Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче туристсене налук тӳлеттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те ку темӑна хускатнӑ. Анчах республикӑн экономкиа аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов ҫав шухӑша ырласах кайманни сисӗнет. Кун пирки вӑл Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хушма налук тени илемлӗ янӑрать. Ҫитменнине тата федераци шайӗнчи ӗҫтешсем ҫав налука регионсенче хӑварса ӑна муниципалитетсенче туризм инфраструктурине аталантарма яма ирӗк парасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр тӳнтерлӗх те пур», — тесе шухӑшлать министр.
Ҫав налук отельерсемпе кану бази тытакан усалмҫӑсене епле витӗм кӳнипе пӗрлех туристсем епле йышӑнасси пирки те шухӑшласа пӑхмалла тесшӗн Дмитрий Краснов. Тепӗр ҫыншӑн талӑкра тепӗр ҫӗр тенӗ тӳлеме тивни тем мар пек те тепри вара вӑл укҫана хӗрхенӗ те кӳршӗллӗ Мари Элта ҫӗр каҫас тейӗ. «Туризм налукне пирӗн тӗплӗ шухӑшласа йышӑнмалла», — тенӗ министр.
Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать.
Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ.
Чӑваш Енпе Гагауз Республики килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки пирӗн тӑрӑхпа асӑннӑ регион Питӗрти экономика форумӗнче килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Туслӑ ҫыхӑну суту-илӳпе, туризмпа ҫыхӑнӗ.
Пире гагаузсемпе пӗрлештерекенни чӑвашсем те, гагаузсемте тӗрӗк этнос ушкӑнне кӗрет.
Олег Николаевпа Евгения Гуцул чӑваш ҫӗрӗнче гагауз культурин кунӗсене ирттерессине, Молдова йышӗнчи ҫав республикӑра тӗл пулассине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре туристсем йышлӑ килсе ҫӳренине кура номе фондне пысӑклатса пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи карлач-нарӑс уйӑхӗсенче хӑна ҫурчӗсенче чарӑннӑ туристсен шучӗ пӗтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен 28 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экотруизм валли ҫӗнӗ вырӑнсене кӑҫал Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Красноармейски тата Канаш муниципаллӑ округӗсенче уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 235 номерӗ 165 ҫурт туса лартмалла.
Раҫҫейре пурӑнакансем ҫершыври чи лайӑх 30 паллӑ вырӑна суйланӑ. Вӗсене «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳреврен ытларах) программӑна кӗртӗҫ. Чи лайӑххисен списокне Шупашкарти кӳлмек те лекнӗ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ.
Ҫершыври паллӑ вырӑнсен «От южных морей до полярного края» (чӑв. Кӑнтӑрти тинӗссенчен пуҫласа поляр тӑрӑхӗ таран) Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен федераци агентстви ирттернӗ. Ҫентерӳҫӗсене виҫӗ номинацире суйланӑ: «Гордость моей страны» (чӑв. Манӑн ҫӗршывӑмӑн мӑнаҫлӑхӗ), «Атмосфера моей компании» (чӑв. Манӑн компанин атмосфери) тата «Мечта моего сердца» (чӑв. Манӑн чунри ӗмӗт).
Конкурса Шупашкарти кӳлмек, Амӑшӗн палӑкӗ, Муркаш районӗнчи авалхи юманлӑх, Мӑкӑр кӗперӗ, «Кайӑк вӗсевӗ» таврана пӑхмалли вырӑн хутшӑннӑ.
Шупашкартан Муркаш ҫити экологи сукмакӗ уҫасшӑн.
Туризм маршручӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗ. Паллашмалли унта вара, чӑн та, пур.
Ҫак эрнере Муркаш муниципаллӑ округӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Елена Дымза пулнӑ. Вырӑнти администрацире пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Зоя Дипломатовӑпа вӗсем экологи сукмакне кӗртнӗ объектсене тишкернӗ.
Экомаршрута авалхи чӑваш юманне, шыв сиккине, страус фермине, Ильинкӑри вӑтам шкула тата «Юман» кафене кӗртнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поехали!» кӑларӑм ертӳҫисем Мария Осадник тата Евгений Покровский Чӑваш Енре пулӗҫ. Вӗсем кӑларӑмра республикӑри туризм аталанӑвне кӑтартасшӑн.
Чӑваш Енри туризм аталанӑвӗн агентстви телеертӳҫӗсем валли ятарлӑ маршрут хатӗрленӗ. Унта чӑваш кухнине, культура, спорт тата кану мероприятийӗсене, экскурси кӗртнӗ.
Чӑваш Енри туризм пирки ӳкернӗ кӑларӑм 45 минута тӑсӑлмалла.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.
Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури умӗн Шупашкарта тӳлевсӗр экскурсисем ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче хулан тӗп тата историлле пайӗсемпе паллашарӗҫ.
Тӳлевсӗр экскурсисем раштавӑн 30-мӗшӗнче 9 тата 13 сехетре, кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсенче 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехет те 30 минутра, кӑрлачӑн 4 тата 4-мӗшӗсенче 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехетре пуҫланӗҫ.
Экскурси маршучӗ ҫапларах: Арбат (Ефремов купса бульварӗ), Хӗрлӗ лапам, ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли кӗпер, Константин Иванов скверӗ, Мускав ҫыранӗ.
Ушкӑнра 20 ҫынтан ытла пулмӗ. Ҫав йыша лекес тесен 8 (8352) 23-20-34, 23-20-36 телефон номерӗсемпе раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |