Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: миграци

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти усламҫӑ хӗрарӑма саккуна пӑхӑнманшӑн явап тыттарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн суту-илӳ павильонӗнчи ӗҫе вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

Хайхи хӗрарӑм кӑҫал пуш уйӑхӗнче ют ҫӗршыв ҫыннине ӗҫе илнӗ, анчах кун пирки миграци службине пӗлтерме маннӑ. Унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвӗ те алӑ пуснӑ. Миграци службине даннӑйсене вӑхӑтра паманни вара ура хунӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. Судья вӑл айӑплӑ тесе палӑртнӑ, приговорпа килӗшӳллӗн, усламҫӑн суту-илӳ павильонне вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57339
 

Статистика

Чӑвашстат пирӗн республикӑри миграци лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫалхи икӗ уйӑха: кӑрлачпа нарӑса — тишкернӗ.

Кӗске ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7035 ҫын тухса кайнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта ку йыш 777 ҫын сахалтарах пулнӑ. Хуларине илсен, унта пурӑнакансем те куҫса ҫӳреҫҫӗ-ха, ҫапах та килен-каян йышӗпе пӑхсан унта йыш катӑлни сисӗнмен. 499 ҫын хушӑнни вара палӑрать.

Республикӑпа пӗтӗмӗшле илсен, каякансен шучӗ пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 6 хута яхӑн ӳснӗ.

Чӑвашстатӑн таблицине тишкерсен, ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне тухса кайни сисӗнет. Ют ҫӗршыва каякансем тата унтан килекенсем те пур. Инҫетри чикӗ леш енне 32-ӗн кайнӑ, 61 ҫын килнӗ.

 

Статистика

Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Шупашкар районӗнче регистраци йӗркине пӑснӑ 79 ҫынна тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ шутран 42-шӗ регистрациленмесӗр пурӑннӑ, 37-шӗ хӑй патӗнче ҫын пурӑннине миграци службине саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӗлтермен. Вӗсене пурне те явап тыттарнӑ иккен.

Явап пирки каласан, ҫынна ячӗшӗн регистрацие тӑратнишӗн те пуҫран шӑлмаҫҫӗ. Куншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 322-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпех айӑплама пӑхса хӑварнӑ. Сӑмахран, 100 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине виҫӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ виҫе таран штрафлама саккун ирӗк парать. Асӑннӑ тапхӑрлӑх ирӗксӗр ӗҫлеттерессине унта пӑхса хӑварнӑ. Унтан та ытларах — саккуна пӑссан ирӗкрен те хӑтарма пултараҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Украина ҫыннисем хӑйсен ҫӗршывӗнчен тухса кайиччен ӗҫлӗ хутсене сутса хӑвараҫҫӗ имӗш. Ку хыпара Вести-Украина портал пӗлтернӗ тӑрӑх BMF.ru бизнес-хыпарсен порталӗ хӑйӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Вести-Украина ҫынсем идентификаци кочӗсемпе ҫурални ҫинчен калакан хут таранах сутса хӑвараҫҫӗ пулать. Мӗнпур хут пуххишӗн 2200 доллар ыйтаҫҫӗ имӗш.

«Чикӗ енне кайнӑ май хамӑн Украина паспортне сутатӑп. Паспорт таса. Кредит тавраш ҫук. Мӗнпур база витӗр кӑларнӑ. Йӳнӗ хакпах паратӑп», — ҫакӑн пек ҫырнӑ иккен пӗлтерӳсенчен пӗринче.

Юристсен шучӗпе ют ҫын хучӗсем улатвҫӑсемпе преступлени тунӑ ҫынсене кӑна кирлӗ пулма пултараҫҫӗ. Ҫӗршывран тарма пуҫтарӑннӑ политиксемпе усламҫӑсем те ют ҫын паспорчӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен правӑна сыхлакансем.

Федерацин миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Раҫҫейре 2,6 миллион Украина ҫынни вырӑн тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.bfm.ru/news/294054
 

Статистика

Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра миграци иксӗлӗвӗ 1433 ҫынпа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан ку вӑл 895 ҫын нумайрах. Статистсем кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе те танлаштарса пӑхнӑ. Асӑннӑ тапхӑртинчен ку кӑтарту 90 ҫын ытларах иккен.

Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра пирӗн республикӑран 13972 ҫын тухса кайнӑ. Пӗлтӗр ун пек шухӑш тытнисем 11975 ҫын тупӑннӑ.

Каякансемпе пӗрлех Чӑваш Ене килекенсем те пур. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 12539 ҫын килнӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, 11137 ҫын ку тӑрӑха суйласа илнӗ.

Ҫынсем унта-кунта куҫса ҫӳренине илсен, хамӑр республикӑрах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса каякансем тата тепӗр региона куҫакансемпе вӗсенчен килекенсем йышлӑ-мӗн. Чӑваш Енрен, акӑ, Раҫҫейӗн урӑх субъектне 5379 ҫын тухса кайнӑ, пирӗн тӑрӑха 3243 ҫын килнӗ. Хамӑр тӑрӑхра тӗпленнисем те пурӑнмалли вырӑна улӑштараҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта ун пеккисем 1433 ҫын пулнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхра ун пек утӑма 538 ҫын тунӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2020 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку таранччен медитаци техникине вĕренмен тĕк халĕ шăпах çакна тума вăхăт. Çитес вăхăтра нумай ĕçлеме тивĕ, çавăнпа канмалла та пулĕ. Хула тулашне пĕчченех канма кайăр. Ку эрнере нимĕн те ан шантарăр – сăмаха тытмасан та пултаратăр.

Ҫӗртме, 05

1921
99
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org