Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫитӗнӳ

Спорт

Чӑваш ҫӗрӗн маттур хӗрӗ, Европа чемпионки Анжелика Сидорова Африкӑра иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мароккӑн тӗп хулинче «Бриллиантовая лига» (чӑв. Бриллиант лиги) ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑпа Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова та хутшӑннӑ.

Шӑчӑпа сикекен хӗр 4 метр та 77 сантиметра ҫӗннӗ. Ҫапла майпа пике 2020 ҫулхи Олимп вӑййине нормативне тултарнӑ. Сӑмах май каласан, ку вӑл — Анжеликӑн ҫак сезонти чи лайӑх кӑтартӑвӗ. Мароккӑн тӗп хулинче, Рабатра, иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗнче Анжелика Сидорова кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт

«Темӗнле мистика», — пӗтӗмлетнӗ Татьяна Акимова паян Раҫҫейӗн ҫуллахи биатлонӗнче ӑмӑртнин кӑтартӑвне Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче.

Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне 21-мӗш регион спортсменки Татьяна Акимова 21-мӗш номерпе старта тухнӑ. Финиша та вӑл 21-мӗш ҫитнӗ.

Татьяна Акимова Хохфильценра иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнине кура Чӑваш Ен Правительстви ӑна укҫан хавхалантарма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ_. Спортсменкӑна 75 пин тенкӗ пама, унӑн тренерне Анатолий Акимова 375 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑччӗ.

Аса илтерер, Хохфильнценра Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче бронза медале тивӗҫнӗччӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче хутӑш эстафетӑра ушкӑнпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.

Унсӑр пуҫне ЧР Правительстви Татьяна Акимовӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10 пин тенкӗ стипенди пама йышӑннӑ. Вӑл ӑна ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра топинамбур туса илме патент илнӗ. Унӑн хуҫи – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ.

Топинамбур туса илме малтан та патент пулнӑ-ха. Анчах хальхинче академи илни ҫак ҫимӗҫе ҫӗнӗлле туса илме май парать.

Ҫак ял хуҫалӑх культурине ҫӗнӗлле туса илмелли патент авторӗ – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн биоотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрин доценчӗ, ял хуҫалӑх академийӗн кандидачӗ Клим Данилов.

Топинамбура ҫӗнӗлле туса илмелли патента Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн изобретенийӗсен реестрӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче регистрациленӗ.

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патент 2034 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пырӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2020 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере теветкелленме кирлĕ мар. Аван мар лару-тăрăва лекме, пысăк укçа çухатма, çывăх çынсемпе вăрçăнма пултаратăр. Ку тапхăрта Сурăхсене илемлĕ роман кĕтет, унăн малашлăхĕ пур. Шăнса пăсăласран асăрханăр.

Авӑн, 21

1883
137
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
108
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
91
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
79
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
43
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
6
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org