Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Зеланди

Ӳнер

Ленинград блокади Ҫӗнӗ Зеландири укҫа ҫине куҫнӑ.

5 долларлӑ укҫана пирӗн ҫӗршывӑн историйӗнчи паллӑ пулӑма куҫарнӑ ҫын — Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче Монета тата медальер профессилле аслӑ шкулӗнче пултарулӑхне туптанӑ Асамат Балтаев. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Кун пирки «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх Idel.Реалии сайт пӗлтернӗ.

200 штук тиражпа кӑларнӑ укҫан пиччӗн енче Аслӑ Британи патша майрин Иккӗмӗш Елизаветӑн портречӗ сӑнланнӑ. Портрета Иен Рэнк-Бродли ӑсталанӑ. Сулахай енне Чехин Монета картишӗн элемне ӳкерсе хунӑ. Тӳнтер енне Ленинграда тӑшманран авиаци хӳтӗленине ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.idelreal.org/a/28050463.html
 

Тӗнчере

Ҫӗнӗ Зеландинре вырнаҫнӑ Туапо вулканлӑхӗнчи вӗри шывӗнче ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисем чылай пулнине палӑртнӑ. Кӑна АПШ-па Ҫӗнӗ Зеландин ӑҫчахӗсем геотермаллӑ шӑтӑксенчи тӑпрана тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шыври хаклӑ металсен концентрацине виҫнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисен шайӗ питӗ пысӑк пулнӑ — миллиардра ылтӑнӑн 20 пӗрчӗ тупӑннӑ, кӗмӗлӗн вара — 2000 пӗрчӗ. Хаклӑ металсене пуҫтарма пуҫлас пулсан ылттӑнне илсен кӑна ку ҫулталӑк хушшинче 2,7 миллион доллар тупӑш кӳме пултарать иккен.

Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх геотермаллӑ шывран ылтӑна кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнакан унашкал технологисем те ҫук. Ҫавах та мелне тупайсан ку Ҫӗнӗ Зеландие пуйма пулӑшӗ. Ӑсчахсем вӗри шывпа ылттӑна пӗрӗхтерекен пурӗ 6 шӑтӑк тупса палӑртнӑ.

 

Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать.

Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси.

Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ.

Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2021 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Харпăр пурнăçра лăпкăлăх çитет. Хăвăра алăра тытăр, унсăрăн каллех лăпкăлăх пĕтĕ. Ку эрне çĕнĕ плансем тума, вĕсене пурнăçласси пирки шухăшлама лайăх. Анчах хăвăр тĕллевĕрсем пирки никама та ан калăр. Ку сирĕн вăрттăнлăх пултăр.

Ҫу, 11

1931
90
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
78
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
55
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1580+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org