна КААЗра повар пулса ӗҫленӗ.

Мӑшӑра Канаш округӗн ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал та урамра кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. «Кино под открытым небом» (чӑв. Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино) проекта ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫавна май тӗрлӗ муниципалитетра кино кӑтартма тытӑнӗҫ.

«Школа Бабы-Яги» фильма ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче курма май килӗ. Ӑна Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинчи культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере, Краснорамейскинче тата Шӑмӑршӑра курма май туса парӗҫ..

Кинона кӗҫнерникунсерен, 19 сехет те 30 минутра, кӑтартӗҫ.

Афишӑпа яркоелеточувашии.рф сайтра паллаштарма шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194612697_8215
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 98
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 25

1906
120
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
67
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та