Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: предпряитисем

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче Гагарин кӗперӗн ҫуррине юсаса пӗтернӗ. Паян ҫавна уҫнӑ. Халӗ юсав ӗҫӗ кӗперӗн тепӗр ҫурринче пуҫланнӑ.

«Ӗҫе епле пурнӑҫланине хам тӗрӗслерӗм – подрядчик лайӑх тимленӗ», – пӗтӗмлетнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов хӑйӗн Telegram-каналӗнче.

Объектра Чӗмпӗрти «Универсал» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Компани кӗперӗн пӗр пайне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен юсаса пӗтерме шантарнӑ, иккӗмӗш тапхӑрне – 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен. Пӗрремӗш тапхӑра вал маларах та вӗҫленӗ.

Гагрин кӗперне 1974 ҫулта тунӑ. Ӑна тӗплӗн юсама 801,1 миллион тенкӗ уйарнӑ.

 

Экономика

Парӑма кӗрсен тухма йывӑр ҫав. Ҫӗмӗрле хулинче вырнаҫнӑ «Шумерлинские городские электрические сети» (чӑв. Ҫӗмӗрле хулинчи электричество сечӗсем) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ 2012-2014 ҫулсенче пухнӑ парӑмсемпе паян кун та татӑлса пӗтеймест. Предприятин счечӗсене арестленӗ. Предприяти хӑйне панкрута кӑларма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Тавӑҫ Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче выртать.

Паян Ҫӗмӗрле хулипе районӗнче Чӑваш Ен промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев пулнӑ. Вӑл вырӑнти тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, маларах асӑннӑ МУПри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Сергей Лекарев вырӑнти тӳре-шарапа унитарлӑ предприятийӗнчи лару-тӑрӑва татса памалли майсене тишкернӗ.

 

Ҫул-йӗр
Канашри Ильич урамне юсаҫҫӗ
Канашри Ильич урамне юсаҫҫӗ

Канашри Ильич урамне кам юсаса ҫӗнетессине тинех палӑртнӑ. Унта тухса тӑракан «Канаш» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, ӑнланманлӑх икӗ ҫул тӑсӑлнӑ. Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодорӑн» Канашри территорири учрежденийӗ вырӑнне хула администрацийӗ урӑх подряд организацине палӑртнӑ: «Ремис» халӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫула хулан ҫуралнӑ кун тӗлне, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗш вырсарни кунӗ тӗлне, юсаса пӗтересшӗн.

Канашри хӑш-пӗр урамри ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Хулари ҫул-йӗр ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернӗ чух та вӑл тӑрӑхри журналист хускатнӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсем тата хӑш-пӗр блогер Ильич урамӗнчи ҫула саплама хӑй вӑхӑтӗнче ачасем хӑйӑр йӑтнине ҫырнине те эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 05

1931
95
Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
2016
10
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та