Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Чӗмпӗр Ен хыпарӗсем

Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш кӗрешӗвӗ федерацийӗ уҫӑ чемпионат ирттернӗ. Ӑна Раҫҫей Геройне, Федераллӑ хaрушсӑрлӑх службин авиаци полковникне Юрий Недвигaна халалланӑ. Вӑл кунта хӑй те пулнӑ.

Пурӗ ӑмӑртӑва 208 спортсмен хутшaннa: Ульяновскран, Димитровградран, Тутарстанран, Оренбургран, Пушкaртстанран, Пермь крайӗнчен.

Ҫамрӑксем хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел шкул ачисем виҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чи чаплӑ парнене вара Ульяновскра пурӑнакан чӑваш каччи Денис Сетнеров илнӑ. Ӑна така панӑ.

 

Ульяновскри И.Я. Яковлев музейӗ 15 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа кунта уяв иртнӗ. Унта чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗсем, Хула Думин депутачӗсем тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче И.Я. Яковлев шкулне 1937 ҫулта пӗтернӗ Е. Кирюшкина ҫамрӑк вӑхӑтсене аса илсе каласа панӑ.

Ҫакӑнтах ҫӗнӗ конверт кӑтартнӑ. Ун ҫинче И.Я. Яковлев музейӗн сӑн ӳкерчӗкӗ. Конверт Мускавра 500 пин тиражпа тухнӑ.

 

Ҫакӑн пек фестиваль Ульяновскра улттӑмӗш хут иртрӗ. Унта 15 районтан 146 ача хутшӑнчӗ. Ҫамрӑк артистсене кӗпeрнаттӑр пулӑшаканӗ Т. Сергеева, УОЧНКА ертӳҫи В. Сваев, тӗп вӗрентӳ департамӗнчӗн тӗп специалисчӗ Ф. Улендеева саламланӑ.

Жюри ачасен пултарулӑхне тӑватӑ номинаципе хакланӑ: юрӑ, ташӑ, сӑвӑ вуласси, музыка инструменчӗпе каласси. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗсем, парнесем парса чысланӑ.

 

Ульяновскри пӗрремӗш чӑваш ансамблe — “Эревет” — йӗркеленсе кайнӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна палӑртса артистсем пысӑк концерт кӑтартрӗҫ. Унта кӗпeрнаттӑр пулӑшаканӗ Т. Сергеева та саламлама пынӑ. УОЧНКА ертӳҫи В.Сваев артистсене чӑваш усламҫисен “Эртел” ушкӑнӗceнe тум ҫӗлеттерсе панине пӗлтернӗ.

Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Косырев ертсе пыракан йыш Мускавра та, Шупашкарта та, ытти ҫӗрте те нумай ҫӳрет, чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарать.

“Эревете” саламлама Димитровградри “Савӑнӑҫ”, Ульяновскри “Палнай”, “Илем” ушкӑнӗсем пынӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 28

1868
158
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1903
123
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1922
104
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1932
94
Анатолий Юман, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Овчаров Виктор Викторович, сӑвӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть