Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.05.2014 21:57 | 1668 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр. Чыслав 16:00 сехетсенелле Чӑваш наци вулавӑшӗнче пуҫланмалла. Ку кун 15:00 сехетре малтан «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке хӑтлавӗ иртет, ун хыҫҫӑн — ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Икӗ мероприяти пӗрле иртнӗрен 15:00 сехет тӗлте те ҫитме май пур.

Кам мала тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ: 11 ушкӑнра пурӗ 33 ачана, ҫамрӑка тата аслине палӑртнӑччӗ. Хаклава тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ирттернӗччӗ.

Мала тухнисене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр.

#Сӑвар ТВ, #Шкул ТВ, #конкурссем, #Чӑваш ачи сассуна пар, #видеосем, #наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/5644.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем