Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Порфирий Афанасьевӑн 80ҫулхи юбилейне халалласа онлайн-тӗлпулу иртӗ. «Чӗрере шӑраннӑ йӗркесем» курнӑҫу 11 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче трансляцилӗҫ. Паллӑ поэта эфир вӑхӑтӗнче ыйтусем те пама май килӗ.
Порфирий Васильевич Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл поэзире, прозӑра, публицистикӑра тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. У. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Паянхи онлайн-тӗлпулура филологи наукисен кандидачӗ Екатерина Якимова тата филологи наукисен кандидачӗ, ҫыравҫӑ Елен Нарпи юбиляр-ҫыравҫӑн литературӑри эткерлӗхӗпе паллаштарӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» истори очеркӗсен пуххине хӑтлама пухӑннӑ.
«Презентацире халӑх йышлӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма пахаланине ӳкерме Чӑваш телевиденийӗ те килме ӳркенмен. Шел те, кӗнекене вуласа тухнисем иккӗн ҫеҫчӗ залра: авторӗ хӑй тата редакторӗ – эпӗ. Кӑларӑмпа паллашма шантарнисем е килсе ҫитеймен, е очерксен пуххине шӗкӗлчеме ӗлкӗреймен иккен. Историксем те ҫукчӗ. Вӗсен хаклавне питӗ илтесшӗнччӗ Марина Карягина тележурналист тата ҫыравҫӑ. Ман шутпа, ку ыйту ыттисене те кӑсӑклантарчӗ. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ. Ҫавӑнпа мероприяти тӑршшӗпе ытларах Владимир Степановӑн калаҫма тиврӗ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри ушкӑнӗнче хӑтлава хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Владимир Степановӑн кӗнекин редакторӗ Ольга Иванова.
Пӗлтӗр Чӑваш Ен Правительстви республикӑри вулавӑшсене чӑвашла кӗнекесемпе пуянлатма 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗнекесене, пурӗ 15865 экземпляр, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ туяннӑ. Вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви сутнӑ.
Туяннӑ кӗнекесен авторӗсем – Геннадий Айхи, Георгий Краснов, Денис Гордеев, Николай Сидоров, Улькка Эльмен, Анатолий Емельянов, Станислав Сатур тата ыттисем. Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен алҫырӑвӗсен конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ ӗҫсене те туяннӑ. Кунта Юрий Сементерӗн «Параппанлӑ Митраппан», Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус», АраМишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекисене асӑнса хӑвармалла. Кашни вулавӑша наци кӗнеки 33-шер экземпляр лекнӗ, ҫавсенчен ҫуррине яхӑнӗ – ача-пӑча литератури.
Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ.
Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ.
Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Мускаври Некрасов ячӗллӗ вулавӑшра «СӑмахКун» чӑвашла калаҫу клубӗ ӗҫлет. Кун пирки Ахполат Турхан тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Мускаври хастарсем хальхинче ӑна ҫӗнӗ форматпа йӗркеленӗ.
«Паян пирӗн патра хӑна пулчӗ, Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) ӑсчах- чӗлхеҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗпе чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. Zoomра та трансляци пулчӗ. Кӑсӑклӑ лекци хыҫҫӑн ыйтусем ҫине хуравларӗ», – тесе пӗлтернӗ Ахполат Турхан.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Просто – душа. Живопись и графика Луизы Юманкка» курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне Генннадий Айхие (1934-2006) халаллӗҫ.
Экспозици хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художникӑн, Луиза Лисинан (1937-2021) ӗҫӗсенчен тӑрӗ. Вӑл Юманкка псевдонимпа усӑ курнӑ. Луиза Николаевна – Генннадий Айхин йӑмӑкӗ.
Луиза мӗн ачаран пӗрремӗш ушкӑнри инвалид пулнӑ. Пиччӗшӗ ӑна питӗ юратнӑ, йӑмӑкне халалласа сӑвӑсем ҫырнӑ. Чӑвашла та, вырӑсла та. 2002 ҫулта вӑл ун пирки: «просто – «душа»! — будто что-то имея от нас / внутренне-зрящее –», – тесе ҫырнӑ.
Луиза Юманкка иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ӳкерме тытӑннӑ. Импресси-ӳкерчӗкӗсене вӑл малтанласа тӑванӗсене те кӑтартман. Каярах унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ куравра паллаштарнӑ, кӗнеке те пичетлесе кӑларнӑ.
Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа тата асӑннӑ тӑрӑхри сумлӑ ҫын – Зоя Миронова – ҫуралнӑранпа 110 ҫитнине халалласа «Район историйӗнчи паллӑ ятсем» ярӑмпа «Человек мира – З.В. Миронова» (Тӗнче ҫынни – З.В. Миронова) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ.
Зоя Васильевна 1913 ҫулта Етӗрнере ҫуралнӑ. Вӑл СССРӑн чикӗ леш енчи элчи пулнӑ. Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗнче элчӗ тивӗҫне Етӗрне хӗрарӑмӗ чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пурнӑҫланӑ.
Пуҫламӑш класа Зоя Миронова Етӗрнере, аслӑ классене Шупашкарта вӗреннӗ, аслӑ пӗлӗве
Мускаври хими технологийӗн институтӗнче илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сайра тӗл пулакан металсен патшалӑх наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1950 ученӑйсен йышӗпе СССР патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Верховнӑй Совет депутачӗ пулна, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. 1959 ҫулта ӑна елчӗ пулма шаннӑ.
Шупашкарта вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн – ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ.
Вӑл – Маргарита Пыркина. Вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Маргарита Пыркина ҫурла уйӑхӗнченпе директорӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Маргарита Николаевна Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче 200 ҫултанпа ӗҫлет. 2020 ҫулта ӑна директорӑн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ун умӗн ку тивӗҫе Светлана Коледова икӗ ҫул пурнӑҫланӑ.
Йӗпреҫ районӗн вулавӑш системине кӗрекен тӗп библиотекӑра «Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫыннисем» кӗнекесен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑра кӑҫал ирттерекен Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Вулавӑша ҫӳрекенсем Чӑваш Ене чапа кӑларнӑ ҫынсем пирки ҫрнӑ материалсемпе паллашма пултарӗҫ. Пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта ҫыравҫӑсем, музыкантсем, театр деятелӗсем ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех спортсменсем, халӑх ӑстисем тата ытти ҫынсем пирки те пӗлме пулать.
Куравра «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотеки» кӗнеке ярӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнать, вӑл Чӑваш Енӗн 11 паллӑ ҫыннин пурнӑҫне тӗплӗн уҫса парать.
Уйрӑм кӗтес Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсене валли уйӑрса панӑ. Курава килекенсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Ҫемен Элкерпе, Социализмла ӗҫ Геройӗпе Антон Шордеевпа, Раҫҫей Паттӑрӗпе Леонид Константиновпа тата ыттисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ.
Йӗпреҫ районӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ курав ҫулталӑк тӑршшӗпе ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Хроники жизни и деятельности В. К. Магницкого: историко-биографическое издание» кӗнекене парнеленӗ. 2020 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене вулавӑша искусствоведени кандидачӗ Екатерина Ключевская парнеленӗ.
Асӑннӑ кӑларӑма Василий Магницкий (1839-1901) историк, этнограф, Хусан тӑрӑхӗнчи паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл пирӗн, чӑвашсен кун-ҫулне те нумай тӗпченӗ.
Кӗнеке авторӗ — Василий Магницкийӗн темиҫе йӑхри тӑванӗ Екатерина Ключевская.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |