Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: таркӑнсем

Пӑтӑрмахсем

Чулхула тӑрӑхӗнчи пакунлисем преступлени тунӑ тесе шутланипе икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Пӗрне, аслӑраххине, — Совет районӗнче. Теприне, вунӑ ҫул кӗҫӗнреххине, — Дзержинскра.

Пакунлисенчен тарса ҫӳренӗ арҫынсем Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе пӗлтернӗ маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче.

Таркӑнсем ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Усал ӗҫе Чӑваш Республикинче тунӑ.

Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви шыранӑ. Киров тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ арҫынсем Чулхула тӑрӑхне ҫитнӗ. Унта чарӑннӑ. Иккӗш икӗ ҫӗрте ҫӳренӗ. Ҫавах вӗсем пакунлисен аллине ҫакланнӑ. 1982 ҫулта ҫурални те, унран кӗҫӗнрех тусӗ те. Вӗсене ҫӗркаҫ тытса чарнӑ. Таркӑнсене Чӑваш Республикинчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ.

Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.

Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.

 

Политика

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче "Изменение миграционного законодательства РФ и вопросы профилактики межнационального, межрелигиозного экстремизма на законодательном уровне" (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче миграци законодательствине улӑштарасси тата религипе, наци ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ экстремизм профилактикин ыйтӑвӗсем) темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Живов хутшӑннӑ.

Ҫавра сӗтеле пухӑннисем умӗнче Питӗрте нацисем хушшинчи хутшӑнусемпе тата миграци политикине пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Олег Махно, РФ Патшалӑх Думин конституци законодательстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Владимир Плигин хутшӑннӑ. Канашлурисем миграци законодательствине сӳтсе явнӑ май таркӑнсен ыйтӑвне те хускатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ.

Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ.

Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66113
 

Республикӑра

Чӑваш Енре колонирен тарнӑ ҫынна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Ку иртнӗ шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулнӑ.

Александр Ладин Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш поселени колонийӗнчен тарнӑ. Вӑл хӑй Чулхула облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Йӗплӗ пралук леш енне ҫынна хӗненӗшӗн 8 уйӑхлӑха лекнӗ.

Колонире унӑн тепӗр икӗ уйӑх лармалли юлнӑ. Александр Ладин унччен те судпа айӑпланнӑ. Хӑй 48–53 ҫулсенчи пек курӑнать. Куҫӗсем ҫутӑ кӑвак, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑл тӗттӗм тӗслӗ кофта, шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Александр Ладина куракансене 02 е 62-05-91 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки пӗлтерме УФИНӑн Чӑваш Енри чаҫне 39-08-50 номерпе те шӑнкӑравлама пулать.

 

Пӑтӑрмахсем kolpinonews.ru сайтри сӑн
kolpinonews.ru сайтри сӑн

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, Улатӑрти психоневрологи интернатӗнчен 42 ҫулти пациент тарнӑ. Интернат ӗҫченӗсем пациента хӑйсем тӗллӗн шыраса пӑхнӑ — усӑсӑр.

Ҫапла полицейскисенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Таркӑна шырамашкӑн оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑн тата медицина ӗҫченӗсем пациента ҫынсем «Улатӑр – Канаш» автоҫул ҫывӑхӗнче, Атрать ялӗ патӗнче, курнине палӑртнӑ.

Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын машинӑсене асӑрхасан вӑрмана кӗрсе тарнӑ. Шырав ушкӑнӗ ҫийӗнчех вырӑна кайнӑ.

Полицейскисем ятарласа вӗрентнӗ шырав йыттипе вӑрмана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Таркӑна темиҫе сехетрен тупнӑ.

Халӗ 42 ҫулти арҫынна каялла интерната илсе кайнӑ, ӑна медицина ӗҫченӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Судран тарнӑ арҫын
Судран тарнӑ арҫын

Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ.

Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org