Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкул

Вӗренӳ

Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑххӑрмӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» вӗренӳпе вулав кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл 3700 экземпляр тиражпа пичетленнӗ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Виталий Станьял (Никитин), Евгений Майков, Ольга Вишнева тата Геронтий Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ. Редакторӗ – Алина Майорова.

«Тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӑвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗренме палӑртнӑ», – тесе пӗлтернӗ умсӑмахра.

Пӗтӗмпе кӗнекере сакӑр пысӑк пай. «XXI ӗмӗрти чӑваш литератури» пайра, сӑмахран, вӗренекенсем Анатолий Хмыт, Валерии Туркай тата Марина Карягина пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.

Кӑларӑм вӗҫне литература ӑнлавӗсен сӑмахсарӗ вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ачасене аслисен ӑнланӑвӗ кирлӗ
Ачасене аслисен ӑнланӑвӗ кирлӗ

Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти 13 ҫулти арҫын ача тупӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗкӗт чиперех, таса сывах, ҫухалнӑ хыҫҫӑн ӑна никам та кӳрентермен.

Аса илтеретпӗр, ача шкула амӑшӗпе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче аслипе иккӗшӗ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл шкултан пӑрахса кайнӑ.

«Прогород» хаҫат ача шкула каяс килменнишӗн амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнсе тарнине, килте унӑн йӑлтах йӗркеллине пӗлтернӗччӗ те, анчах ырӑран ырӑ шырамаҫҫӗ тесе ахальтен каламан-тӑр. 13-ри каччӑна амӑшӗ ҫавӑтса утни те тепӗр ҫыншӑн тӗлӗнтермӗш пек туйӑнать-тӗр. «Мана никам та ӑнланмасть», — тесе каланӑ-мӗн те ача, ахальтен тухман пулӗ ӗнтӗ ку сӑмах...

 

Раҫҫейре

Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ.

Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат.

«Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман.

 

Вӗренӳ Анастасовӑри шкул
Анастасовӑри шкул

Пӑрачкав районӗнчи шкулсене суд хушӑвӗпе килӗшӳллӗн видеосӑнавпа тивӗҫтерӗҫ. Кун пек тавӑҫпа асӑннӑ район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Лере прокуратура ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫапла вара Анастасово, Кудеиха, Напольнӑй шкулӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Семеновскинчи шкул суд йышӑну кӑларасса кӗтсе ларман – прокурор ыйтнине пурнӑҫланӑ.

Суда ҫитиччен прокуратура районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Видеосӑнав пурри терроризмран сыхлама пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Суд йышӑнӑвне вӗренӳ учрежденийӗсен кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=112408
 

Республикӑра Юрий Кислов депутат
Юрий Кислов депутат

Ку акцире теприсем, тен, политика сӗмӗ те асӑрхӗҫ-тӗр. Ҫапах та шухӑшӗ ырӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти тата вырӑнти политика канашӗсем пуҫранипе кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех «Тӑван шкул» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ – вӗренӳ учрежденийӗсенчи спорт залӗсем валли услови туса парасси. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗн вӑхӑтне 2014–2016-мӗш ҫулсем таран тесе палӑртнӑ.

Ырӑ ӗҫе кирек кам та хутшӑнма пултарать. Улатӑр районне илсен, ун пек тӗслӗхе Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Кислов кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван, Кувакинӑри шкулӗн спорт залне юсама 50 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Вӗрентекен пурнӑҫӗ хальхи саманара ҫӑмӑл теме ҫук. Уроксене хатӗрленесси, тӗрлӗрен хут ӗҫӗ тӑвасси, уроксем хыҫҫӑн ачасене канӑвне йӗркелесси тата... — вуншар-вуншар ыйту тухса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй пӗлӗвне ӳстересси те чи ҫивӗччисенчен пӗри. Ӑна ниепле те аякка хӑварма пулмасть — кунта вӗрентекенӗн кулленхи пурнӑҫӗ, шалӑвӗ, ҫемье пуласлӑхӗн тӗп пайӗ.

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан вӗрентекенсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе нумай пулмасть ҫӗнӗ тетелти журнал тухрӗ. Вӑл «Шкулта» ятлӑ, http://shkul.su адреспа вырнаҫнӑ.

Владимир Андреев, тӗтелти журнала ҫутта кӑлараканӗ каланӑ тӑрӑх чӑвашла интернет журнал кӑларас ӗмӗт унӑн тахҫанах пулнӑ. «Халӗ ку ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Паллах, журнал пӗтӗмпех шкул тата шкул таврашӗнчи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑскер пулӗ», — тет вӑл 1-мӗш кӑларӑмӑн кӳртӗм пайӗнче.

«Шкулта» журналпа пурте тӳлевсӗр паллашма, унти материалсене хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма пултараҫҫӗ. 1-мӗш кӑларӑмра, сӑмахран, чӗлхе урокӗсенче словарьсемпе усӑ курасси пирки, шкул ачисен тӗпчев ӗҫӗсене йӗркелесси пирки, чӑваш литературине вӗрентмелли урок тӗсӗсене, глюкоза пирки, чӑваш чӗлхи кун-ҫулӗ пирки пӗлме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 27

1891
130
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1900
121
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1906
115
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
96
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1939
82
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org