Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Янту

Тӗн
cheb-eparhia.ru  сайтри сӑн
cheb-eparhia.ru сайтри сӑн

Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов.

 

Пӑтӑрмахсем
Мария Денисова тунӑ сӑн
Мария Денисова тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.

Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.

Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.

Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54399
 

Ял пурнӑҫӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Янту ялӗ
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Янту ялӗ

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртампа Шупашкар районӗнчи Янту ялӗсене кӑҫал пӗтӗмӗшле тата пур енлӗ аталантарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.

Асӑннӑ ялсене конкурс ирттерсех суйласа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма хыснаран укҫа-тенкӗ илес шухӑшлисем татах пулнӑ-ха. Анчах тупра пурне те харӑс лекеймӗ. Кӑҫал, ав, Шӑнкӑртампа Янтӑва суйланӑ. Вӗсене пӗтӗмпе 81,6 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна вӗсем ялсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма ярӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Янту ялӗн сӑн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хакласан, урамра вак чул та пулин сарсан аван. Сарӗҫ те-и тен...

 

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.

Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.

Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 28

1927
98
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
87
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
71
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
59
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
39
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
35
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи