Шупашкарта куҫ микрохирургийӗн музейне уҫасшӑн. Вӑл С.Н. Фёдоров академикӑн «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн Шупашкарти филиалӗнче пулӗ. Музея уйрӑм вырнаҫнӑ нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫуртра уҫӗҫ.
Музей уҫас пирки Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов телеграм-каналта пӗлтернӗ.
Асӑнна филиал — пысӑк шайри офтальмологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫӗршыври тӗп центрсенчен пӗри. Пӗлтӗр унта 38 пин ытла операци тунӑ. Филиал 37 ҫул хушши ӗҫленӗ вӑхӑтра филиал тухтӑрӗсем пулӑшнипе 900 пин ытла ҫын лайӑхрах курма пуҫланӑ.
Дмитрий Краснов шухӑшланӑ тӑрӑх, микрохирурги музейӗ туристсене те илӗртме пултарӗ. Космонавтика тата трактор историйӗн музейӗсенчен халӑх татӑлмасть-ҫке.