Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри мӗнпур районта этнографи диктантне ҫырассине Чӑваш халӑх сайчӗ https://www.chuvash.org/news/23374.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: ку акци Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем пирки мӗн пӗлнине тӗрӗслеме май парать.
Пирӗн тӑрӑхра унта 3179 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 53 лапамра диктант ҫырнӑ. Регионти вӑтам балл 57,8-пе танлашнӑ. Диктант ҫырнисен вӑтам ҫулӗ — 27. Чи асли 81 ҫулта, чи кӗҫӗнни 8-та пулнӑ.
Диктант 30 ыйтуран тӑнӑ: 20-шӗ — федерацин пур субъекчӗ валли пӗр йышшисем, тепӗр 10-шне регионсен хӑйне евӗрлӗхне шута илсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве тӗрӗслеме 45 минут панӑ. Хуравсемпе 100 балл пухма май килнӗ.
Хӑйсен пӗлӗвне хаклас тесен диктант авторӗсем Пысӑк этнографи диктанчӗн официаллӑ сайтӗнче www.miretno.ru онлайн-мелпе ҫырма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ.
Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал пуҫласа юридици диктантне ҫырӗҫ. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн йӗркелет. Хӑйне евӗр акцин тӗп тӗллевӗ — ҫынсен юридици пӗлӗвне тӗрӗслесси.
Пӗтӗм Раҫҫейри юридици диктанчӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехетре пуҫланать. «Апла пулсан, Хабаровскра 17 сехетре парттӑ умне ларӗҫ, Калининградра — ирхи 9-та», — хыпарлать кун пирки «Российская газета» хаҫат.
Раҫҫейри Юристсен ассоциацийӗн правленийӗн ертӳҫи Владимир Груздев ҫынсен грамматика йӑнӑшне мар, право ӑс-тӑнне хаклассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ку диктанта ӑҫта тата епле ирттересси пирки ӑнлантарса панине хальлӗхе асӑрхама май килмерӗ. Ӗнер юристсемпе иртнӗ «ҫавра сӗтелте» ку диктант пирки те асӑннӑ.
Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ.
Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ.
«Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев.
Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть.
Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ.
Ҫапла хаксемпе Раҫҫей социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗн профессорӗ ӗҫленӗ. «Пиллӗк» паллӑ илес тесен студентсен пин тенкӗ кӑларса хумалла пулнӑ, «тӑваттӑ» илме — 800 тенкӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштавӑн 9-мӗшӗнче хайхискер пиллӗк студентран пурӗ 4,8 пин тенкӗ илнӗ. «Кӗмӗл» шеллеменнисем — «Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе прави» предмета лайӑх паллӑпа тытасшӑн ҫунакансем.
Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ те, анчах ку каларӑш хальхинче тӳрре килмен темелле. Тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн преподавателе 150 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне юратнӑ ӗҫре унӑн ҫулталӑк ӗҫлеме май килмӗ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |