Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗньял-Покровски

Персона

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать.

Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ.

Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн.

Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать.

 

Культура Хуткупӑслӑ арҫын. Чӑваш ӳнер музейӗнчи ӳкерчӗк
Хуткупӑслӑ арҫын. Чӑваш ӳнер музейӗнчи ӳкерчӗк

Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи информаципе культура центрӗнче хуткупӑспа калакансен тата такмак ӑстисен районти фестиваль-конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ иртнӗ. «Янӑра, чӑваш хуткупӑсӗ» ят панӑскере Леонид Ефремов хуткупӑс ӑстине халалланӑ.

Ӑна кӑҫал пуҫласа ирттермеҫҫӗ-ха. Фестивале ӑстан мӑнукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи «Шинер» фольклор коллективне ертсе пыракан Дмитрий Ефремов аслашшӗн ятне асра тытса пуҫарнӑ.

Суйлав турне районӗпех пухӑннӑ. Тӳресене чи пултаруллисене суйлама ҫӑмӑл пулман теҫҫӗ. Финала Сарапакассинчи Юрий Андреев тата «Савнӑ ен» коллектив, Ҫӗньял-Покровкинчи Виссарион Андреев, Владислав Степанов, Эдуард Попов тата Мария Иванова, Янӑш ял тӑрӑхӗнчи Сергей Григорьев тата Альбина Александрова, Вӑрман Ҫӗктерти «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Шемшер ял тӑрӑхӗнчи Александр Ильин тухнӑ. Вӗсен концерчӗ эрнекун районти культура ҫуртӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

 

Персона

Чӑваш театрне юратакансем Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн Владимир Семенова аван пӗлеҫҫӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, чылай чухне вӑл кӑрарах чунлӑ ҫынсен рольне калӑпланӑн туйӑнать. Тепӗр тесен, ун йышши рольсем ӑна ҫывӑхрахӑн туйӑнаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче те куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртаҫҫӗ унпа гастрольте пулнисем.

Владимир Валентинович — Шупашкар район ҫынни. 1949 ҫулти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри (ун чух Питӗр хулине ҫапла каланӑ та) музыкӑ театрӗпе кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Ҫак ҫулсенче миҫе роле калӑпланине Владимир Семенов картса пынӑ-ши — калама хӗн. Хальтерех вылянисенчен «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп»-ри Летяева, «Чухӑнлӑх инкек мар»-ти Коршунова тата ыттине асӑнма пулать.

1989 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артсичӗ ят панӑ, 16 ҫул вӑл чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ акӑ тата тепӗр хисеплӗ ят: Владимир Семенов — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.02.2020 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере таврарисем сирĕнпе кăсăкланĕç, калаçасшăн тăрăшĕç. Ĕçре çĕнĕ шухăшсемпе усă курни пысăк кăтартусем тума май парĕ. Суя-элекран асăрханăр.

Нарӑс, 18

1939
81
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тенчерен уйрӑлнӑ.
1949
71
Кервен Василий Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1964
56
Егорова Валентина Михайловна паллӑ чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1985
35
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org