Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Ишек ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ, ҫавна май лешӗ вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫак арҫын 55 ҫулти арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер мӑшӑрне хырӑмӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ.
Хирӗҫӳ хыҫҫӑн темиҫе кун иртнӗ. Япӑххи пирки упӑшкипе арӑмӗ шухӑшламан пуль-ха. Анчах хӗрарӑм шалти органсем сиенленнипе вилнӗ.
Халӗ арҫынна арестлес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ май вутӑпа хутмалли кӑмакасем иртнӗ вӑхӑтра тӑрса юлаҫҫӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗпе ӑшӑтмалли ҫав хатӗр хушшинче епле ҫыхӑну пур текенсене пӗлтерер: кивӗ ФАПсенчен хӑшӗсене вутӑпа хутса ӑшӑтса пурӑннӑ. Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Ишек ялӗнче те ҫавӑн пек пулнӑ. Паянтан унта ҫӗнӗ медпункт ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ тухтӑр ҫуртӗнче ӗҫлеме тата ҫынсене йышӑнма мӗнпур услови пур.
Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма ҫитнӗ Чӑваш Республикин парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов ФАПсем медицина учрежденийӗ ӑна мар, вӗсем ҫынсене туртаҫҫӗ тата пӗрлештереҫҫӗ тесе те палӑртнӑ. Ялти тухтӑр ҫурчӗсем ват ҫынсемшӗн уйрӑмах меллӗ. Юн пусӑмне виҫтермелле-и, укол тутармалла-и — ҫын унта ҫул тытать. Юлашки икӗ ҫул ҫурӑ хушшинче республикӑри кашни пиллӗкмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ.
Вӑрнар районӗнчи тепӗр ялта та паян фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл маларах ҫынсене йышӑнма тытӑннӑ-ха. Хӗрлӗ хӑйӑва халь кӑна каснӑ.
Сӑнсем (44)
2013-15 ҫулсенче Чӑваш Енре пурӗ 100 модульлӗ ФАП туса лартмалла. Вӗсен лаптӑкӗ 80 тв.м кая мар пулӗ, хӑварт туса лартма май паракан ҫуртсене 20 кун хушшинче хӑпартма пулӗ.
Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин элчисем пулчӗҫ, фельдшерпа аккушер пункчӗсемпе паллашрӗҫ. Ушкӑн шутӗнче ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗн администраци пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата районӑн тӗп пульницин главврачӗ Ольга Казакова пулчӗҫ.
Вӑрнар районӗнче паянхи кун пурӗ 41 ФАП ӗҫлет. Хӑшӗ-пӗри 1960-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ ҫуртсенче вырнаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн Услапа, Шӑхаль, Кӳлхӗрри, Ишлӗ, Чӑрӑш Ишек, Туҫи Ҫармӑс ялсенчи фельдшерпа аккушер пункчӗсенче пулса курчӗ, вӗсен ҫурчӗсемпе паллашрӗ. Пурӗ районта 11 ҫурт хӑпартма сӗннӗ, анчах та хӑшне ҫӗнетессине респулика комиссийӗ татса парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -18 - -20 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |