Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫуран ҫӳрекенсем

Ҫул-йӗр
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Пешеход. Пешеходный переход» (чӑв. Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран каҫмалли вырӑн) рейд иртнӗ. Йӗркене пӑсакан водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те явап тыттарнӑ.

Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекен 100 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 55 ҫынна — ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паманшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/4780
 

Пӑтӑрмахсем
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан арҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 50 минутра пӗр арҫын хулари автовокзал тӗлӗнче ҫур урлӑ каҫнӑ. Пули-пулми вырӑнта мар. Пассажирсене иртсе ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнта. Арҫын ҫине «Нива» автомобиль пырса кӗнӗ.

Аманнӑ аҫынна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/82021
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче «Audi Q8» водителӗ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ пулнӑ.

Хӗрарӑм пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине машинӑсем авӑн уйӑхӗнче кӑна 38 хутчен пырса кӗнӗ. Инкексенче 2 ҫын вилнӗ, 36-ӑн суранланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/2097
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.

Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.

19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/2063
 

Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот
Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот

Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ.

48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ.

Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ.

Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CXL6N7DK39n/
 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал.

Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ.

Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?..

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та