Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шотланди

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова тӗрлӗ ӑмӑртура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Халӗ вӑл Европа чемпионки ята иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ.

Анжелика Сидорова шӑчӑпа сикекенсен Шотландири Глазго хулинчи ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Спорт тупӑшӑвӗ ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ.

Европа чемпионатне ентешӗмӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче нейтралитет ялавӗпе хутшӑннӑ. Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекенскер 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне ҫӑмӑллӑн ҫӗннӗ. Ылтӑн медале тата Европа чемпионӗн титулне иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ.

Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Ун чухне вӑл шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗччӗ. Кайран вӑл Европа чемпионатне тухса кайнӑччӗ.

 

Культура

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет.

Роберт Бернс поэта халалланӑ фстивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Пӗри — ачасен ӳкерчӗкӗсен «Юмахри Шотланди» конкурс тата сӑвӑ вулакансен «Манӑн чӗре — тусем ҫинче» конкурсӗ.

Фестивале Мускаври Scottish SpiritS пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш хут хутшӑнать. Вӑл ачасене «Зеленое знамя фей» (чӑв. Фейӑсен симӗс ялавӗ) интерактивлӑ Шотланди юмахне кӑтартӗ.

Мускаври паллӑ аккордионист Анатолий Исаев та фестивале хутшӑнӗ. Шотланди культурипе шупашкарсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пуллашма пултараҫҫӗ. Унти 11-мӗш шкулта музыкӑпа литература каҫӗ йӗркелӗҫ.

Фестиваль пӗрремӗш хут иртмест. Ун пирки официаллӑ сайтӗнче ытларах пӗлме пулать: http://scotincheb.jimdo.com.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75340
 

Афиша

Юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта Лермонтов балӗ пулӗ. Ӑна вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Бал ЧР Наци вулавӑшӗн акт залӗнче 14:00–18:00 сехетсенче иртӗ. Программӑра 19-мӗш ӗмӗрти ташӑсем кӗрӗҫ: вальс, полька, мазурка, контрданс. Ҫавӑн пекех Шотланди ташшисем те пулӗҫ. Ара, Михаил Лермонтовӑн йӑх тымарӗ — Шотландирен.

Ташӑсене балччен «Огни Бэлтайна» студире вӗренме пулать. Мероприятире темиҫе ҫӑмӑл ташӑ та кӗртнӗ. Ӑна кашниех тума пултарӗ. Унта хутшӑнакансен тумӗ 19-мӗш ӗмӗрти пек е Шотланди стилӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.

Ҫавӑн пекех мероприятире Михаил Лермонтов пирки сӑвӑсем, юрӑсем, хӑтлавсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73540
 

Тӗнчере

Ӗнер Аслӑ Британири Шотландире референдум иртнӗ — вырӑнти халӑх малашне уйрӑммӑн е пӗрле пурӑнасси пирки хуравланӑ. Сасӑсене шутласа тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑлас кӑмӑллисем сахалтарах пулнине палӑртнӑ. Аслӑ Британине пӑхӑнма пӑрахассишӗн пурӗ 44,6% сасӑланӑ, малашне те пӗрле пурӑнассишӗн — 55,4%.

Уйрӑлма кӑмӑллакансем Шотландин 4 тӑрӑхӗнче кӑна ҫӗнтернӗ — Глазго, Ҫурҫӗр Ланакшир, Анӑҫ Дамбартоншир тата Данди. Ытти 28 тӑрӑхӗнче пӗрлехи патшалӑхра юлассишӗн ытларах сасӑланӑ. Сасӑлава пурӗ хутшӑнма пултаракан ҫынсенчен 84,5% килнӗ. Каласа хӑварас пулать, ку референдум валли влаҫрисем чи кӗҫӗн сасӑлавҫӑ ҫулне 16 ҫул таран чакарнӑччӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Дэвид Кэмерон саламлама та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Ҫавах та шотландсем питех те выляса яман теме пулать — Аслӑ Британин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑхӑн парламентне аслӑрах полномочисем пама шантараҫҫӗ. Ку вара экономика тӗлӗшӗнчен те пулӑшу кӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/1848354/
 

Авалхи календарӗн шӑтӑксен схеми
Авалхи календарӗн шӑтӑксен схеми

Шотландире чи авалхи календарь тупнӑ иккен, ӑна шӑтӑк алтса хатӗрленӗ пулать. Ӑсчахсен шухӑшӗпе календаре 10 пин ҫул каялла авалхи сунарҫӑсем ӑсталанӑ иккен. Месопотаминче тупнӑ календарьсемпе танлаштарсан — унччен чи авалхисем шутланнӑ — вӗсем темиҫе пин ҫул авалтарах пулаҫҫӗ.

Британи археологӗсем Крейзес замокӗ ҫумӗнче 12 шӑтӑк тупнӑ — вӗсем тӑрӑх ӗлӗк уйӑх тӑхрине (фазине) пӗлме пултарнӑ имӗш. Ӑсчахсен шухӑшӗпе шӑтӑксене авалхи сунарҫӑсем йывӑҫ юпасем лартнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр путӑка унсӑр пуҫне хӗллехи кун таврӑннӑ вӑхӑтри хӗвел тухӑҫнелле тунӑ — ҫапла май вӗсем календаре йӑнӑшсӑр шутласа пынине тӗрӗслеме пултарнӑ.

Крейзес замокӗ патӗнче археологсем 2004 ҫултанпа чаваҫҫӗ, анчах мӗн тупнине нумай пулмасть ҫеҫ пичетлеме пултарнӑ имӗш — 4 университетри темиҫе ӑсчах ҫак вӑхӑт хушшинче хӑйсен тӗпчевне ҫырнӑ, фактсене тӗрӗсленӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org