Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: видеосем

Кӳршӗре

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртне халӑх нумаййӑн пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ун чухне «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн Петӗр Хусанкай сӑввипе ҫырнӑ «Мунча шӑрши» юрӑ клипӗн хӑтлавне ирттернӗ.

«Сувар» хаҫатра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал клип чӑвашсен хальччен пулман теме те юрать. Ҫав кун чи малтан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ В.Казаков тухса калаҫнӑ, Хусан чӑвашӗсене ырӑ сунса саламланӑ.

Клипа хӑтличчен малтан унӑн историйӗпе «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев паллаштарнӑ. Петӗр Хусанкай, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑскер, ҫав сӑвва 1943 ҫулта ҫырнӑ. «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ҫак сӑвӑпа паллашнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ. Юрӑ 2014 ҫулхи кӗркунне ҫеҫ «пиҫсе» ҫитнӗ.

Ушкӑн ертӳҫи Алексей Наумов композитор сӑвва юрра хывасси ҫӑмӑл пулманнине пытармасть. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш литературин классикӗн сӑввине кашни ҫынна килӗшмелле юрра хывмалла. «Ӑшра пиҫсе ҫитнине туйсан лартӑм та пилӗк минутрах кӗвӗлерӗм, анчах унтанпа нумай хутчен ылмаштарма, мӗн-тӗр хушма, ытлашшине кӑларма тиврӗ», — тенӗ Алексей Наумов «Сувар» хаҫата.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5930.html
 

Чӑваш чӗлхи

Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр. Чыслав 16:00 сехетсенелле Чӑваш наци вулавӑшӗнче пуҫланмалла. Ку кун 15:00 сехетре малтан «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке хӑтлавӗ иртет, ун хыҫҫӑн — ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Икӗ мероприяти пӗрле иртнӗрен 15:00 сехет тӗлте те ҫитме май пур.

Кам мала тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ: 11 ушкӑнра пурӗ 33 ачана, ҫамрӑка тата аслине палӑртнӑччӗ. Хаклава тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ирттернӗччӗ.

Мала тухнисене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/5644.html
 

Чӑваш чӗлхи

Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр.

Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса Тутарстанри чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах.

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ.

Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр.

Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ конкурс пуҫарни пирки пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Хыпара тӗрлӗ шкулсене ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Ак, малтанхи ӗҫсем ҫите пуҫларӗҫ те ӗнтӗ.

«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса чи пӗрремӗш Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗн ачисем хутшӑнчӗҫ теме пулать. «Шкул ТВ» каналта эсир Александр Ильин Яков Ухсайӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вуланине тата Анастасия Алексеева Любовь Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине илемлӗ шӑрантарнине курма пултаратӑр. Александр — 7 класс ачи, Анастасия вара 5-мӗш класа ҫӳрет. Ачасен ертӳҫи: чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Никитина Людмила Валериановна.

Ҫавӑн пекех аслисем хушшинче Олег Михайлович Цыпленков Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвва тата Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн ӗҫченӗ Антонина Андреева Владимир Андреевӑн «Чӑвашла пуплер» сӑвва вуланисемпе паллашма пулать.

Эсир те хутшӑнсан ҫак ӑмӑрту чӑн та пысӑк шайра пулӗ! Ан вӑтанӑр, ырана ан хӑварӑр!

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — ҫӗнӗ конкурс пуҫаратпӑр! Вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ пулӗ!

Видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хуть те хӑш ӳсӗмрисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем та, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те. Видеокамера умӗнче сирӗн чӑваш чӗлхине халалланӑ, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ сӑвва вуламалла ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра видео ӳкерекен хатӗрсем чылай пулнине шута илсен — смартфонпа та, видеокамерӑпа та, ахаль телефонпа та тума пулать — ку сирӗншӗн йывӑрлӑх пулмӗ тесе шутлатпӑр. Видеосӑвӑсене эпир вулав ӑсталӑхӗ, видео пахалӑхӗ тата фон пахалӑхӗ тӑрӑх 1–10 балл парса хаклӑпӑр. Хаклакансен йышӗнче «Сӑвар ТВ» ӗҫченӗсем, Надежда Кириллова артистка тата ыттисем пулӗҫ.

Сӑвӑ вуланӑ видеона сирӗн пӗр-пӗр видеохостинга хӑвсамӑрӑн вырнаҫтармалла пулӗ, пире, ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ҫав видео каҫмине кӑна ярса памалла. Йывӑрлӑхсем пулсан civmih2@narod.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org