Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш академи драма театрӗ

Харпӑр шухӑш Культура

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!!

Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ! Е.В. Николаева опернӑйне е вырӑс драма театрне директор пулма тухса кайӗ! К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ В.Н.Оринов пулса тӑрӗ!

М.Н. Юхмашӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Унӑн спектаклӗсене драма театрӗнче нихӑҫан та выляман!

Опернӑйӗнче ачашланса пурӑнакан В.Л. Клементьевне чӑваш театрӗн директорне лартас! Ҫамрӑксен театрӗнчен вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсенче выляс кӑмӑллӑ артистсене вырӑс театрне куҫарас! Урӑх ҫул ҫук!

Чӑваш этемӗ вырӑс чӗлхиллӗ рольсене выляс тени ирсӗрлӗх! Чӑваш чӗлхине юратманнине пӗлтерет анчах!

Малалла...

 

Культура

Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарнӑ май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

Театр ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери кунне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Асӑннӑ конкурса Чӑваш Енре яланхиллех ҫав кун пӗтӗмлетӗҫ.

Театрсем пирки пӗтӗмӗшле каласан, паян пирӗн республикӑра патшалӑхӑн профессилле театрӗсем улттӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ театр учрежденийӗсен шутне республикӑн Культура министерстви Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртет. Ҫакна вӑл ҫав театр пӗтӗм тӗнче шайӗнчи балет тата опера фестивалӗсем ирттернипе те сӑлтавлать тесе ӑнланма пулать асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнчи хыпар тӑрӑх. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки те ыррине самай калама пулать. Чӑн та, унта лартакан спектакльсемпе миҫе ӑру ӳсмен-ши?! Вырӑс драма театрӗн те хӑйӗн кураканӗ. Патшалӑхӑн шутланакан драмӑн сӑнавлӑ театрӗ те ҫак ӳнере юратакансем хушшинче ятлӑрах та, сумлӑрах та пулса пырать темелле. Пукане театрне вара пӗчӗк куракансем кӑна мар, вӗсене курма ертсе пыракан аслисем те кӑмӑллаҫҫӗ.

Малалла...

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкарти сцена ҫинче кӑна мар халӑха савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш районне ҫитсе килнӗ.

Ку Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Артистсем Шелттем ял тӑрӑхӗнчи культура центрӗнчи сцена ҫине тухнӑ. Ку тӑрахра тава тивӗҫлӗ артистсем 19 ҫула яхӑн пулман, ҫавӑнпа халӑхшӑн Шупашкартан хӑнасем килни чӑн-чӑн савӑнӑҫа ҫарӑннӑ. Артистсем «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ.

Спектакль вӗҫленсен куракансем ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупнӑ, артистсене пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ.

Сӑнсем (6)

 

Шӑматкун, акан 13-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗнче пӗрремӗш хут халӑх тумӗн уявӗ иртрӗ. Ку уява чӗртсе яраканӗ — Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ.

Уява хутшӑнма тулайри этнос ушкӑнӗсене те чӗнсе илнӗ. Халӑх тумӗсен хӑйевӗрлӗхне кӑтартас кӑмӑл тӑвакансем шутне: ҫармӑс, мӑкшӑ, чечен, еврей тата ытти халӑхсем кӗнӗ. Пурӗ пӗрле 65 ҫын хӑйсен тумӗсемпе паллаштарнӑ. Чӑвашсем те кая юлман: тури, анатри чӑваш тумӗсемпе, авалхи чӑваш кӗписем тата сцена валли ятарласа ҫӗлеттернӗ тумсемпе куракансене хаваспах паллаштарнӑ.

Унсӑр пуҫне уявра фольклор ташӑ ушкӑнӗсем, юрӑҫӑсем куракансене пӗчӗк пултарулӑх концерчӗпе савӑнтарнӑ.

Куракансен шучӗпе, уяв кӑсӑклӑ тата ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кун йышши фестивальсем халӑхсем хушшинчи туслӑха самаях ҫирӗплетме пулӑшасси ҫинчен те каласа хӑвармалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62447.html
 

ҪУ
26

Учителе айван пулма ирӗк панӑ
 Геннадий Дегтярёв | 26.05.2009 07:26 |

Чӑваш кӗнеке издательствинче Борис Чиндыковӑн “Тухса кайиччен” ятлӑ хайлав пуххи пичетленсе тухрӗ. Унта калавсем, драмӑлла повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗшпе 90-мӗш ҫулӗсен чиккинче Борисӑн ячӗ тӑван тӑрӑхра янраса кӑна тӑратчӗ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсем унӑн Николай Казаковпа пӗрле ҫырнӑ юррисене янрататчӗҫ (пирӗн кӳршӗри Ҫӑрахви кинемей вӗсен “Пӗчӗк тӑлӑх хӗрачине” аса илсен халь те куҫҫульленмесӗр чӑтаймасть). Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх академтеатр лартнӑ “Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли” тӗрлӗ фестиваль-конкурсра приз хыҫҫӑн приз ҫӗнсе илетчӗ. Хаҫатсенче вӑл пуҫарнӑ диспутсем пуринчен те хӗрӳллӗрехчӗ. Борис пуҫласа хӑй шучӗпе кӗнеке кӑларнӑччӗ, “Аван-и” ятлӑ харкам хаҫачӗ йӗркеленӗччӗ. Ҫав вӑхӑтри чӑваш ҫамрӑкӗ пӗтӗмпех Чиндыков витӗмне лекнӗччӗ, юратӑвӗ те унӑн “Аван-и” пичет органӗнче ҫырса кӑтартнӑ пеккиччӗ.

Унтан Борис Борисович “ЛИК Чувашии” журналӑн тӗп редакторӗ пулчӗ, пьесишӗн патшалӑх премине илчӗ. Вара Мускава парӑнтарма тухса кайрӗ.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сӑвӑҫи П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче унӑн палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ.

Каҫхине вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

9 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org